Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче Навальный штабӗн хастарӗсем пенси реформине хирӗҫ митинг ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче КПРФ хастарӗсем те реформӑна хирӗҫлесе митинг ирттересшӗн. Кун пирки Валентин Шурчанов Фейсбукри хайӗн страницинче пӗлтернӗ.
Митинг Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче 11 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, коммунистсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче те Чапаев скверӗнче реформӑна хирӗҫ митинг ирттернӗ.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнине Чӑваш халӑхс айчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Аса илтерер, ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Халӗ ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене пӗлтӗмӗр. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ, анчах амӑшне пула пурӑнма май килмен пепке хӗрача пулнӑ. Ӑна 17-ри хӗр ҫуратнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм хӑй айӑпне йышӑннӑ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине ҫӑмӑлланнӑ. Унтан вӑл пӗчӗкскере ҫӳп-ҫап проводне тухса пенӗ. Ача вилнӗ.
17-ри хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе тӗпчев пуҫарнӑ, тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ.
Икӗ ҫул каялла «Данон» АО Шупашкарти производствине хупнӑ. Ун хыҫҫӑн савут пӗр вӑхӑт пушӑ ларнӑ. Кӑштахран инвестор тупӑннӑ. Вӑл инвестици килӗшӗвӗ алӑ пусса савута ҫӗнетме пуҫланӑ. Предприятире хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ. Савута юсама 500 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне инвестици 1,2 миллиард тенкӗрен кая мар пулассине палӑртнӑ.
Акӑ авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче савут уҫӑлӗ. Икӗ ҫул каялла савут пурлӑхне туяннӑ «Сарӑтури сӗт комбиначӗ» сӗт юр-варне «Добрая буренка» брендпа кӑларӗ. «Шупашкарти сӗт савучӗ» уйӑхне 1625 тонна продукци кӑларасшӑн. Малашне производствӑна тата ӳстересшӗн.
Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӳп-ҫап проводӗнче пӗчӗк ача виллине тупнӑ. Ӑна ӗнер, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре тирпейлӳҫӗ асӑрханӑ. Вӑл тӳрех йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
Ача ун чух сывламан ӗнтӗ. Полицейскисем вырӑна ҫитсен ҫав ҫуртра пурӑнакан ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Кинологсем те йытӑсемпе ӗҫленӗ. Ача амӑшне ҫийӗнчех тупнӑ.
Ҫав ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, ача амӑшӗ – ҫамрӑк хӗрарӑм, тен, студентка. Ахӑртнех, вӑл районтан килнӗскер. Хваттер унӑн пулман, вӑл тӑванӗсемпе е тусӗсемпе пурӑннӑ. Хӑй ҫӑмӑлттай пек курӑнмасть.
Халӗ полицейскисем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачине хваттерте пӗччен хӑварнӑ та хӑй лавккана тухса утнӑ. Каялла таврӑннӑ ҫӗре алӑк уҫӑлман – уҫҫи ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ.
Ку «Садовый» микрорайонта аван уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дементьев урамӗнче пулнӑ. Киле кӗреймен хӗрарӑм Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ара, ача хваттерте пӗчченех юлнӑ вӗт, тем курасси пулӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, «Умелец» наборпа усӑ курса хваттере кӗмелли алӑка уҫнӑ. Юрать, ачапа нимӗн те пулман, вӑй йӗркеллех ларнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан икӗ кинемей РФ Президентӗнчен Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗшӗн хӗпӗртенӗ. Вӗсене тӳре-шара та ҫуралнӑ кунпа, ҫавра юбилейпа, саламланӑ.
Анна Торганова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Президентран килнӗ саламлӑ ҫырӑва тата чечек ҫыххи тыттарсан ватӑскер шутсӑр савӑннӑ. Вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗ мӗн пулнине палӑртнӑ – ҫемье.
95 ҫул тултарнӑ Мария Васильева та Владимир Путинран саламлӑ ҫыру илнӗ. Кинемей 10 класс пӗтернӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл пуҫламӑш классен вӗрентекенӗсене хатӗрлекен курса кайнӑ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 34 ҫул. Вӗренекенӗсем ӑна манмаҫҫӗ, юбилей ячӗпе саламланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ колледж директорӗ хӑйӗн пӳлӗмне кӗнӗ те чӳречене пуля шӑтарнине асӑрханӑ. Хайхискер кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Чӳречерен студент пени паллӑ пулнӑ. Полици халӗ тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пулӗм чӳречинчен 18 ҫулти студент пенӗ. Унран пневматика пӑшалӗ туртса илнӗ.
Студент киревсӗр ҫак ӗҫе мӗншӗн тунӑ-ха? Ахаль кӑна – ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл. Ун тӗлӗшпе икӗ протокол ҫырнӑ: юраман ҫӗрте пӑшалтан пенӗшӗн тата ҫын пурлӑхне сиен кӳнӗшӗн. Ӑна штраф тӳлеттерме пултарӗҫ.
Шупашкартан Мускава тата ҫӗршывӑн тӗп хулинчен Чӑваш Енӗн тӗп хулине вӗҫекен самолетсен расписанине хушма рейссем кӗртнӗ. Анчах халех мар. Улшӑну юпа уйӑхӗнче пулӗ.
Расписанипе Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Шупашкарти аэропорт хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Хушма авиарейс кӗртекенни — «Победа» авиакомпани. Рейссене вӑл авӑн уйӑхӗн 14, 21, 26-мӗшӗсем валли уҫнӑ. Ҫав кунсенче самолет Мускавран 10 сехетре хускалӗ, Шупашкара 11 сехет те 20 минутра ҫитӗ. Шупашкартан 11 сехет 45 минутра вӗҫсе кайӗ, ҫӗршывӑн тӗп хулине 13 сехет 5 минута ҫитӗ.
Ҫакна та шута илмелле: аэропорт хальлӗхе ҫуллахи расписанипе ӗҫлет. Хӗллехи ҫине авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӗ. Ун пек йӗрке пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пырӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуллахи ҫурт ҫунса кайнӑ. Ахӑртнех, кил хуҫи хӗрарӑмӗн 6 ҫулти ывӑлӗ ҫулӑмпа асӑрхануллӑ пулман. Пӗчӗкскер аслисемсӗр юлсан ҫуллахи ҫурта кӗрсе ҫулӑмпа вылянӑ. Юрать, хӑй шар курман.
Ҫав кунах Йӗпреҫ районӗнче Кӑшмаш ялӗнче пушӑ ҫурт ҫуннӑ. Халӗ пушар мӗне пула тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Каҫхине Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Уруков урамӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ. Диван ҫинче ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ, пирус тӗпӗ ӳксе ҫулӑм тухнӑ. Юрать, арҫын урама хӑй тӗллӗнех тухма пултарнӑ. Хваттерте вара сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 637 пушар тухнӑ. Пӗтӗмпе 74 миллион тенкелӗх сиен кӳнӗ. Пушарта 48 ҫын вилнӗ, 309 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |