Вырсарникун, юпан 19-мӗшӗнче, Мускавра Раҫҫейри наципе культура автономийӗсен V-мӗш пухӑвӗ иртрӗ. Съезда пурӗ 62 ҫын хутшӑнчӗ.
Пухура 2006-2008 ҫул хушшинче ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗҫ, Ҫамрӑксен юхӑмӗ хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Съезда пӗтӗлетнӗ май ҫӗнӗ пуҫлӑхсене суйларӗҫ:
Г.С.Федоров (Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ, РФ ҫумӗнчи ЧР тулли праваллӑ представителӗ) — президента, А.И. Григорьевпа В.В. Шакин ун ҫумӗ пулса тӑчӗҫ.
Ҫапла, вӑхӑт шӑвать... Ак, ӗнтӗ, «Питӗр чӑвашӗсем» хаҫатӑн сайчӗ те ҫӗнелчӗ. Тӗрӗсрех каласан, ҫӗнӗлле ерешленсе ҫӗнӗ вырӑна куҫрӗ. Халӗ ун адресӗ: http://peter.chuvash.eu
Хаҫатри статьясене сайтра тӳррӗн вулама май пур, вуламашкӑн pdf файла уҫлама кирлӗ мар. Кашни статьяна уйрӑм ушкӑна кӗртсе тухни те хаҫатпа паллашнине ҫӑмӑллатать.
Хаҫат сайтне тума Анатолий Миронов пулӑшнӑ. Хаҫат вырӑсла-чӑвашла тухнӑ май сайтӑн икӗ верси пур — чӑвашли тата вырӑсли.
Ҫурла уйӑхӗн 5-12-мӗшӗсенче Македонири Охрид хулинче тӗрӗк ҫамрӑкӗсен черетлӗ 13-мӗш Курултайӗ иртет. Унта чӑвашсен делегацийӗ те хутшӑнать. Пирӗн делегацие Чӑваш самрӑкӗсен "Сувар" пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ Ультияр Цыпленков ертсе пырать, ҫавӑн пекех делегацире Стас Владимиров юрӑҫ, Констанин Малышев "Сувар" хаҫат тӗп редакторӗ тата ыттисем те. Курултай (пуху) тӗллевӗ — тӗрӗк ҫамрӑкӗсен умӗнче тӑракан ыйтусене сӳтсе явасси, вӗсене (халӑхсен чӗлхисене, культурисене упраса хӑварасси) татса пама ҫулсем тупасси, пӗрлехи туслӑха ҫирӗплетесси.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 1998 ҫултанпа Эстонире палӑртӑнмасӑр пурӑнакан Алексей Ястребова Раҫҫее каялла кӑларса янӑ. Ҫавӑн пекех 10 ҫул хушши ӑна Эстонине кӗме чарнӑ.
Алексей Ястребов — Йӗпреҫ районӗнчи Эйпеҫ ялӗнче ҫурланӑ пултаруллӑ ӳнерҫӗ. Эстонире унӑн ӗҫӗсем Пярнуск санаторийӗнче тата пульницинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Эстони гражданствине илмешкӗн вӑл темиҫе хут та ҫырнӑ, анчах та ӗҫӗ тухман.
Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мешӗнче Алексей Ястребова хӳтӗлесе Эстони парламенчӗн депутачӗ тата Эстони культурин ӗҫченӗ Марк Соосар сӑмах хушнӑ. Марк Соосар шухӑшӗпе Эстонин миграципе гражданлӑх депортаменчӗ Алексейе таврӑнма ҫул уҫмаллах.
Нумай пулмасть Санкт-Петербургри хастар ҫамрӑкӗсен «Питӗр чӑвашӗсем» ятлӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗрремеш, кӑларӑмӗсем кун ҫути курӗҫ. «ПЧ» хаҫат тӗллевӗ — ку тӑрӑхри чӑваш ҫамрӑкӗсене ҫыхӑнтарасси, пӗр ҫӗре пухасси, Ленинград облаҫӗпе Санкт-Петербург хулинчи пулӑмсемпе паллаштарасси. Хаҫат уйӑхра пӗр хут А4 форматпа тухмалла.
Хаҫатӑн электронлӑ версине кунта тупма май пур:
http://peterchuvash.googlepages.com
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «ПЧ» хаҫат редакцийӗ
Паян чӑвашсем ҫинчен каласа паракан сайт уҫӑлчӗ. Вӑл http://history.chuvash.org адреспа вырнаҫнӑ. Сайт ҫинче чӑвашсен мӑн аслашшӗсем ӑҫтан тухни ҫинчен, вӗсен кун-ҫулӗ ҫинчен, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем ҫинчен ӑнланмалла каласа панӑ. Калава нумай ӳкерчӗксемпе ерешленӗ.
Сайта хатерленӗ чухне Елена Енькка кӑларнӑ «Повествование о чувашах» ятлӑ кӗнекене усӑ курнӑ. Сайта вырӑс чӗлхи ҫинче хатӗрленӗ. Каярах ӑна пӗтӗмпех чӑвашла куҫарас кӑмӑлсем пур.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |