
Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсем хӑҫан иртессине пӗлтернӗ. Ку пысӑк мероприятие ҫурла уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ.
ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов Санкт-Петербургра Чӑваш Ен кунӗсене ирттермешкӗн ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелесси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Ун йышне вице-премьерсем, министрсем тата вӗсен ҫумӗсем кӗнӗ.
Уяв Питӗрти Патшалӑх академи капеллинче иртӗ. Унта концертсем, картинӑсен куравӗсем, ӑсталӑх класӗсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма та май пулӗ.

Ҫитес ҫул Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 11 кун кантарӗҫ. Раҫҫей Ӗҫлев министерстви 2027 ҫулхи ӗҫ тата уяв календарьне хатӗрленӗ. Анчах хальлӗхе ҫирӗплетмен.
2027 ҫулта ҫак кунсенче канӑпӑр: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 10-мӗшӗччен; нарӑсӑн 21-23-мӗшӗсенче; пушӑн 6-8-мӗшӗсенче; ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата 8-10-мӗшӗсенче; ҫӗртмен 12-14-мӗшӗсенче; чӳкӗн 4-7-мӗшӗсенче.
2027 ҫулта 6 ӗҫ кунӗллӗ пӗр эрне кӑна пулӗ – нарӑсӑн 15-20-мӗшӗсенче. Виҫӗ кун канмалли 5 хутчен пулӗ: нарӑсра, пушра, ҫу уйӑхӗнче (2 хут), ҫӗртме уйӑхӗнче.

Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн «Вилӗмсӗр полк онлайн» акци старт илнӗ. Аса илтерер: кӑҫал Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмассине, «Вилӗмсӗр полк» акци куҫӑн майпа иртмессине пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 12:00 сехетре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсем онлайн майпа полка тӑрӗҫ. Акцие хутшӑнас тесен ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен акци сайтӗнче (2026.polkrf.ru/) е «Вконтакте» (vk.com/polk_app), Одноклассники (ok.ru/app/polk), МАКС (max.ru/polk_app_bot) мини-сарӑмсенче заявка памалла.
Унтан паттӑр пирки информацие тата унӑн сӑнӳкерчӗкне кӗртмелле. Пӗтӗм заявкӑна тӗрӗслӗҫ (унта историксем хутшӑнӗҫ). Ҫакна йӑнӑш тата фальсификаци ан пултӑр тесе тӑваҫҫӗ

Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Патшалӑх элемӗсен кунӗ.
Ҫав куна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин Патшалӑх элемӗсен кунӗ ҫинчен) 24-мӗш номерлӗ Хушӑвӗпе и тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи «О Дне государственных символов Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсен кунӗ ҫинчен) 1-мӗш номерлӗ саккунӗпе ҫирӗплетнӗ.
Уява Чӑваш Енӗн Патшалӑх гербне, ялавне тата гимне халалланӑ. Гимн авторсем: Герман Лебедев композитор тата Илья Тукташ поэт; ялавпа герба Элли Юрьев художник хатӗрленӗ.
Уяв ячӗпе культура тата вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприяти иртӗ.

Кӑҫал Чӑваш Енре Ҫӗнтерӳ парачӗ тата уяв салючӗ пулмӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.
Элтепер ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал «Вилӗмсӗр полк» акци те куҫӑн майпа иртмӗ. Анчах, Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв пулӗ, мероприятисем вырӑнти лапамсенче иртӗҫ. Кашни вырӑн тӗлӗшпе хӑрушсӑрлӑх паспортне ҫирӗплетнӗ, вӗсенче хӑрушсӑрлӑх службисем ӗҫлӗҫ.
Аса илтерер: 2024 ҫулта та Шупашкарта Ҫӗнтерӳ парачӗ, салют пулман. Пӗлтӗр вара иртнӗ.

Чӑваш чӗлхи кунне Красноярск хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те уявланӑ. Ку хыпара эпир Красноармейкинчи Виталий Михайлов чӑваш хастарӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинчен хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Уява ҫурҫӗрти ентешӗмӗрсем ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫтарӑннӑ. Ҫав кун савӑнӑҫлӑ концерт кӑтартнӑ, унтан вара пурте пӗрле пулса ҫурхи вӑйӑ картине тухнӑ. Вырӑнти чӑваш наци культурин автономине Геннадий Храмов ертсе пырать.
Уява Чӑваш Республикин Красноармейски (Трак) салинче пурӑнакан Зинаидӑпа Виталий Михайловсен Анфиса ятлӑ вӑтам хӗрӗ ертсе пынӑ.
Сӑмах май каласан, ҫак йӗркесен авторӗ Анфиса епле ертсе пынине ӳркенмесӗрех итлесе те пӑхрӗ (видеона Виталий Михайлов страницинче вырнаҫтарнӑ). Чӑваш пикин таса та илемлӗ калаҫӑвне, уҫӑ та янӑравлӑ сассине итлеме питех те кӑмӑллӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ҫывхарать. Республика уява паллӑ тума хатӗрленет.
Шупашкарта Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн шкул ачисем валли тӳлевсӗр экскурсисем йӗркелеме палӑртнӑ. Ку акци «Ҫӗнтерӳ ҫулӗсем» акципе килӗшӳллӗн иртӗҫ.
Ачасен Шупашкарти паллӑ вырӑнсене ҫитсе курма май пулӗ. Ӑҫта? «Анне» палӑк патне, Чапаев скверне, Хӗрлӗ тӳреме, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне. Экскурсоводсем ачасене Шупашкар историйӗпе паллаштарӗҫ, халапсем те каласа кӑтартӗҫ.
Палӑртса хӑварар: экскурсисене 2 пин ытла ачана явӑҫтарма палӑртнӑ.

Кӑҫал чӑвашсен Акатуйӗ Санкт-Петербургра та иртӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӳрӗ линире пӗлтернӗ. Аса илтерер: вӑл паян иртнӗ, 11:00 сехетре пуҫланнӑ.
Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче эфира Санкт-Петербургри Евгений Емельянов шӑнкӑравласа ҫитнӗ. Вӑл Питӗрте те, Мускаври пекех, чӑваш уявӗсене ирттерме пулмасть-и тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев ҫапла хуравланӑ: нумаях пулмасть Чӑваш Ен правительствин председателӗ Сергей Артамонов тата культура министрӗ Светлана Каликова Санкт-Петербургра пулнӑ, Нева хӗрринчи хулара Акатуй ирттерме калаҫса татӑлнӑ. Программа интереслӗ пуласса шанаҫҫӗ, наци юрри-ташшипе пуян пулӗ вӑл.

Кӗҫех Чӑваш Ене каллех «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» килӗ. Хальхинче Шупашкарта мар, Вӑрмар поселокӗнче чарӑнӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитнӗ май Горький чукун ҫулӗ астӑвӑм пуйӑсне ҫула кӑларӗ. «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чулхуларан ҫула тухӗ. Маршрутра пӗтӗмпе – 29 станци, пӗри – Вӑрмарта. Унта вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 7 сехет те 35 минутра ҫитӗ. Вӑрмарта вӑл 40 минут тӑрӗ.
Пуйӑс маршрута ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чулхуларах вӗҫлӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» Чӑваш Енре пилӗк вырӑнта чарӑннӑ: Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш, Шупашкар.
Палӑртса хӑварар: ку пуйӑса Горький чукун ҫулӗ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ тӗле йӗркеленӗ.

Сӗнтӗрвӑрри хулинче Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм тӑвасшӑн – Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи пеккине.
Мемориала Ҫӗнтерӳ кунӗччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Вӑл хулари Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче пулӗ. Специалистсем плитан пӗр пайне демонтаж тунӑ ӗнтӗ. Унтан ун патне коммуникацисене илсе ҫитерӗҫ. Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи палӑка анлӑ реконструкци тума палӑртнӑ.
Сӑмах май, Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче те реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
