Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ПАЭ

Тӗнчере
«The national» сайтри видеоран илнӗ сӑн
«The national» сайтри видеоран илнӗ сӑн

ПАЭ тӗп хулинче ҫӗнӗ ховербайк — футуристла вӗҫекен мотоцикл — ӗҫлеме пуҫланӑ. Унпа усӑ курса сӑртлӑ, тикӗҫ мар вырӑнсенче шырав-ҫӑлав операцийӗсене ирттернӗ чухне ҫын пурнӑҫне ҫӑлма усӑ курӗҫ.

Мотоцикла Японире тунӑ. Вӑл ҫӗр ҫийӗн 20 метр ҫӳллӗшне хӑпарма тата 80 км/сех хӑвӑртлӑхпа вӗҫме пултарать. Вӗҫнӗ чухне айккинчи тӑватӑ вентилятор транспорта сывлӑшра тытса пыма пулӑшаҫҫӗ.

Ховербайка авиацире тата космос отраслӗнче усӑ куракан питӗ тӗреклӗ углерод сӳсӗнчен ӑсталанӑ. Вӑл 300 кг таять, авӑрличчен чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа 40 минут таран вӗҫме пултарать.

Хӑйне евӗр транспортпа ҫавӑн пекех нефтьпе газ промышленноҫӗнче, аякри районсене васкавлӑ пулӑшу кӳрес тесе хӑвӑрт ҫитме е строительство секторӗнче тӗрлӗ пулӑшу ӗҫӗсене тумашкӑн усӑ курма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://knife.media/hoverbike/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 21

1922
104
Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын