Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Лев Рафинов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суд чарса лартнӑ. Анчах вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар иккен.
Лев Рафинов ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине сакӑр тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхнчен пуҫласа 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗччен вӑл тӑлӑх ачасене валли Ҫӗмӗрлере 7 хваттер сутас пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Анчах хваттерсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ, санитари норми тата ытти енчен саккун ыйтнине тивӗҫерсе тӑман. Тӑкак виҫи 9,5 миллион тенкӗпе анлашнӑ. Рафинов ҫавна тӗпчев пынӑ вӑхӑтах саплаштарнӑ. Ун пурлӑхне те арестленӗ.
Районти суд пуҫлӑх пулнӑ ҫыннӑн ӗҫне тимсӗрлӗх статья ҫине куҫарнӑ, пуҫиле ӗҫшӗн явап тытарма вӑхӑт иртсе кайнӑ тесе ӗҫе хупса хунӑ. Вырӑнти прокуратура кун пек йышӑнупа килӗшесшӗн мар, вӑл приговор тӗлӗшпе ҫӑхав ҫырасшӑн.
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи прокуратура ача канализаци шахтине кӗрсе ӳкнӗ текен хыпара тӗрӗслет.
Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микорайонта ача канализаци шахтине ӳкнӗ.
Надзор органӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ чухне яваплисем темиҫе канализаци люкне тивӗҫлипе тытса тӑманнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Тӗрӗслев малалла пынӑ май ача шӑтӑка чӑннипех те кӗрсе ӳкнипе ӳкменнине палӑртӗҫ. Пӑтӑрмаха ҫирӗплетсе парсан яваплисене пуҫран шӑлмӗҫ.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗ ҫывӑхӗнчи Шиблево кӳллинче пулӗ нумай вилнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтарнӑ. Пӑр ирӗлнӗ вырӑнта вилнӗ пулӑ нумай ишсе тухнӑ.
Мӗн пулнӑ-ха унта? Вырӑнти ҫынсен шухӑшӗпе, юнашар «Кипиай Агро» уй-хирӗ пур, ҫавна пула юханшыв вараланма пултарнӑ.
Рыбнадзор ӗҫченӗсем юханшыва тӗрӗслӗҫ, шыв пробине илӗҫ. Тӗрӗслеве Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура та хутшӑнать.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 52 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.
Суд тенкелӗ ҫине лартнӑ ҫын пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Хурапыр ялӗнче 66 ҫулти пӗлӗшӗпе эрех ӗҫнӗ. Тавлашса кайнӑ хыҫҫӑн ӑна хӗнеме тапранса кайнӑ. Кайран алла пуртӑ ярса илсе унпа 6 хуран кая мар ҫапнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Хӗнекен этеме суд ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗнче ӗҫлекенсем хӑйсем патне янӑ ыйтӑва вӑхӑтра хуравламан.
Вырӑнти прокуратура тӗрӗсленӗ чухне пӗр ҫын пӗлтерхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ыйтса ҫырни5е, анчах ӑна тӳре-шара хуравлама васкаманнине тупса палӑртнӑ. 30 кун та иртсе кайнӑ, унтан тата тепӗр 23 кун.
Вӑхӑтра хуравламан специалист тӗлӗшпе прокуратура административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура вырӑнти 7-мӗш строительство организацийӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.
Улатӑрти Мускав урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрне йӗркеллӗ тытса тӑманни палӑрнӑ. Подъездри хутсенче тирпейсӗр пулнӑ. Отделка, штукатурка, сӑрланӑ сийсем сӗвӗнсе пӗтнӗ, электропӑралуксем яхӑхса кайнӑ.
Йӗркеллӗ ӗҫлеменшӗн 7-мӗш строительство организацине тата пуҫлӑхне явап тыттарӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пуӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗтмен-туман ҫӗртен парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун ячӗпе вырӑнти микрозайм организацийӗн ӗҫченӗ хӑйне валли кивҫен илнӗ.
Хӗрарӑм ҫавӑнта унччен кивҫен илнӗ-ха. Кӑштахран пӑхать те парӑм ӳссе кайнӑ. Хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтать.
Надзор органӗ кредит менеджерӗ ҫын ячӗпе суя виҫӗ килӗшӳ, пурӗ 25 пин тенкӗлӗх, тунине палӑртать. Укҫана ҫав ҫын хӑйне илнӗ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Куславкка районӗн прокуратури Куславкка хулинчи икӗ шкула тӗрӗсленӗ. Стандартпа тата санитари правилисемпе килӗшӳллӗн, туалетпа столовӑйӗнче кӑна мар, ятарлӑ вӗренӳ класӗсенче те вӗри шыв пулмалла. Ҫав шута 1-4-мӗш классен пӳлӗмӗсем, физика, хими, биологи пӳлӗмӗсем, лабарантски кӗреҫҫӗ. Ҫав икӗ шкулта вара ҫак йӗркесене пӑхӑнман.
Прокуратура суда икӗ тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ведомство шкулсенчи пӳлӗмсене вӗри шывпа тивӗҫтерме ыйтнӑ.
Красноармейски тӑрӑхӗнчи прокуратура ачасене йытӑ ҫыртнӑшӑн администрацине явап тыттарасшӑн.
Хуҫасӑр йытӑсем ачасене Красноармейскинчи Ленин тата Слукин урамӗсенчи ҫуртсем тӗлӗнче тапӑннӑ. Вӗсем икӗ ачана шар кӑтартнӑ. Вӗсене тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлесе вырӑнти надзор органӗ суда тухнӑ. Тавӑҫра Красноармейски муниципаллӑ округӗн администрацийӗнчен 20 пин тенкӗ укҫа шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑ. Ку вӑл — ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма.
Красноармейскинче ҫапкаланчӑк йытӑсем ачана тапӑннӑ икӗ тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗри Ленин урамӗнче пулнӑ, тепри — Слукин урамӗнче. Ачасене кун хыҫҫӑн тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Кам айӑплӑ? Килсӗр чӗрчунсемшӗн вырӑнти администраци яваплӑ. Ҫавӑнпа прокуратура округ администрацийӗнчен кашни ача валли 20-шер пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӑна пӑхса тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |