Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваштсат

Статистика

Чӑвашстат Чӑваш Енрен мӗн чухлӗ ҫын кайнине шутланӑ. Кӑҫалхи статистикӑпа паллашар.

Чӑвашстат сайтӗнчи документа тишкерес тӗк, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче республикӑран 2365 ҫын тухса кайнӑ. Пирӗн пата пурӑнма куҫакансем вара сахалрах: 2275 ҫын.

Эппин, кӑҫалхи пӗрремӗш уйӑхра Чӑваш Енре миграци пӗчӗкленнӗ – 90 сахалланнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр миграци кӑтартӑвӗ минус 2232 ҫынпа танлашнӑ. Апла республикӑран каякансем, килекенсемпе танлаштарсан, нумайрах.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71022
 

Статистика

Чӑвашстат кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенчи демографи лару-тӑрӑвне пӗтӗмлетнӗ. Кӑтарту савӑнтараканниех мар.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал ҫур ҫулта, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1444 ача сахалрах ҫуралнӑ. Вилекенсен йышӗ вара пысӑкланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартуран 202 ҫын нумайрах. Ҫапла майпа вилекенсен йышӗ ҫуралакансен хисепӗнчен 18 процент нумайрах пулнӑ.

Пирӗн республикӑра ҫынсем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене пула пурнӑҫран уйрӑлаҫҫӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — усал шыҫӑ. Ҫавӑн пекех ҫынсем апат ирӗлтерекен, сывлав тытӑмӗсен чирӗсемпе аптӑраса вилеҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй