Чӑваш Енре «Земство фельдшерӗ» патшалӑх программи пурнӑҫланса пырать. Пӗлтӗртенпе 30 ытла ҫамрӑк специалист республикӑри ялсене ӗҫлеме кайнӑ. Куншӑн вӗсене ҫур миллион тенкӗ компенсаци параҫҫӗ.
Тӗслӗхрен, Улатӑр районӗнчи Анютино ялӗнче ҫамрӑк фельдшер вӑй хурать. Унти фельдшерпа акушер пунктне тӑхӑр ялтан ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑкскер ӗҫлеме килнӗренпа 8 уйӑх кӑна иртнӗ, апла пулин те ял ҫыннисем ӑна хӑнӑхнӑ.
Пӗлтӗр 19 ҫамрӑк специалист ялсенчи медпункта «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме кайнӑ. Ҫапла майпа ялсенче медицина кадрӗсем халӗ ҫителӗклех. Кӑҫал ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви тепӗр 26 ФАП хута ярасшӑн. Эпин, ялсенче ҫамрӑк фельдшерсем тата кирлӗ пулӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗ 2019 ҫулхи хысна проектне пӑхса тухнӑ. Кӑҫал Чӑваш Енре сывлӑх сыхлавне пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Кӑҫал ку тытӑма 20 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Кунсӑр пуҫне хушма укҫа та килмелле: 2 миллион ытла тенкӗ. Укҫан ҫурри ытла ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн кайӗ, вӗсене пульницӑсене, поликлиникӑсене, ФАПсене вырнаҫтарӗҫ.
Медицина учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетмешкӗн 432 миллион ытла тенкӗ уйӑрӗҫ. Васкавлӑ медпулӑшу машинисене паркне тепӗр 24 «тимӗр урхамах» килмелле. Кун валли 113 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Хушма укҫапа Шупашкарти Гладков урамӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча инфекци пульницине те юсӗҫ, Ленин проспектӗнчи строительство поликлиникине тӑвас ҫӗре те нухрат ярӗҫ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ пысӑках мар. Паян унта тӗпленнӗ халӑхшӑн чӑн-чӑн уяв – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 1,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫак ялтисем кӑна мар, Пинер тата Коминтерн ялӗсенче пурнӑнакансем те ҫӳреҫҫӗ. Ку халӑхшӑн питӗ меллӗ. Ара, ҫывӑхри пульницӑна ҫитмешкӗн сахал мар каймалла – 20 ҫухрӑм.
Унччен Мисчӗри ФАП япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ ӑна тултан кӑна мар, шалтан та ҫӗнетнӗ: коммуникацие, чӳречесене, тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ФАПра хӑтлӑ та ҫутӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни виҫҫӗмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи ҫынсем патне те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Унта ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Вӑл 800-е яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ.
Пысӑк Упакассинче пурӑнакансен район центрӗнчи пульницӑна ҫитмешкӗн 10 ҫухрӑм парӑнтармалла. Ялтах фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлни вара ваттисемшӗн те, вӗттисемшӗн те питӗ меллӗ.
Кунта йӑлтах вӗр-ҫӗнӗ те хӑтлӑ: фельдшер йышӑнакан пӳлӗм, процедура пӳлӗмӗ, кӗтмелли вырӑн, эмел упрамалли вырӑн, санузел, тамбур… ФАП заведующийӗ Римма Георгиевна Еникова медицина тытӑмӗнче 46 ҫул ӗҫлет. Вӑл – аслӑ квалификаци категориллӗ фельдшер.
100 ҫынтан сахаллӑн пурӑнакан ялсенчи ҫынсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳме мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем килсе ҫитнӗ. Кирлӗ медицина оборудованине ПАЗ автомобильте вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Ене ҫавӑн пекки пилӗк штук килнӗ. Мобильлӗ ФАПсене РФ Правительствин резерв фондӗнчи укҫапа туяннӑ.
