Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви троллейбуссем туянас ӗмӗтлине пӗлтернӗ.
Маларах эпир тӳре-шара Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбуспа ҫыхӑнтарас шухӑшлине пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫавна май 2023–2024 ҫулсенче 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсенчен 21-шне — республика хысни шучӗпе. Унсӑр пуҫне «Общество транспортне аталантарасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн 40 троллейбус илесшӗн. 92 троллейбус туянма кивҫен укҫа илесшӗн.
Электричество транспорчӗн инфраструктурине ҫӗнетме республика хыснинчен 150 миллион тенкӗ ытларах уйӑрасшӑн.
Ҫӗрпӳпе Пӑрачкав хӑтлӑ хула тума пулӑшакан Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене кӑҫал ҫӗнетсе илемлетӗҫ. Кашни муниципалитета 70-шер миллион тенкӗ парӗҫ. Ыттине - регион хыснинчен.
Выляса илнӗ укҫапа Ҫӗрпӳри Ача-пӑча паркне тата урамсене хӑтлӑлатӗҫ. Проекта ырланӑ ӗнтӗ.
Пӑрачкав тӗлӗшпе вара документаци хатӗр мар. Ӑна ЧР Строительство министерствипе пӗрле хатӗрлесе ҫитерме хушнӑ.
ЧР Цифра министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Мӗн тӗллевпе?
Аукцион ҫӗнтерӳҫин Ҫӗнтерӳ кунӗ, Республика кунӗ, Хусан тата Сӑр хӳтӗлев чиккисен строителӗсене аса илмелли кун тата ытти пысӑк уяв пирки информаци материалӗсем вырнаҫтармалла.
Аукционри малтанхи хак - 429,3 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе 700 символран кая мар 28 хыпар вырнаҫтармалла. Эппин, пӗр хыпаршӑн 15,3 пин тенкӗ тухать.
Аукцион ҫӗнтерӳҫин сайта кӗрсе пӑхакансен йышӗ уйӑхра 700 пинрен кая мар пулмалла.
Кӑҫал Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш лотерея тиражӗнче Чӑваш Енри икӗ ҫын пысӑк укҫа выляса илнӗ. Вӗсем Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ.
Лотерея кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш каналпа иртнӗ. Чӑваш Енри икӗ ҫын 1-ер миллион тенкӗ выляса илнӗ. Ун чухне пӗтӗмпе 270 ҫынна 1-ер миллион тенкӗ лекнӗ. Лотерейӑра 4 миллион ытла билет укҫа вылянӑ. Пӗтӗмпе – 868 миллион тенкӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын киленӳ илес тесе хӗр чӗннӗ. Анчах шутласа хуни пурнӑҫланайман - вӑл ҫывӑрса кайнӑ.
Вӑраннӑ та - килте укҫа ҫук. Машина сутнӑ укҫана - 350 пин тенке - такам йӑкӑртса тухса кайнӑ. Кам? Арҫын шухӑшӗпе, кана ҫав хӗр тума пултарнӑ.
26 ҫулти хӗре Мускавра тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫее Африка ҫӗршывӗнчен саккуна пӑсса килни паллӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм ун ячӗпе такам кредит илме пуҫланӑ тенине ӗненнӗ. Ултавҫӑсем ку меслетпе тӑтӑшах усӑ кураҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑм та вӗсене ӗненнӗ.
Палламан ҫын кредит илме хатӗрленнӗ «ултавҫа» тупас тесе ӑна онлайн-займ илме, укҫана кӑтартнӑ счет ҫине куҫарма ыйтнӑ.
Укҫана пӗрремӗш хут куҫарсанах банк унӑн карттине блокировка тунӑ. Кун хыҫҫан вӑл нухрата банкоматран илнӗ те палламан счет ҫине куҫарнӑ: 812 пин тенкӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2,9 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Каҫхине хӗрарӑм тусӗпе шӑнкӑравласа калаҫнӑ. Ҫавӑн чухне лешӗ ӑна ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнлантарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрӗн ултавҫӑсене пула 2 миллиона яхӑн тенкӗ кредит тӳлеме тивӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлама хайхискер темиҫе операци тума ыйтнӑ. Вӗсене пурнӑҫласан вӑл ултавҫӑсен счечӗ ҫине 1 миллион та 991 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа - банкран машина туянма илнӗ кредит.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ.
Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Шупашкарта юр ирӗлтерекен хатӗр ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапах хулари пӗтӗм юра унта турттарма пуҫламӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пысӑк пайне пур-пӗрех полигона илсе тухӗҫ.
Юр ирӗлтерекен хатӗр Трактор тӑвакансен проспектӗнчи индустри паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл пӗр сехетре 45-60 кубла метр юр ирӗлтерме пултарать. Юр шывӗ канализацие юхать, кайран - тасатакан сооруженисене.
Килӗшӗве "Дорэкспа" алӑ пуснӑ. Вӑл 7 миллион тенкӗпе 18,8 пин кубла метр юра утилизацилӗ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Шупашкарти ҫынсем ултавҫӑсене питӗ нумай укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе - 327 миллион ытла тенкӗ! Ку - рекорд.
Пӗлтӗр полицие ултавҫӑсен серепине лекни пирки 1,5 пин ытла заявлени панӑ. Ытларах ҫынсене "банк ӗҫченӗ" тесе улталанӑ. Ун пек ултавҫӑсене шупашкарсем 163 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. 217 ҫын инвестиципе ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ. Вӗсем 76 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Шупашкарти 103 ҫынна "тӑванӗ аварие лекнӗ" тесе улталанӑ. Ҫынсем ҫапла 25 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ. 80 ытла арҫын хӗрарӑмпа киленес тесе ултавҫӑсене 3 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |