Халӗ тӳресемпе чиркӳ ҫыннисене час-часах юнашар курма пулать. Ҫӗршыв пуҫлӑхӗсем, ав, пысӑк уявсене чиркӗве кайнине телевизорпах кӑтартаҫҫӗ. Маларах тӗне кӗрес тесен те чиркӗве вӑрттӑн кайнӑ та, халӗ атеизм самани мар — чармаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов чиркӳ ҫыннисен хисепне тивӗҫнӗ. Ӑна сӑваплӑ Сергий Радонежскийӗн 700 ҫулхине халалланӑ партиарх паллипе чысланӑ. Ӑна Улатӑр тата Пӑрачкав епископӗ Феодор ҫурлан 20-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пулнӑ чух ҫакса янӑ. Сӑкӑт тӑрӑхӗнче пулнӑ май чиркӳ ҫынни Патӑрьелти район пульницине те ҫитнӗ. Унта ӗҫлекенсем, сипленекенсем тата районта пурӑнакансем укҫа пухнипе ҫавӑнта сӑваплӑ Николай ячӗллӗ часовня уҫнӑ.
Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.
Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке.
Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ.
Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Леонид Кавалсен «Уҫӑ урок» повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Вӑл аслӑ классенче вӗренекенсене кӑна мар, ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсен те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. И.В. Алексеев художник ӳкерчӗкӗсемпе капӑрлатнӑ кӗнеке 2 пин тиражпа кун ҫути курнӑ.
Повеҫре педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ шкулта куллен сиксе тухакан кӗтмен ыйту хуравне тупма май парасса шанаҫҫӗ. Хайлавӑн тӗп сӑнарӗ Японири пуянсен ачисене вӗрентекен интернатра ӗҫленӗскер ахаль шкулта ҫавӑн пек урок ирттерет. Анчах ҫакна пурте кӑмӑлласа йышӑнмаҫҫӗ.
Пьеса авторӗ — Леонид Макаров (Кавалсен) Патӑрьелӗнчи педагогика училищинче вӗреннӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн филологи факультетне пӗтернӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнчи, Вӑрмар районӗнчи Кавалти вӑтам шкулсенче (1948-1961), режиссер ассистентӗнче, корреспондентра, Чӑваш телекуравӗн ял хуҫалӑх кӑларӑмӗсен, кинопрограммӑсен редакторӗнче (1962–1992) ӗҫленӗ.
«Ирӗклӗх» «Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене пур ҫӗре те ҫитерме тӑрӑшать. Организаци ертӳҫи Дмитрий Степанов каланӑ тӑрӑх, чылайӑшӗ общество транспортӗнче хӑйсене ӑнланмасран шикленсе чӑвашла калаҫма вӑтаннӑ. Халӗ вара ҫыпӑҫтаркӑчсене курсан хӑрамасӑрах тӑван чӗлхепе пуплеме пултараҫҫӗ.
«Чӑвашпичечӗ» чӑвашла калаҫма тытӑнсан «Ирӗклӗх» хастарӗсем ҫырусемпе ытти предприятисем патне тухнӑ. «ТАВ» суту-илӳ компанийӗ ҫырӑва пӗрремӗш хуравланӑ.
«Эпир сирӗн ҫырӑва пӑхса тухрӑмӑр, акцие хутшӑнма хатӗр. Лавккасенчи сутуҫӑсем хушшинче чӑваш чӗлхине пӗлнипе пӗлменни пирки ыйтӑм ирттертӗмӗр. Пур лавккара та, Улатӑртине шута илмесен, чӑвашла пӗлекенсем ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ хуравра.
«Кунта чӑвашла калаҫатпӑр» тесе ҫырни ҫитес вӑхӑтра «ТАВ» компанин Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Вӑрнарти, Йӗпреҫри, Патӑрьелти, Каҫалти, Шӑмӑршӑри лавккасенче пулмалла.
Ку конкурса патӑрьелсем ҫамрӑк специалистсен професси ӑсталӑхне, вӗсен ят-сумне ӳстерес тата вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене районти Акатуйра, темӗн чухлӗ ҫын умӗнче чыслани хӑйех хисеп мар-и тата!
Сывлӑха сыхлас ӗҫре чи лайӑх ҫамрӑк специалист ятне Патӑрьелти тӗп пульницӑра анестезиолог-реаниматологра тӑрӑшакан Татьяна Острякова тивӗҫнӗ. «Патшалӑхӑн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх активист–общественник» — райадминистрацин вӗренӳ, социаллӑ аталану, информаци тивӗҫтерӗвӗ тата архив енӗпе ӗҫлекен пайӗн ҫамрӑксен канашӗн пайташӗ Татьяна Илюткина.
«Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх ӗҫчен» — Патӑрьелти 1-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Путякова. Юлашкинчен асӑннӑ номинацире 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсем те уйӑрнӑ. Вӗсене Шӑнкӑртамри шкулта ют чӗлхене ӑша хывтаракан Чулпан Ишмуратова тата Патӑрьелти 1-мӗш шкулти чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Ольга Каллина тивӗҫнӗ.
Правӑна сыхлакан органсенче вӑй хуракансенчен асӑннӑ районти муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмри кадрсем енӗпе тӑрӑшакан Наталья Мишина инспектора ҫитекенни ҫук иккен.
Патӑрьел районӗнче те «Акатуя — Сабантуя» уявланӑ. Икӗ ҫак уява патӑрьелсем темиҫе ҫул каяллах пӗрлештернӗ. Кӑҫал вӑл «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра 63-мӗш хут иртнӗ.
Уява яланхилле сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Паллах, чи маттуррисене чысланӑ. Чи лайӑх хуҫалӑхсене, ӗҫченсене Хисеп хучӗсем панӑ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Кунта Эрӗнпур облаҫӗнчен, Красноярск хулинчен килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата Тутарстанран та делегацисем ҫитнӗ.
Кӑнтӑрла ипподромра эстафета пуҫланнӑ. Лашасем тата вӗсен хуҫисем «Ылтӑн такан» кубока ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗ укҫа, ылтӑн такан тата така парнеленӗ. Йывӑр атлетикӑра, кире пуканӗ йӑтассинче, штанга йӑтассинче те тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех армрестлерсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, шашистсем, шахматсисем вӑй виҫнӗ.
Ярмӑрккӑра алӗҫ ӑстисен куравӗ те ӗҫленӗ. Вӗсен йышӗнче — Патӑрьелти ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗн, РФ тат ЧР ӳнерҫисен союзӗн пайташӗ Мидхат Шакиров тата Светлана Кудрявцева тӗрӗҫӗ.
Районти 19 ял тӑрӑхӗ хӑйсен «картишне» кашнинех йыхравланӑ, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, купӑс каланӑ.
Вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух йӗркене пӑсакансем пуррине кабинетсенче лартса хунӑ камерӑсем асӑрхани, айӑпа кӗнӗ ачасене экзамена ҫитес ҫул кӑна тытмалла тунӑ.
Аса илтеретпӗр, вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чух 4 ача йӗркене пӑсни куҫ тӗлне пулнӑ, физикӑпа иккӗн лекнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Вӗренӳ министерстви шкулсемпе видеоконференци ирттерни пирки те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ каларӗ. «Экзамена карас телефонӗпе ан кӗрӗр», — хытах асӑрхаттарнӑ имӗш ун вӑхӑтӗнче.
Ҫав конференцире ларнӑ пӗр паллаканӑм мероприяти хыҫҫӑн класс ертӳҫи шпаргалкӑсем ҫырма та, телефонпа та усӑ курма хушнине, анчах вӗсене туалета кайсан пӑхма сӗннине пӗлтерчӗ. «Ырӑ» сӗнӗве вӑл тӳре-шара илтмен чух панӑ-ха ӗнтӗ.
Математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух, ав, тепӗр икӗ ача ҫакланнӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен пӗри — Йӗпреҫ районӗнчен иккен, тепри — Патӑрьелтен. Тем каламалла ӗнтӗ вӗсем пирки: те чееленме ӑсӗ ҫитмен тесе хакламалла, те маларах йӗркеллӗ вӗренсе пымалла пулнӑ темелле-ши?
Патӑрьел районӗнче «Чи лайӑх вӑрман касакан — 2014» професси ӑсталӑхӗн республикӑри VII конкурсӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн темиҫе министерстви тата предприяти пӗрле пулса йӗркеленӗ. Ҫав шутра — Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн, унсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствисем, «Инструментсен тӗнчи» тулли мар яваплӑ общество тата вӑрман хуҫалӑхӗн предприятийӗсем.
Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗсен предприятийӗсенче тата Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем, пурӗ 11 ҫын, хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче йывӑҫа касассипе тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрне йӗркелеме Патӑрьеле куҫнӑ. Унта вӑрман касакансен пӑчкӑ сӑнчӑрне ылмаштарас, тӗрлӗ майпа тата тӗрӗс касас енсемпе, турат иртессипе тупӑшма тивнӗ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ.
Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков.
Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (8)
Нумаях пулмасть Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ, социаллӑ аталану, хыпарлавпа тивӗҫтерӳ тата архив ӗҫӗн пайӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 3–11 классем хушшинче «Сарпи вулавӗсем» пултарулӑх кунӗ иртрӗ.
«Уява чӑваш сӑвӑҫи, пирӗн ентеш Раиса Сарпи хутшӑнни конкурса хутшӑнакансене хавхалантарчӗ, савӑнтарчӗ», — хыпарлать район администрацийӗ.
Конкурса районти 18 шкултан ҫӗре яхӑн вӗренекен хутшӑннӑ. Ачасем Раиса Сарпи сӑввисене чӑвашла тата вырӑсла илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ. 3–4-мӗш классем хушшинче Татмӑш шкулӗнчи Александр Михайлов (вӗрентекенӗ — В.В. Солдатова), 5–6-мӗш классем хушшинче Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнчи Ксения Чернова (вӗрентекенӗ — В.И. Козлова), 7–8-мӗш классем хушшинче Туҫа шкулӗнчи Ирина Захарова (вӗрентекенӗ — И.З. Табакова), 9–11-мӗш классем хушшинче Патӑрьелӗнчи 1-мӗш шкулти Полина Ильичева (вӗрентекенӗ — В.Ф. Федорова) ҫӗнтернӗ.
«Раиса Сарпи сӑввисем тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑсем» номинацире 1-мӗш вырӑна Нӑрваш Шӑхаль вӑтам шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Елена Адикина (вӗрентекенӗ — Н.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |