Паян, раштавӑн 29-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти Калинин тата Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Вӑл ун чухне ҫул урлӑ каҫнӑ.
Хӗрача "зебра" урлӑ утнӑ вӑхӑтра ун ҫине "Лада Гранта" пырса кӗнӗ. Унӑн пӗҫҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти Ишлей проездне юсаса ҫӗнетме прокуратура хистенӗ.
Асӑннӑ проезд Лапсар проезчӗн малалли пайӗ шутланать. Ҫул ванса пӗтнӗ, шӑтӑк-путӑклӑ.
Ҫавна кура хулари Ленин районӗнчи прокуратура Ленин районӗнчи суда тавӑҫпа тухнӑ. Унта вӑл Ленин районӗн администрацине ҫула юсама хистеме ыйтса ҫырнӑ.
Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ. Халӗ хулари тӳре-шаран суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртесси юлать.
Шупашкарти сывлӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗрне кӗнӗ ҫӗрте тухтӑр кӳлепине вырнаҫтарса хунӑ. Хулари Чечек урамӗнче вырнаҫнӑ медицина центрӗ ҫапла майпа хӑйсен организацийӗ умне илем кӳрес тенӗ.
Кӗҫех тухтӑр кӳлепине куҫ хывакан та тупӑннӑ. Кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче ҫавна пӗҫертсе кайнӑ.
6 пин тенкӗ тӑракан кӳлепене вӑрланӑ ҫын тӗлӗшпе хулари йӗрке хуралҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш стайин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тухтӑр кӳлепине ӳсӗр арҫын килне йӑтса кайнӑ иккен.
Пысӑк хуласенче пурӑнакансем машинӑсене ниҫта лартма аптӑрани час-часах пулать. Ятарлӑ парковкӑсем ҫывӑхра мар, кашни килсерен тенӗ пек автомобиль.
Уйрӑмах сӗмсӗррисем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнчи лаптӑка хӑйсем тӗллӗн ярса илеҫҫӗ. Ҫав вырӑнта машина номерне ҫырса ҫакса хураҫҫӗ, тӗрлӗ майпа (кивӗ кустӑрма хурса, тимӗртен карта тытса) паллӑ тӑваҫҫӗ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи, Кӑкшӑм, Хусанкай урамӗсенчи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫавӑн пек картасемпе кустӑрмасене, машина номерӗсене ҫырса ҫакса хунисене хулари яваплӑ службӑсем сӳтсе тиесе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать.
Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ.
Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ.
Шупашкарти 43-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пассажирӗсен йышӗнче Хӗл Мучи пулнӑ. Вӑл салонри ҫынсене канфетпа хӑналанӑ. Лешсем вара ӑна юрӑ юрласа, сӑвӑ каласа панӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтерет.
Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Победа» авиакомпани Хӗл Мучин тата Юр пикен тумӗпе килнӗ пассажира самолетпа тӳлевсӗрех вӗҫме ирӗк парассине пӗлтернӗ. Ку акци раштавӑн 31-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Тӳлевсӗр вырӑнсене пушӑ вырӑн пулсан кӑна параҫҫӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.
Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарти общество транспорчӗ мӗнле ҫӳрӗ? Кун пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине троллейбуссем те, автобуссем те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. 5-мӗш, 12-мӗш, 20-мӗш, 24-мӗш, 30-мӗш тата 65-мӗш автобуссем ҫур ҫӗр иртиччен ҫӳремӗҫ.
Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче хулара вырсарникунхи графикпе 130 троллейбус ҫӳрӗ, кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче - 138 троллейбус, кӑрлачӑн 6-7-мӗшӗсенче - 145 троллейбус.
Шупашкар хулинче пушарта 86 ҫулти кинемей пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Хулари Красин урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри хваттерте вут-ҫулӑм ҫурҫӗр иртни пӗррере алхасма тытӑннӑ. Пушар залра хыпса илнӗ, унти сӗтел-пукан тата ытти пурлӑх ҫунса кайнӑ. Вӑл кӑна-и — инкек 1936 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑмӑн пурнӑҫне татнӑ.
Сӑмах май каласан, раштавӑн 24 тата 25-мӗшӗсенче республикӑри тӗрлӗ вырӑнта 5 хутчен пушар тухнӑ. Шӑматкун каҫхине пушар Комсомольски районӗнчи Урамаелти икӗ хуҫалӑхри хуралтӑсене сиенленӗ. Юрать, пӳртсене вут-ҫулӑмран ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |