Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.