Урапа ҫинчи тухтӑр пӳлӗмӗсем ҫулталӑкченхи сывӑ пепкесене, 1-3 ҫулсенчи ачасене пӑхса тӑрӗҫ, ача пахчисемпе шкулсене ҫитӗҫ, ялти ҫынсене диспансеризаци витӗр кӑларӗҫ, чирлисене планпа пӑхнӑ вӑхӑтра пӑхса тӑрӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Ене куҫса ҫӳрекен маммограф та илсе килмелле. Вӑл районсем тӑрӑх ҫӳресе кӑкӑр чирӗсене тӗрӗслӗ.
Мобильлӗ ФАПсене ӳлӗмрен 16 единица таран илсе килме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче пурӑнакансем те малашне ҫӗнӗ ФАПа ҫӳреме пуҫлӗҫ. Унти 250-а яхӑн ҫынсӑр пуҫне кӳршӗллӗ Ырашпулӑхӗнчи 120 ытла ҫын та пулӑшу ыйтма унта кайӗ. Паян ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Сывлӑх сыхлав учрежденийӗн хӗрлӗ хӑйӑвне каснӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумӗ —хысна, финанс тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Альбина Егорова, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов тата ыттисем пулнӑ.
ФАПа, ҫӗнӗ ытти ҫавӑн пек учреждени евӗрех, ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма пандус туса хӑварнӑ.
Фельдшерпа акушер пунктӗнче отрасльти пуян опытлӑ Калерия Иванова ӗҫлет. Тухтӑрта вӑл 38 ҫул ытла тӑрӑшать.
Паян Ҫӗрпӳ районӗнче харӑсах икӗ ҫӗрте фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.
Тухтӑр ҫурчӗсене хӗрлӗ хӑю кассах уҫнӑ. Республикӑри тӳре-шараран унта Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов хутшӑннӑ. Районти пуҫлӑхсем те ҫитнӗ. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Борис Марков, Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Деомидов, Ҫӗрпӳ район пульницин тӗп тухтӑрӗ Валентина Озерова ял ҫыннисене ФАп уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ.
Вӑрӑмҫут ялӗнчи ҫав ялтисене кӑна мар, Вӗрмер, Елӳ, Тушмашар, Ҫуткасси ялӗсенче пурӑнакансене йышӑнӗ. Ҫӗнӗ ФАП уҫӑлать тенине илтсе Татьяна Охотина ҫамрӑк фельдшер тӑван яла таврӑннӑ. Унта вӑл «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ӑна хыснаран 500 пин тенкӗ укҫа панӑ.
Энӗшкассинчи ФАП Шуртавӑш тата Ӳречекасси ялӗсенчисене те йышӑнӗ.
Элӗк районӗнчи Ҫулавӑҫ тата Шуркасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 700 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ.
ФАПсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӗсем хӑтлӑ: ҫӗнӗ сӗтел-пукан, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсем те унта ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухайӗҫ, мӗншӗн тесен пандуссем пур.
ФАПра Алевтина Семенова ӗҫлет. Вӑл кунта кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме пуҫланӑ.
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ.
Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ.
Чӑваш Ен куҫса ҫӳрекен 5 ФАП туянӗ. Тепӗр 50 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ярӗҫ.
Кӑҫал пӗрремӗш ФАП Красноармейски районӗнчи Именкассинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӑна Республика кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
2019 ҫул вӗҫлениччен республикӑра 50 ФАП уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен ҫуррине кӑҫал хута ярӗҫ. Кунсӑр пуҫне 2018 ҫулта куҫса ҫӳрекен пилӗк фельдшерпа акушер пункчӗ туянма палӑртнӑ. Вӗсем халӑх сахал пурӑнакан ялсене ҫитӗҫ, пулӑшу парӗҫ.
Сӑмах май, халӗ Чӑваш Енре 526 ФАП ӗҫлет. Ҫӗнӗ ФАПсене 2013 ҫулта хута яма тытӑннӑ, 5 ҫулта 155 ҫӗнӗ пункт тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |