2025 ҫулта Чӑваш Енри икӗ яла комплексла аталантарӗҫ. Ятарла программана Красноамрейски тата Патӑрьел ялӗсем кӗнӗ.
Красноармейскине комплекслӑ аталантарма 204,9 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Унта, сӑмахран, Ленин урамӗнче культура ҫурчӗ тӑвӗҫ. блокпа модульлӗ котельнӑйсем тума палӑртнӑ. Кӑнтӑр-ӗвелтухӑҫ микрорайонт шыв башни туса лартмалла. Вырӑнти спортшкол валли воспитанниксене ӑмӑртӑва турттарма микроавтобус туянӗҫ.
Патӑрьел ялне комплекслӑ аталантармалли проект тӑрӑх 202,3 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Укҫа-тенкӗ культурӑпа кану центрӗн ҫуртне тӗпрен юсама, ун валли оборудовани туянма палӑртнӑ тата паркра интернет ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ.
Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ.
Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8.
Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитет. Ҫавна май Лидия Филиппова, Ҫеҫпӗл Мишши ентешӗ, журналист тата публицист, ҫыравҫӑ, ӑсчах-тӗпчевҫӗ «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!» - «Живи, наш Сеспель!» сӑвӑсен пуххине хатӗрлесе кӑларнӑ. Ҫав кӗнекене Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта хӑтланӑ.
Хӑтлава Ҫеҫпӗл Мишшин «Тинӗсе» сӑввине шкул ачисем вуланинчен пуҫланӑ. Ӑна 10-мӗш класра вӗренекен София Цыганова тата Яна Головина ӑста янраттарнӑ. Кун пирки Мая Селендеева тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫеҫпӗл сӑввисенеытти ача та чун-чӗри витӗр шӑрантарса кӑларнӑ.
«Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем паянхи кун та мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Апла кӑвар чун-чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр халӑх чӗринче пурӑнать тесех тӗв турӑмӑр. Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулни те хавхалантарчӗ темелле вӗсене. Шурӑ хуламӑртан Лидия Филипповӑпа пӗрле Галина Кӗмӗл, Мальвина Петрова сӑвӑҫсем те килчӗҫ хӑтлава», — хыпарланӑ Мая Селендеева.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче Патӑрьелти ҫула прокуратура ҫине тӑнипе юсанине пӗлтереҫҫӗ.
Унти Ленин урамӗнчи 17-мӗш ҫурт патӗнчен пуҫласа 30-мӗш патне ҫитичченхи ҫул ванса пӗтнӗ. Ун пек ҫулпа пыракан машинӑсем инкеке те лекме пултарнӑ.
Прокуратура начсар ҫула юсама вырӑнти администрацие суд урлӑ хистенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫула йӗркене кӗртнӗ, ӑна юсанӑ.
Патӑрьелте 12 ҫулти арҫын ачапа шкултан таврӑннӑ чухне инкек пулнӑ. Совет урамӗнче пынӑ чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ.
Чӗрчун арҫын ачана уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн Патӑрьел районӗн прокуратури вырӑнти администрацирен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судья тавӑҫа тивӗҫтернӗ, администрацирен ачан ҫемйи валли 10 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Красноармейски округӗнчи Чатукассинче «Тунти пуххи» иртнӗ. Унти ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйсен картишне йӗркеленӗ, пултарулӑхне кӑртартнӑ. Вӗсене жюри хакланӑ.
Шкул стадионӗнче вара ӑмӑртусем иртнӗ: шашкӑлла, футболла, волейболла вылянӑ, вӗрен туртнӑ. Кашни командӑнах медальпе, пылак парнепе хавхалантарнӑ. Чи пултаруллӑ ял ятне Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ илнӗ, вӑл кубока тивӗҫнӗ. Спорт кубокӗ вара Чатукассине лекнӗ.
Сцена ҫинче вара концерт пулнӑ. Унта вырӑнти «Телей» ансамбль тата Ҫӗрпӳ округӗнчи Патӑрьел ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрласа ташланӑ.
Патӑрьелти метеостанци пуҫлӑхӗн явап тытма тивӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ывӑлне хӑйсен организацине техник-метеролога вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче урӑх хулана куҫса кайнӑ. Паллах, ҫапла майпа вӑл тивӗҫӗсене пурнӑҫламан. Амӑшӗ вара 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен ывӑлӗ ӗҫленӗ тесе табеле ҫырнӑ, ӗҫ укҫи те куҫса тӑнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ачасем юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсен капкӑнне час-часах лекеҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ ун пек тӗслӗх темиҫе тӗслӗх пулса иртнӗ.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье 11 ҫулти хӗрӗ телефонта чакаланнӑ хыҫҫӑн 300 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав ҫулти Ҫӗнӗ Шупашкар ачи ашшӗ-амӑшӗн счечӗ ҫинчен 13 пин тенкӗ вӑрлаттарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ача ашшӗ-амӑшне 40 пинсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ачасене телефонпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине асӑрхаттарма чӗнсе калаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче саранча пур. Асӑннӑ хурт-кӑпшанкӑн тӗсӗсенчен пӗри, Итали прусӗ, ял хуҫалӑх культурисене тапӑннӑ. Сӑтӑрҫӑна Россельхозцентрӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем тупса палӑртнӑ.
Ку сӑтӑрҫӑ кирек епле ял хуҫалӑх культурине те тапӑнать, хӑвӑрт ҫисе ярать иккен.
Ҫавна май специалистсем Шӑмӑршӑ, Улатӑр, Патӑрьел тата Елчӗк районӗсенчи ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене, кӗтӳ кӗтмелли вырӑнсене тӗрӗслеме хушнӑ, лаптӑксене им-ҫам сапмалла.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |