Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов хӗрле диплом илни пирки хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Вӑл унта куҫӑн мар майпа «Парламентская деятельность и обеспечение межпарламентского сотрудничества» направленипе 3 ҫул ӑс пухнӑ. Олег Кортунов курс старости те пулнӑ.
Ку - унӑн пӗрремӗш аслӑ пӗлӗвӗ мар. Малтан вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна 2007 ҫулта пӗтернӗ.
Шупашкарти Лесной посёлокра (вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) шӑматкун каҫхине, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пуян ҫыннӑн хуралтисенчен пӗри ҫуннӑ.
Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен службӑн темиҫе машини пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автан» 30-а яхӑн тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Уҫӑ ҫулӑма каҫхи 11 сехет тӗлӗнче сӳнтернӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, «хӗрлӗ автана» пӑчлантарма шыва мунча ҫумӗнчи бассейнран уҫласа илнӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ особняк хуҫи Владимир Ермолаев (хулари «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ застройщик тата «Ярмарккӑ» пасарӑн унчченхи хуҫи) пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Малинин Владимир Иванович паян ирхи 6 сехетре килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл ҫухални пирки тӑванӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ.
Арҫын ӑсӗпе арпашма пултарать. Ӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ. "Эпӗ Владимир облаҫӗнче пурӑнатӑп", - теме пултарать. Хӑйӗнпе пӗрле укҫа, телефон ҫук.
Килтен кайнӑ чух сӑрӑ куртка, тӗттӗм кӑвак шӑлавар, сӑрӑ-кӑвак тапочка тӑхӑннӑ пулнӑ. Куҫлӑхпа ҫӳрет.
Ҫак арҫынна карнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 89176730856, 89876615367.
Пирӗн республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра ыркӑмӑллӑх центрӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта ҫынсем хӑйсем унччен тӑхӑннӑ, анчах япӑхса кайман ҫипуҫа илсе пырса параҫҫӗ. Вӗсене хими хатӗрӗсемпе тасатнӑ хыҫҫӑн кирек кам та илсе кайса тӑхӑнма пултарать.
Шупашкарти ыркӑмӑллӑх центрӗсем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ:
1. 139-мӗш стрелоксен урамӗ, 22 («Байкал» суту-илӳ ҫурчӗ, 1-мӗш хут). Ӗҫ графикӗ: ытларикун-эрнекун – 13:00 сехетрен 19:00 сехетчен; шӑматкун – 11:00 сехетрен 16:00 сехетчен.
2. Декабристсен урамӗ, 18А.
Ӗҫ вӑхӑчӗ: ытларикун-эрнекун – 13:00 сехетрен 19:00 сехетчен; шӑматкун – с 11:00 сехетрен 16:00 сехетчен.
3. Энтузиастсен урамӗ, 34-мӗш ҫурт («Москва» (чӑв. Мускав) суту-илӳ центрӗ, 1-мӗш хут).
Ӗҫ вӑхӑчӗ: тунтикун-эрнекун – 11:00 сехетрен 17:00 сехетчен.
4. Шупашкар, И. Яковлев проспекчӗ, 3-мӗш ҫурт («Универ21Маг» суту-илӳ ҫурчӗ, 2-мӗш).
Ӗҫ вӑхӑчӗ: тунтикун-эрнекун – 15:00 сехетчен 19:00 сехетчен.
5. Трактор тӑвакансен проспекчӗ, 73 («Хӗрлӗ хӗрес» организаци).
Ӗҫ вӑхӑчӗ: 08:00 сехетрен пуҫласа 18:00 сехетчен. Телефон номерӗ 89871230814.
Унсӑр пуҫне ыркӑмӑллӑх центрӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар районӗнче пур.
Шупашкар хула администрацийӗнче тӳре-шара кирлӗ. Кадр резервне кӗртме кандидатсенчен документсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, резерва лекнӗ ҫынсен кайран муниципалитетри должноҫа йышӑнас шанчӑк пур. Специалистран пуҫласа ертсе пыракан вырӑн таранах.
Кадр резервне кӗмелли вакансисемпе должноҫсен списокӗпе ҫак каҫӑпа http://www.gcheb.cap.ru/vacancies/721e5614-7cad-40bc-86ca-dcfebcffa554 иртсен паллашма пулать.
Ашшӗне вӗлерсе ӑна вакласа шыва пенӗ ҫынна суд тунӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни тинех уҫӑмланнӑ.
2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк арҫын ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна аптӑрипе темиҫе хут чикнӗ. Лешӗ вилнӗ. Хайхискер вилле пӑчкӑпа касса вакланӑ, кашни пайне полимер хутаҫа чикнӗ те вӗсене Шупашкар районӗнчи пӗве патне виҫӗ кун турттарнӑ. Унта вӑл общество транспорчӗпе ҫитнӗ.
Пӗве хӗрринче вӑл хутаҫ ҫумне тимӗр-тӑмӑр ҫыхнӑ та путарнӑ. Йӗр ҫухалтӑр тесе ашшӗн телефонне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса кайса пӑрахнӑ, ашшӗ шапаша кайнӑ тесе ҫӳренӗ.
Ҫулталӑкран пӗвери виле пайӗсене тупнӑ. Ывӑлне тискер преступленишӗн 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫур ҫӗрте Шупашкарта пӗччен пурӑнакан хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Вӑл диспетчерпа калаҫнӑ хушӑрах тӑнне ҫухатма пуҫланӑ.
Фельдшерсем 6 минутран ҫитнӗ. Анчах хӗрарӑм патне тӳрех кӗреймен, домофон пулман. Вӗсем кӗриччен пациентӑн чӗри чарӑнса ларнӑ, унӑн клиника вилӗмӗ пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах хыҫран реанимаци бригади ҫитнӗ. Фельдшерсем чӗрине массаж тунӑ, искусствӗннӑй майпа сывлаттарнӑ. Юрать, тухтӑрсем ӑна тӑна кӗртме пултарнӑ. Халӗ хӗрарӑм пульницӑра.
«Крокус Автон» лизинг тӳлевӗпе парӑмсем пухӑнсан унӑн автобусӗсене туртса илнӗ. Ҫапла Шупашкарта хӑш-пӗр маршрут ҫинчи транспорт пулман. Ҫынсен мӗн тумалла?
Шар курнӑ маршрутсенчен пӗри - 42- мӗш автобуссем. Нумаях пулмасть ыйтӑва татса панӑ – вӑхӑтлӑх перевозчик тупнӑ.
«Неман» автобуссем унччен Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 262-мӗш маршрут ҫинче ӗҫленӗ. Халӗ вӗсем 42-мӗш маршрут ҫине тухнӑ.
Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина Чӑваш Енри хӑш-пӗр муниципалитетра концерт кӑтартӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑха «Песни России» фестиваль-марафонпа килсе ҫитӗ. Асӑннӑ мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче иртӗ.
16-мӗш фестиваль-марафонӑн ыркӑмӑллӑх концерчӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ, унтан артистсем Комсомольскине, Тӑвая, Шупашкара, Патӑрьеле, Вӑрнара, Ҫӗрпӗве, Хӗрлӗ Чутая, Кӳкеҫе тата Куславккана ҫитӗҫ.
Надежда Бабкинӑпа тата унӑн мухтавлӑ «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) патшалӑх ансамблӗпе пӗрлех сцена ҫине ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи професси коллективӗсем тухӗҫ.
2008 ҫулта арҫын Мускавра хваттер туянма тесе 18 миллион тенкӗ заем илнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫухалнӑ... 14 ҫуллӑха.
Ҫак арҫын кивҫен илсен тӗп парӑма та, процентсене те тӳлемен. Унпа ҫыхӑнӑва тухайман, ҫавна май инвестици компанийӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Арҫынна федераци шыравне панӑ. Ӑна нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Псковра тытса чарнӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем Шупашкара илсе килнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |