Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынна Самар облаҫӗн Юстици министерствине ертсе пыма шаннӑ. Кадрсен ылмашӑнӑвӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Азаров Дмитрий Сержантова ведомство тилхепине шаннӑ.
Дмитрий Сержантов Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн икӗ аслӑ пӗлӳ: истори тата юридици енӗпе. Вӑл 1998 ҫултанпа патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ. Малтанах ЧР Юстици министерствинче ӗҫленӗ, кайран РФ Юстици министерствин управленине куҫнӑ. ЧР президенчӗн администрацийӗнче те пӗр хушӑ тӑрӑшнӑ.
2010 ҫулта Дмитрий Сержантов ЧР Юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2011 ҫулта вара РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Сержантов 42 ҫулта.
Шупашкар хула ҫыннисемпе хӑнисене канма меллӗ туса парассипе ҫулсеренех тӑрӑшать. Халӗ тата Атӑл ҫыранӗ хӗррипе йытӑ кӳлнӗ ҫунапа ярӑнма пулать. Ку хыпара хула администрацийӗнче сумлӑ пукан йышӑнакан Алла Салаева Инстаграмра пӗлтернӗ.
«Ярӑнмалли йытӑсем пулӑшнипе географин ҫӗнӗ вырӑнӗсене уҫнӑ тата ҫын Арктикӑпа усӑ курма пуҫланӑ. Икӗ полюса та лаша ҫунипе ҫитнӗ: Кук, Р. Пири — Ҫурҫӗр полюса, Амундсен Норвегин ялавне Кӑнтӑр полюсра вырнаҫтарнӑ», — тесе ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗн тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева. Хыпара «#чебоксарылучшийгород» (чӑв. Шупашкар чи лайӑх хула тесе куҫать) хэштегпа (акӑлчанларан куҫарсан решеткепе паллӑ тунине пӗлтерет) палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви административлӑ харӑсах икӗ объект хута янӑ. Пакунлисемшӗн савӑнӑҫлӑ уява ШӖМ ветеранӗсен канашне ертсе пыракан Михаил Киселев, республика Элтеперӗ Михаитл Игнатьев, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи кантурӗ ҫумӗнче 11 хутлӑ ҫӗнӗ ҫурт хута янӑ. Ку ӗҫе пурнӑҫласси вӑраха кайнӑ тесен те юрать: проектне вуна ҫула яхӑн маларахах хатӗрленӗ, строительствине 2014 ҫулта ҫеҫ пуҫарнӑ.
Тепӗр объект Шупашкарти Дзержинский урамӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна вӑхӑтӗнче наркотӗрӗслевҫӗсем валли хӑпартас шухӑш пулнӑ. Пилӗк хутлӑскер 427,6 миллион тенкӗ ытла ларнӑ. Унта йӗрке хуралҫисен темиҫе подразделенийӗ вырӑн тупӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗ республикӑри амӑшӗн капиталне тӑсас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: капитал 100 пин тенкӗпе танлашать.
Патшалӑх Канашӗ йышӑну тунӑ: республикӑри амӑшӗн капиталне тепӗр 3 ҫула тӑсмалла. ЧР ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев капиталпа мӗнле усӑ курмаллине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма, ачана вӗрентме, сусӑр ача валли ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянма пулать.
Ҫулсерене ку тӗллевпе 200 миллион тенке яхӑн уйӑрӗҫ. Саккунпа килӗшӳллӗн, 100 пин тенке сахал тупӑшлӑ ҫемьесем тивӗҫӗҫ.
Сӑмах май, РФ Патшалӑх Думи федераци программипе килӗшӳллӗн амӑшӗн капиталне 2021 ҫулччен парасси пирки йышӑну тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май саламсем килме пуҫланӑ. РФ Президенчӗ Владимир Путин ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-сужбин порталӗнче Михаил Игнатьев ячӗпе килнӗ саламӑн сӑмахӗсем те пур: «Ҫак асамлӑ кунсенче кашни килте уяв сӗмӗ палӑрать, ҫынсем пӗр-пӗрне чунран телей тата ырлӑх сунаҫҫӗ, малашлӑх валли плансем хатӗрлеҫҫӗ».
Михаил Игнатьева РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, РФ Федераци Канашӗн пайташӗсем, федераци тата республика министерствисемпе ведомствисен ертӳҫисем, республикӑри район-хуласен пуҫлӑхӗсем, регионти ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул саламӗ яраҫҫӗ.
Ҫак эрнере, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче «Зимнее содержание дорог» (чӑв. Хӗлле ҫула тытса тӑрасси) темӑпа отрасльти тӳрӗ лини ӗҫлӗ. Вӑл 16 сехетре пуҫланӗ. Онлайн-трансляцие итлес тесен тӗнче тетелӗнчи ҫак каҫӑпа http://video.cap.ru/video/live кӗмелле.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре юр хӳсе лартасран, ҫулсем пӑрлакланасран камӑн тата мӗн тумаллине, юра вӑхӑтра тасатса тӑрассишӗн кам яваплине республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов ӑнлантарӗ.
Хӗллехи вӑхӑтра ҫул-йӗре тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене mintrans@cap.ru электрон пуштӑпа маларах ярса пама та, онлайн трансляци вӑхӑтӗнче 8 (8352) 56-50-60 номерпе шӑнкӑравлама та май пур.
Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш класра вӗренекен 5,4 пин ытла шкул ачи раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетӳ сочиненине ҫырнӑ, вӑл шутран сусӑрсем 80 ача пулнӑ.
Аса илтерер, патшалӑхӑн пӗтӗмлетӳллӗ аттестацийӗ умӗн ҫырнӑ сочинени темисем тӗрлӗрен, ҫав вӑхӑтра кӑштах калаҫтаракан та, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫамрӑксен 47,8% «Ҫыннӑн мӗнле пахалӑхӗсем вӑл тӳрӗ кӑмӑллине кӑтартаҫҫӗ?» темӑна килӗштернӗ. Шкултан кӗҫех вӗренсе тухакансен 24,3% — «Ҫывӑх ҫын юттипе улталанине хӑҫан каҫарма пулать?», 13,1% «Хӑюлӑх ӑссӑрлӑхран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?» ыйтусене суйланӑ тенӗччӗ ун чух.
Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев сочинени темине экзаменччен 15 минут маларах ҫеҫ пӗлтернине паян республика Элетперӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗ ялӗнче пушар машини валли гараж хута янӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ – ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫӗнӗ гаражпа паллашнӑ. Тӗлпулӑва таврари ялсенчи ҫынсем те пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем хӑтлӑ гаража тивӗҫлипе хакланӑ. Унта пушарнӑйсем валли пӳлӗм, котельнӑй пур. Ку проекта хута яма 1 миллион тенкӗ патнелле тӑкакланӑ. Укҫан 60 процентне республика хыснинчен уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем те гараж строительствине тӳпе хывнӑ, пӗтӗмпе 215 пин тенкӗ пухнӑ.
Ял ҫыннисем самантпа усӑ курса министрпа хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫынсене ытларах сӗт хакӗ пӑшӑрхантарнӑ. Сергей Артамонов сӗт рынокӗнчи лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра сӗт хакӗ тивӗҫлӗ шайра тытӑнса тӑрать. Унӑн хакӗ пахалӑхӗнчен килнине палӑртнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чувашиякурорт» санатори ӗҫӗпе паллашнӑ. Учрежденийӗн хуҫипе, «Чӑвашкабель» савут гендиректорӗпе Игорь Кортуновпа тата санаторин тӗп врачӗпе Алла Самойловӑпа сывлӑх учрежденине малашнехи тапхӑрта юсаса ҫӗнетессине сӳтсе явнӑ, ҫӗнӗ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесси пирки те сӑмах пулнӑ.
2017-мӗш ҫулта ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа сиплев учрежденийӗнче кӑнтӑрлахи уйрӑм хута кайнӑ. Пурӗ 190 ҫын унта хӑйӗн сывлӑхне ҫирӗплетнӗ. Чӗмпӗи облаҫӗпе тата Мари Элпа килӗшӳ хучӗсене алӑ пуснӑ, унтан санаторие канма час-часах килсе ҫӳренӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер санаторине канма пынисемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗпе паллашнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Олег Бирюковӑн влаҫ органӗсенче икӗ ҫул ӗҫлеме юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, Олег Бирюков администраци пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен управленийӗн экс-пуҫлӑхне Елена Егоровӑна судпа айӑпласан унран тӑкака шыраса илес тесе нимӗн те туман. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ҫав хӗрарӑм Ҫӗнӗ Шупашкар хыснине 3,1 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ҫав тӑкака шыраса илес тесе Бирюков нимӗн те туман.
Олег Бирюков 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен кайнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вара администрацире ухтару пуҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |