Пирӗн республикӑра кирпӗч чи ӑста хуракансем «Тус» предприятире ӗҫлеҫҫӗ.
«Лучший каменщик Чувашии — 2016» (чӑв. Чӑваш Енри кирпӗч чи лайӑх хуракан – 2016) конкурса республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви кирпӗч хуракансен сумне ӳстерес тӗллевпе йӗркеленине пӗлтерет.
Хальхи ӑмӑртӑва 7 организацинчи 10 звено хутшӑннӑ.
Тӳресем кирпӗч хуракансен ӗҫ калӑпӑшне кӑна мар, пахалӑхне те хакланӑ. Ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене епле пӑхӑннине те шута илнӗ.
Пуринчен ытла балл пухнисем — «Тус» обществӑн 124-мӗш строительствӑпа монтаж управленийӗнче тӑрӑшакан Ю.П. Катеровпа Ю.Н. Выросов. «СУ-Инкост» предприятири А.Г. Игнатьев тата Е.В. Линтроп иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. 3-мӗш стройтрестри А.В. Петрянкинпа Е.Л. Иванов Е.Л. — виҫҫӗмӗш.