«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ.
Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ.
Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ.
«Пирӗн пата Шупашкартан Александр Блинов килсе ҫитрӗ», — тесе пӗлтерчӗ нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкар ҫынни ачана хулара ӳстерсе унпа чӑвашла калаҫма пулать тесе пӗр иккӗленмесӗр касса татнӑ. Александр Блиновӑн вырӑс-мӑшӑрӗ ывӑлӗпе Матвейпа вырӑсла, ашшӗ вара ачапа чӑвашла калаҫать-мӗн.
«Шупашкарти Гуманитари инситутӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-и-Фонт пирки те сӑмах хускатрӑмӑр. Вӑл Шупашкарта пурӑнса ачисемпе хӑй тӑван чӗлхипе — каталанла калаҫать, мӑшӑрӗ вара — вырӑсла. Ачисем ик чӗлхепе те тап-таса калаҫаҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкартан Мускава пынӑ хӑна тӗрлӗ ҫӗршывра пулса, пурӑнса курнӑ май ик чӗлхелӗх политики вӗсенче «норма» шутланнине палӑртнӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарта пурӑнакан 20 ытла ҫемьене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесемпе савӑнтарма шухӑшланӑ.
Кӑҫал Алена Игоревна почтальон тивӗҫне пурнӑҫлать. Нумаях пулмасть вӑл Хӗл мучипе тата Юрпикепе пӗрле икӗ ҫемьене ҫитсе килнӗ.
13 ҫулти София Павлова Хӗл мучине ҫыру ҫырнӑ. Анчах Шурсухал унӑн ӗмӗтне пурнӑҫласса ӗненсех кайман. Хӗл мучи София ӗмӗтленнӗ велосипеда хваттерех кӗртсе панӑ.
Нумая ачаллӑ Егоровсем те вара Хӗл мучи патне ҫыру янӑ. Захарпа Галя вулавӑшра Шурсухал почтине курсан ӗмӗчӗсене хут ҫине шӑрҫаланӑ. Ҫырӑвӗ ҫитнӗ, парнине килех илсе килнӗ.
Алена Аршиновӑн шухӑшӗпе, ачасен ӗмӗчӗсем лайӑх: велосипед, йӗлтӗр, лего… Апла ачасем сывӑ ӳсӗҫ.
Чӑваш Енри наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул саламӗсем чӑвашла марри пирки хула администрацине ҫыру янине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтан вӑл каллех тепӗр ҫыру шӑрҫалани пирки те каланӑччӗ. Тепрехинче вӑл хулари «коммерци маршручӗсемпе» ҫӳрекен автобуссенче те чарӑнусем ҫинчен пӗлтерекен информаторсенче чарӑнусем ҫинчен вырӑсла кӑна пӗлтернипе килӗшмесӗр ҫырнӑччӗ. «Унсӑр пуҫне хулара халӑх йышлӑ пуҫтарӑнакан вырӑнсенче «эвакуаци планне» пысӑк информаци хӑмисем ҫинче вырнаҫтарма тытӑннӑ, каллех вырӑсла кӑна», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн ушкӑнӗнче.
Эвакуаци планӗн чӑвашла пулмалли пирки те «Ирӗклӗх» Шупашкарти тӳре-шара патне ҫыру шӑрҫаланӑ. Хула администрацийӗн культура управленийӗ асӑрхаттарупа килӗшнӗ, ҫывӑх вӑхӑтра кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен хупӑнасси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл Danone концернӑн шутланать.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви вӑл савута сӗт сутса пурӑннисем ӑна хупнишӗн аптӑрамасси пирки пӗлтерет. Республикӑра ытти сӗт-ҫу савучӗ те ӗҫленине аса илтерет вӑл. Сӑмахран, Етӗрнере, Вӑрнарта, Куславккара, Тӑвайра пур, «Изамбаевский» текенни те ӗҫлет.
Ял хуҫалӑх министерстви ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗн продукцийӗ республикӑри суту-илӳре 12,2 процент кӑна йышӑннӑ. Вӑл кӑларакан ҫимӗҫе хамӑр патри ытти савут та кӑларать, вӗсен пахалӑхӗ те лайӑх, оборудованийӗ те ҫӗнӗ йышши.
Шупашкарти сӗт-ҫу савучӗ хупӑннине пула 140 ҫын (унчченхи хыпарта эпир «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлани тӑрӑх 300-е яхӑн /news/11077.html тесе каланӑччӗ) ӗҫсӗр юлать, вӗсене ӗҫе вырнаҫчӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви йӑлтах тӑвӗ тесе ӗнентерет.
Шупашкарта Юрпикене суйланӑ. Кӑҫал «Юрпике — 2016» коронӑна кам тивӗҫнӗ-ха?
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче финал кастингӗ иртнӗ. Унта 15 пике хутшӑннӑ. Чи маттурри вара Шупашкарти 54-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Васильева пулнӑ. Вӑл жюрие сӑнарӗпе кӑна мар, тумӗпе те килӗшнӗ.
Пӗлтӗр Юрпике ятне тивӗҫнӗ Наталья Изотова ӑна коронӑна панӑ. Анастасия гитара енӗпе музыка шкулне пӗтернӗ. Вӑл вокалпа кӑсӑкланать. Настя сноубордпа та кӑсӑкланать.
«Юппике» ята тивӗҫнӗ Анастасия Васильева хулара иртекен мероприятисенче Юрпике пулӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен курма май пулӗ.
Danone концерн Шупашкарти сӗт-ҫу савутӗнчен пӑрахса каяссине пӗлтернӗ. Ҫавна пула ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен 300-е яхӑн ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлӗ.
Danone укҫа-тенке ҫӗршывӑн урӑх хулисенче хывма палӑртать: производствӑна вӑл хӑйӗн Самарти, Саранскри, Хусанти савучӗсене яма палӑртать. Томскри савута та концерн хупассине пӗлтернӗ. Шупашкарти сӗт-ҫу савутне хупса урӑх хулана куҫса кайнине концерн савут технологи енчен тӗлӗшӗнчен япӑхнипе, рентабельлӗх пӗчӗккипе тата тавар сутаслӑх чакнипе ӑнлантарать-мӗн.
Ӗҫсӗр юлакансене Danone укҫа-тенкӗ енчен кӳрентермессе шантарать. «Ӗҫ законодательствипе пӑхса хӑварнинчен ытларах тӳлӗпӗр. Эпир вӑл енчен яваплӑ компани», — тесе ӗнентерет иккен концерн хӑйӗн пресс-релизӗнче.
Шупашкарта йывӑҫсене саккунсӑр майпа кам каснине тӑрӑ шыв ҫине кӑларасшӑн. Усал шухӑшлӑ ҫав ҫынсене пула ҫӗр ишӗлсе анас хӑрушлӑх тухса тӑнӑ.
«Гремячево» микрорайонта пурӑнакансем Шупашкар хулин экологи управленине ҫӑхавсем ҫитернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫырмара такамсем йывӑҫсене каснӑ.
Кун хыҫҫӑн вырӑна специалистсем тухса тӗрӗсленӗ. Халӑх каланӑ пекех — ҫӗр ишӗлме пултарать. Халӗ ку йӗркесӗрлӗх пирки полицие пӗлтернӗ. Унта айӑплисене тупса явап тыттарӗҫ.
Тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ нумаях пулмасть хута кайрӗ. Халӗ унта пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусем, мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Спорт сооруженийӗсем. 2015 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ» премие тивӗҫнӗ. Унӑн учредителӗ — SportFacilities журнал.
Шупашкарти пӑр керменӗ «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Мускаври пӗр бизнес-центрта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаҫнӑ стадионсем, парксем, йӗлтӗр комплексӗсем, хӑна ҫурчӗсем, бассейнсем тата ытти объект тӗрлӗ номинацире 56 наградӑна тивӗҫнӗ. Мала тухнисене РФ спорт министрӗн ҫумӗ Павел Новиков саламланӑ.
Ҫанталӑк ӑшӑ, пӑр ҫирӗп мар. Анчах пулӑҫсем кунран хӑрамаҫҫӗ. Нумаях пулмасть, Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл ҫинче пӗр арҫын пӑр айне кайса вилнӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. 39 ҫулти арҫын Заовражнӑй поселокӗ ҫывӑхӗнче пулӑ тытнӑ. Вӑл ҫыранран 65 метр аяккарах ларнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ури айӗнче пӑр катӑлнӑ.
Ытти пулӑҫ унран ытла аякра пулнӑ ҫав, пулӑшса ӗлкӗреймен. Пулӑҫ ӳтне водолазсем кӑларнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |