Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищинче Ольга Шарыкина пианистка тата концертмейстерӑн юбилей концерчӗ иртнӗ.
Халӑхсем хушшинчи тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ концерт пуҫламӑшӗнчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех рояль умӗнче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн профессиллӗ музыкине Ольга Николаевна парӑнни 42 ҫул ӗнтӗ. Ҫав шутран
виҫӗ теҫетке ытла ҫулне пианистка Федоров Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тӑрӑшать. Вокалистссемпе инструменталистсен коцертмейстерӗ пулса вӑл вӗренекенсен темиҫе ӑрӑвне вӗрентсе кӑларнӑ. Ун патӗнче пӗлӳ пухнисем Мускаври, Питӗрти, Чулхулари, Сартури, Хусанти тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухаҫҫӗ.
Ольга Шарыкина пики каласан, хай вӑл Йошкар-Олари музыка училищинче тата Хусанти пединститутра музыкӑпа педагогика факультетӗнче, Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторинче фортепьяно факультетӗнче вӗреннӗ. Тулӑри музыкӑпа педагогика училищинче фортепьяно ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Шупашкарта вӑл филармонин музыка лекторийӗ концертмейстерӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ балет класӗнче аккомпаниатор пулнӑ.
Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн паллӑ историкӗн, этнографӗн Василий Магницкин тӑванӗ Елена Гарцева чӗннипе асӑннӑ йӑхӑн ҫемье материалӗпе паллашнӑ.
Музей ӗҫченӗсем Магницкий ҫемйин архивӗпе паллашнӑ. Йӑх сӑнӳкерчӗкӗсене сканерласа илнӗ. Ҫав материалсемпе тата музей фондӗнчи ӳкерчӗксемпе усӑ курса Василий Магницкий фотоальбомне кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Елена Васильевна Василий Константиновичӑн кӗҫӗн шӑллӗн Константин Константиновичӑн мӑнукӗн хӗрӗ пулать. Константин Магницкий ҫар врачӗнче ӗҫленӗ. Улатӑр районӗнчи Сартури педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Елена Васильевна тӑван тӑрӑха таврӑннӑ, ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Вӑл хупӑннӑ хыҫҫӑн 10 ҫул ытла Улатӑрти «Западный» территорири общество хӑйтытӑмлӑхӗн канашне ертсе пырать.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Апат туянма сахалтан та 3 пин те 418 тенкӗ те 26 пус кирлӗ пулнӑ. Ку вӑл — иртнӗ уйӑхра. Пӗр ҫынна. Ку цифрӑна Чӑваш Енӗн Статистика комитечӗ шутласа кӑларнӑ.
Федерацин Атӑлҫи округӗнче апат-ҫимӗҫ туянма ытларах кӑларса хума тивнӗ-мӗн. Цифра чӗлхипе каласан, ку вӑл 3 пин те 515 тенкӗ те 96 пуспа танлашнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, Чӑваш Енринчен 2,9 процент нумайрах.
Асӑннӑ округа илсен пирӗн республика пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи йӳнӗ апат-ҫимӗҫе Сарту облаҫӗнче тупса илме май килнӗ темелле-тӗр, мӗншӗн тесен унта апат-ҫимӗҫ туянма сахалтан та 3193,09 тенкӗ тӑкакланӑ. Самар облаҫӗнче пурӑнакансен нумайрах тӑкакланма лекнӗ. Унти ҫав цифра 3881,71 тенкӗ пулнӑ. Статистсем Самар облаҫӗнчипе Чӑваш Енри хаксене танлаштарса пӑхнӑ та уйрӑмлӑх 13,6 процент иккенне палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |