Чӑваш чӗлхи
![]() Шупашкарта нарӑсӑн 11-мӗшӗнче чӑваш чӗлхипе литературипе олимпиада иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Патӑрьел районӗнчи ачасем те унта хастар хутшӑннӑ. 9–11-мӗш классенче вӗренекен пурӗ 10 ача хӑй пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вырӑс шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Патӑрьелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкулта 9-мӗш класра вӗренекен Данил Гаврилов тата Ольга Туктанова (вӗрентекенӗ — Н.А. Путякова) 48 вӗренекен хушшинче призерсен йышне кӗме пултарнӑ. Чӑваш шкулӗн программипе вӗренекенсенчен Ыхра Ҫырминчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти 11–мӗш класри Анжелика Портнова — 2-мӗш вырӑнта (вӗрентекенӗ — Светлана Пантелеймоновна Кулакова); Нӑрваш Шӑхальти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 11-мӗш класра вӗренекен Ольга Митрофанова — 3-мӗш (вӗрентекенӗ — Нина Ивановна Павлова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Патӑръел ачисен чӑваш чӗлхине ма аван пӗлмелле мар вара?
Патӑръел ачисем чӑваш чӗлхине аван пӗлнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур?
Вӑт Хабаровск ачисем чӑвашла аван пӗлес пулсан тӗлӗнме пултарӑпӑр...