Чӑваш Енӗн Информаци политики it.cap.ru текен ҫӗнӗ портал ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл ятарласа тӳре-шара валли шухӑшласа кӑларнӑскер. Унта тытӑмпа ҫыхӑннӑ саккунсемпе, тӗрлӗ информаципе паллашма пулать. Портал пулӑшнипе тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем хӑйсене кирлӗ документсене пӗр-пӗринчен ыйтса илейӗҫ. Ҫӗнӗ сайтра чӑваш чӗлхи валли вырӑн тупӑнманни ҫеҫ пӑшӑрхантарать — чӑвашла тума майӗсем те пур ӗнтӗ, саккунӗпе те пирӗн икӗ патшалӑх чӗлхи. Ҫак хисеплемеҫҫӗ тӳре-шарасем чӑвашсен чӗлхине.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ведомствӑсем хушшинче электронлӑ майпа ӗҫ тӑвакан 15 влаҫ органӗ, 26 муниципалитет, 291 ял тӑрӑхӗ ҫыхӑну тытать. Асӑннӑ тытӑм урлӑ халӗ республикӑра ведомствӑсем хушшинче 2 пин ытла, федерацин влаҫ органӗсем 5 пин ытла запрос янӑ иккен.
Иртнӗ уйӑхра порталпа Шупашкар, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Ҫӗрпӳ районӗсен, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен администрацийӗсем, ЧР Тариф енӗпе ӗҫлекен тытӑм, Сывлӑх сыхлав, Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем министерствисем порталпа уйрӑмах хастар усӑ курнӑ иккен.
Пӗр-пӗр предприяти е учреждени, е тата уйрӑм ҫын пирки халӑха каласа парассипе ятарлӑ специалистсем тар тӑкнине пирӗнтен чылайӑшӗ пӗлет. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа усӑ курса каласан, пиар теҫҫӗ-ха ӑна. Пиар енӗпе тӑрӑшакансен ӗҫӗнче хӑйсен ятарлӑ вӑрттӑнлӑхсем пур.
«Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенине тӗпе хурса пурӑнакансен талпӑнмалли-ӑнтӑлмалли яланах тупӑнать. Акӑ, патшалӑх служащийӗсем «Халӑхпа ӗҫлессинчи тухӑҫлӑ PR» программӑпа квалификацие ӳстерес тесе кӗҫех парта хушшине ларӗҫ.
Кун пирки патшалӑх заказӗсем пирки хыпарламалли официаллӑ сайтра пӗлтерӳ тухнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, вӗрентекене суйлама Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ уҫӑ аукцион ирттерет. Пӗлтерӳре ҫырнӑ тӑрӑх, парта хушшине 25 служащи ларӗ. Вӗсен ӑсталӑхне пурӗ 72 сехет хушши туптамалла. Анчах кунне 8 сехетрен ытла «тиемӗҫ». Патшалӑх служащийӗсене вӗрентме пӗтӗмпе 189 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Анчах чупасси-сикессипе мар-ха, шашка-шахматла тата сӗтелҫи теннисла выляссипе. Спортӑн ҫак енӗсемпе хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслекенӗсем — патшалӑх тытӑмӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫченӗсем. Кун пек ӑмӑрту вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар, мӗншӗн тесен ҫапла спартакиада йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Спорт тупӑшӑвне 55 ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене йышпа пӑхсан вӗсен шучӗ тӑватӑ теҫеткерен те иртнӗ-мӗн. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ушкӑнпа палӑртнӑ: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, федераци ведомствисен территори органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫченӗсем. Сӗтелҫи теннисла выляссипе хӑйсен ушкӑнӗсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакан федераци службин управленийӗ тата Вӑрнар район администрацийӗ пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ушкӑнӗ, сӑмах май, шашкӑлла выляссипе те маттур иккен. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен хушшинче вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ҫитекен пулман. Шахмат вӑййинче ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем тавҫӑруллӑрах пулнине кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне Автотранспорта тӗрӗслесе тӑракан управлени тата Элӗк район администрацийӗ хӑйсен ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Тӳре-шара «пӗр чӳрече» текен меслетпе ӗҫлеме пуҫланин уссине ахаль ҫынсем туйма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Унӑн лайӑх енӗсенчен пӗри — килен-каянӑн пӗр-пӗр ӗҫпе вун-вун кантур тӑрӑх хутлама тивменни.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта кӑна асӑннӑ майпа Чӑваш Енри 58 пин ҫын усӑ курнӑ. Заявленисене харӑсах темиҫе ӗҫ пурнӑҫлакан ятарлӑ центрсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар йышши пысӑк хуласенче кӑна мар, районсенче те ӗҫлеҫҫӗ, хальлӗхе ҫук ҫӗрте вара ҫине тӑрсах уҫаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрне Сергей Неяскина республика умӗнчи «тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» Михаил Игнатьев Элтепер орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. 58-мӗш номерлӗ паянхи хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Аса илтерер, полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин пирӗн республикӑна куҫиччен Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Унтан вӑл ҫӗрте шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Ҫакна та аса илтерер: Чӑваш Енӗн ШӖМӗн унчченхи министрне Сергей Семенова та Чӑваш Ен умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |