Пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Карачура ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнине астӑватӑр пулӗ. Аса илтерер: Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине самосвал пырса кӗнӗ. Автобусри 11 ҫын ҫавӑнтах вилнӗ, тепри пульницӑра сывлама пӑрахнӑ.
Самосвал рулӗ умӗнче «ТУС» компанире ӗҫлекен водитель пулнӑ. Авари хыҫҫӑнах ӑна следстви вӑхӑтӗнче изолятора хупма йышӑннӑ.
Ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ҫак кунсенче ӑна Ленин районӗн сучӗ пӑхса тухнӑ. Прокуратура водителе колони-поселение 6 ҫуллӑха хупма ыйтнӑ. Анчах суд ӑна колони-поселение 5,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн водитель правине 2,5 ҫуллӑха туртса илнӗ. Айӑпланнӑ арҫыннӑн тата «ТУС» компанин вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци тӳлеме тивӗ.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗн хастарӗсем тӑван республикӑмӑрӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатине суту-илӳ, йӑла таврашӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курма ҫулталӑк каяллах сӗннӗ те ӑна палата хӑй сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри чылай организацине вӗсем туса кӑларакан тавар этикеткисенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗннӗ.
«Никамранах та хурав килмерӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ушкӑн «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче.
Уйӑх вӗҫӗнче вара, унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ.
Чӑваш наци конгресӗ регионсен хушшинчи общество организацийӗн 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас тенӗ.
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» обществӑна ерсте пынине, ЧНКн президиум пайташӗ Олег Мешков чылай ҫул «Букет Чувашии» ертӳҫи пулнине, ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Валерий Иванов Валерий «Акконд» директорӗ иккенне палӑртнӑ.
Пирӗн республикӑра кирпӗч чи ӑста хуракансем «Тус» предприятире ӗҫлеҫҫӗ.
«Лучший каменщик Чувашии — 2016» (чӑв. Чӑваш Енри кирпӗч чи лайӑх хуракан – 2016) конкурса республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кирпӗч хуракансен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленине пӗлтерет.
Хальхи ӑмӑртӑва 7 организацинчи 10 звено хутшӑннӑ.
Тӳресем кирпӗч хуракансен ӗҫ калӑпӑшне кӑна мар, пахалӑхне те хакланӑ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннине те шута илнӗ.
Пуринчен ытла балл пухнисем — «Тус» обществӑн 124-мӗш строительствӑпа монтаж управленийӗнче тӑрӑшакан Ю.П. Катеровпа Ю.Н. Выросов. «СУ-Инкост» предприятири А.Г. Игнатьев тата Е.В. Линтроп иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 3-мӗш стройтрестри А.В. Петрянкинпа Е.Л. Иванов Е.Л. — виҫҫӗмӗш.
Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет.
Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ пуҫтарӑниччен эрне ытларах ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ — вӑл ҫитес шӑматкун юпан 26-мӗшӗнче иртмелле. Ҫак кунсенче влаҫ тытӑмӗнчи ҫынсем те хӑйсем кама кӑмӑлланине пӗлтернӗ пулас — Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх вӗсем ЧНК Президенчӗ пуканӗ ҫинче «ТУС» компанин ертӳҫине Николай Угаслова курасшӑн. Кандидачӗпе хӑйӗнпе те калаҫнӑ пулать, лешӗ хирӗҫ мар пулнине пӗлтернӗ (пӗлме: ӑна малтанах лартасшӑн пулнӑ, анчах Николай Фёдорович вӑл вӑхӑтра хӑй килӗшмен).
ЧНК Аслӑ Пухӑвӗ умӗн эрне ытларах юлнине шута илсе эпир ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — ЧНК Президентне эсир кама суйланӑ пулӑттӑр? Пурӗ 7 кандидата вырнаҫтартӑмӑр (кунта алфавит йӗркипе): Архипов Геннадий Николаевич, Клементьев Валерий Леонидович, Лукоянов Николай Егорович, Оринов Вячеслав Николаевич, Портнов Константин Петрович, Угаслов Николай Фёдорович, Яковлев Константин Геннадьевич.
Эсир сасӑланине шута илмӗҫ пулин те пирӗн сайт хӑнисем епле шухӑшланине палӑрнине те уҫӑмлатма вӑхӑт ҫитрӗ пуль тетпӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |