Чӑваш арҫынни кантура ҫапса салатнӑ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрмарта пурӑнакан 45 ҫулти арҫын кивҫен укҫа паракан учрежденисенчен пӗрне (ун пеккисемпе, тӗрӗссипе, ҫыхӑнмасан аван пулӗ те, мӗншӗн тесен процент ставкисем пысӑк) кайнӑ. Унта вӑл кредит илес тенӗ. Микрозайм организацийӗ арҫынна кивҫен пама килӗшмен.
Ҫакӑ Вӑрмар арҫыннине уртарсах янӑ. Вӑл кӑштахран унта мӑлатук йӑтса пынӑ. Унпа пырса кӗрсе кантура аркатма тытӑннӑ. Чӳречене ҫапса ватнӑ, жалюзие йӑтса антарнӑ, сӗтел ҫинчи ноутбука илсе пенӗ. Ҫапла май вӑл фирмӑна 130 ытла пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Пӑтӑрмах вырӑнне йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Вӗсем пуҫтаха тытса чарнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм-водитель инкеке лекнӗ.
29-ри водитель тытса пыракан «Шкода-Рапид» машина «Шӑмӑршӑ-Анат Чаткас-Хайпӑла» ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн сулахай енне пӑрӑнса кӗрсе кайса кювета чӑмнӑ.
Салонта хӗрарӑм пӗчченех пулнӑ. Вӑл аманман. Ӑна тӗрӗсленӗ те вӑл урах пулни палӑрнӑ. Машина вара кӑштах лапчӑннӑ.
Улатӑр районӗнче 10-ри ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл шыва путса вилнӗ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кӑнтӑрла пулнӑ. Ача тантӑшӗсемпе пӗрле Суйкӑн ялӗнчи пӗвене пулла кайнӑ. 10-ри ача шыва кӗме шутланӑ. Шала кӗнӗ те чыхӑнса кайнӑ. Вӑл ишме пӗлмен. Ҫывӑхра аслисем те пулман. Ача шыв тӗпне анса кайнӑ.
Следовательсем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Паян кӑнтӑрла Шупашкарта автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Автобус Мир проспектӗнче «Иван Яковлев проспекчӗ» чарӑнура хыпса илнӗ. Малтан хыҫалти пайӗ, мотор вырнаҫнӑ ҫӗрте, ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм хӑвӑртах сарӑлнӑ. Транспорт 10 минутра ҫунса кӗлленнӗ.
Пӑтӑрмахра ҫынсем шар курни пирки пӗлтермен.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти уҫӑ бассейнра, аквазонӑра, 5 ҫулти арҫын ача путнӑ. Вӑл унта амӑшӗпе пынӑ, аслисен бассейнӗнче вӗрсе хӑпартнӑ ҫаврашкапа ишнӗ. Шыв тарӑнӑшӗ 1 метр та 40 сантиметр пулнӑ.
Тӑрук ача путнӑ. Ӑна шыв тӗпӗнчен ҫӑлавҫӑ кӑларнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ҫитсен ачана пульницӑна илсе кайнӑ. Хальлӗхе вӑл тӑна кӗмен-ха, комӑра выртать. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫӗшӗн кӗрешеҫҫӗ.
Аквазонӑна вара тӗрӗслӗҫ. Следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче ҫамрӑк хӗрарӑм путвала кӗрсе ӳкнӗ.
27 ҫулти хӗрарӑм хулари Лазо урамӗнчи ҫуртсенчен пӗри ҫумӗпе утса иртнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл унти путвала персе аннӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫурҫӗр тӗлӗнче пулнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм шӑм-шакне, алли-уррине ыраттарнӑ тата суранлатнӑ.
Асӑннӑ ҫурта тытса тӑракан управляющи компани шӑтӑка хупланӑ е путвала кӗмелли алӑк патӗнчи территорие карта тытса ҫавӑрнӑ пулсан пӑтӑрмах пулмастчӗ тесе пӗтӗмлетнӗ специалистсем.
Управляющи компани тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулин Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче виҫӗ арҫын ҫапӑҫнӑ. Ҫавна видео ӳкерсе илекенсем пулнӑ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче вырнаҫтарнӑ.
Эльмен урамӗнчи харкашӑва патрульпе пост службин нарячӗ асӑрханӑ. Пакунлисем самантрах хушша-хуппа кӗнӗ.
Полицие ҫапӑҫакансенчен иккӗшне лартса кайнӑ, вӗсен тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Ҫав арҫынсем йӗрке хуралҫисем лӑпланма, обществӑри лӑпкӑлӑха упрама ыйтнине итлемен.
Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ виҫҫӗмӗш ҫынна та ҫывӑх вӑхӑтра шыраса тупӗҫ.
Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна.
Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура.
Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать.
Паян ирхи 6 сехет те 40 минутра Шупашкарти Гастелло урамӗ патӗнчи чарӑнура Ҫӗнӗ Шупашкара каякан 220-мӗш маршрутка ҫул хӗрринче ларакан фура ҫине пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ: пӗтӗмпе 10. 11-мӗшӗ – водитель. Юрать-ха, вӗсен йышӗнче ачасем пулман.
Водитель аманман. Пӗтӗм пассажира пульницӑна илсе ҫитернӗ. 4 ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ҫул хӗрринче ларакан фурӑна вара 1500 тенкӗлӗх штрафланӑ.
Хӗрлӗ Чутайӗнче вӑрҫӑ ветеранне вӗлернине тӗпченине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин хӑй тӗрӗслесе тӑрӗ.
Пӑтӑрмах Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 92 ҫулти хӗрарӑм (вӑл — вӑрҫӑ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ) 70 ҫулти тӑванӗпе пурӑннӑ. Инкек пулса иртнӗ кун арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ватӑ хӗрарӑма вӑл тапса ҫапса пӗтернӗ. Кинемей инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ӑна хӗнесе вӗлернӗ ырҫынна тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |