Шупашкар хула мэрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ Евгений Кадышев пулӗ. Ҫапла йышӑннӑ паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем.
Евгений Кадышев хула мэрӗ пулса курнӑ ӗнтӗ. Вӑл ку тивӗҫе 2017-2020 ҫулсенче пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл Шупашкар хула пухӑвӗн председателӗн ҫумӗсенчен пӗри.
Аса илтерер: Шупашкар мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ.
Кӗҫӗр Шупашкар районӗнче депутатӑн машинине кислотапа сирпӗтнӗ. Шар курнӑ автомобиль хуҫи — Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Александр Анисимов. Депутата вӑл Ҫатракасси округӗпе суйланнӑ.
Александр Анисимов тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкар муниципалитет округне депутата суйланма Раҫҫей Федерацийӗнчи Коммунистсен партийӗн членӗ пулнӑ май кандидата тӑнӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, машинӑна пур енчен те кислотапа сапса тухнӑ.
Ыран Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗ пулӗ. Унта «халӑх тарҫисем» хулан ҫӗнӗ мэрне суйлӗҫ.
Лару хула администрацийӗн пысӑк залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Депутатсем пӗр ыйтӑва кӑна пӑхса тухӗҫ: Шупашкар пуҫлӑхӗн тата Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн председателӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха кама памалла?
Аса илтерер: хула мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче вилнӗ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ.
ЧР Элтеперӗн автобази 10 иномарка туянасшӑн. Ку тӗллевпе 26,5 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр.
Ҫавна май тӳрех 4 аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ултӑ машина – «Киа К5», тӑватӑ машина «Киа Рио» пулмалла. Пурин те комплектацийӗ – комфорт.
Ултӑ «Киа К5» туянма 19,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Тӑватӑ «Киа Рио» машина валли 7,2 миллион тенкӗ сӗнӗҫ.
Аукционсем авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ тусан машинӑсемпе 7 кунра тивӗҫтермелле.
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн заместительне Ольга Григорьевӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ольга Вячеславнӑна ӗҫрен хӑтарни ҫинчен калакан документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Промышленность тата энергетика министрӗн Александр Кондратьевӑн ҫапла вара халӗ пӗр заместитель ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Вӑл – Борис Марковцев.
Ӗнер каҫалапа хыпар тухрӗ — Шупашкар мэрӗн чӗри чӑтайман та вӑл вилсе кайнӑ. Олег Кортунов 38-та кӑна пулнӑ. 1984 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ.
2007 ҫулта Олег Кортунов аслӑ пӗлӳ илнӗ — ЧПУн машшин тӑвакан факультетран вӗренсе тухнӑ. Нумай пулмасть «Парламент ӗҫӗ-хӗлӗ тата парламент хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелесси» программӑпа РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин Раҫҫей академинче магистратурӑна пӗтернӗ.
2007 ҫулта пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулари пысӑк предприятисенче ӗҫленӗ. Ӗҫӗ-хӗлӗнче инженертан пуҫласа тӗп директор ҫумӗ таран ӳснӗ. 2015 ҫултанпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партийӗн Шупашкар хулин вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗ пулнӑ. Шупашкар хулин мэрӗ пулма ӑна 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче суйланӑ.
Олег Кортуновӑн ашшӗ Игорь «Группа КСК» компанине йӗркелекенсенчен пӗри шутланать. Вӑл компани шутне «Чӑвашкабель» тата «Отделфинстрой» ҫурт тӑвакан компани кӗреҫҫӗ.
Олег Кортуновӑн икӗ ача юлнӑ: ывӑлпа хӗр.
Ӗнер Шупашкар хула админстрацийӗнче Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн кӑкӑрӗ ҫине медаль ҫакса янӑ. Вӑл «Шупашкар хули умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ятлӑ.
Николай Васильевич ку медале хулан социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, общество пурнӑҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тивӗҫнӗ.
Ҫак кун ыттисем те наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин финанс рынокӗн комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, «Чебоксарские новости» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Лариса Буланкина, «Чувашгражденпроект» тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн директорӗ пулнӑ Юрий Кислов.
Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн заместителӗ пулма Анна Ивановӑна ҫирӗплетнӗ.
Документа республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Анна Владимировна айӑплава пурнӑҫа кӗртес тытӑмра 16 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ — юрист, педагог-психолог тата журналист пулма. Вӑл Айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен федерацин службин II тата III степеньлӗ медалӗсене тивӗҫнӗ. Журналист пулнӑ май пултарулӑх конкурсӗсенче темиҫе хутчен ҫӗнтернӗ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Чернова ҫирӗплетнӗ.
Паянхи куна илсен, Василий Петров министрӑн заместителӗсем виҫҫӗн: Татьяна Рябинина — пӗрремӗш ҫум, Ольга Смирнова — министр ҫумӗ тата финанспа экономика пайӗн пуҫлӑхӗ, виҫҫӗмӗш ҫум — паянтан ӗҫе кулӗннӗ Алексей Чернов.
Шупашкар районӗн администрацине Депутатсен районти пухӑвне Ҫатракассинчи 13-мӗш суйлав округӗпе депутата суйланнӑ Александр Анисимова кӗртесшӗн пулман.
Депутат «Атӑл»-Ойкасси-Ҫӗньял» ҫула юсас, Йӑршу юханшывне таса мар шыв юхса выртнин ыйтӑвӗсемпе ҫыру ҫырнӑ иккен. Анчах ӑна пӗрремӗш хутра хуралҫӑ тытса чарнӑ. Кирлӗ ҫынсен ӗҫ пӳлӗмне кӗме депутат йӗрке хуралҫине чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл унта пакунлӑ ҫынпа ҫеҫ кӗрейнӗ.
Депутат пӑтӑрмаха видео ӳкерсе илнӗ. Ӑна вӑл «Ютуб» видеохостингра тата тӗнче тетелӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |