Кӳкеҫри ватӑ ҫынсемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакан ҫак мӑшӑра район центрӗнчисем сӑнпа аван пӗлеҫҫӗ. Арӑмӗпе упӑшки тесе те ҫирӗплетеймӗн-ха, анчах туссем кӑна теме те хӗн. Хӗрарӑм кӳмепе ларса пырать, арҫын тӗксе ҫӳрет. Кӳмере ларать пулсан та хӗрарӑм яланах сӑрланса ҫӳрет тата вӑл, хӑйне юратакан кирек епле хӗрарӑм пекех, хаклӑ чулсене кӑмӑллать, сӑрланать.
Чире пула интернат-ҫурта лекнӗ, унтах пӗр-пӗринпе паллашнӑ мӑшӑр пирки хӑй вӑхӑтӗнче Алина Изман журналист «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑччӗ те ун тӑрӑх ҫавсем пӗр ҫемьене тӗвӗленсе пурӑннине пӗлнӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ырӑ хыпар: сусӑр пулин те пуҫа усман мӑшӑр хӑйсене пурӑнма пӳлӗм туяннӑ. Анчах тӗрлӗ хута туса пӗтерменнине тата ытти хӑш-пӗр йывӑрлӑхра кура вӗсене Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр хӑй хӳтлӗхне илнӗ.
Центр малашне те ҫемьене пулӑшса пырӗ.
Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.
Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.
Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.
Паян республикӑри мӗнпур районти пекех Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче те Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ. Министрсем хӑйсемех мар та, вӗсен ҫумӗсем иккӗн тан: республикӑн юстици министрӗн ҫумӗ Ирина Семенова, ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗн ҫумӗ Татьяна Иванова — кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле «Строма» текен акционерсен хупӑ обществин пуҫлӑхӗ Вячеслав Федоров, «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп редакторӗ Михаил Арланов пулнӑ.
Малтанах вӗсем Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Валерий Горбунов пӳлӗмӗнче халӑха интереслентерекен ыйтусемпе йышӑну ирттернӗ. Ун хыҫҫӑн тӑватӑ информаци ушкӑнӗ район тӑрӑх тӗлпулӑва тухса кайнӑ. «Хыпар» тӗп редакторӗ Михаил Арланов тата районти «Ҫӗнтерӱшӗн» хаҫат редакцийӗнче тӑрӑшакансемпе тӗл пулнӑ.
Мӗнле кӑна танлаштарӑм ҫук пулӗ халӗ! Вӗсен шутне пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкерни те кӗрет.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине Юрий Попова МИХсенче пӗлтӗр сахал асӑннӑ. Ҫӗршыв регионӗсенчи саккун кӑларакан органсене ертсе пыракансене иртнӗ ҫул хаҫат-журналта, радио-телекуравра, элеткрон МИХсенче асӑннипе пирӗн республикӑн спикерӗ 75-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршывра, аса илтеретпӗр, 85 регион. Поповӑн медиаиндексӗ 157,86-па танлашнӑ. Ҫулталӑкра ӑна журналистсем 946 хутчен аса илнӗ.
Сӑмах май, Юрий Попов Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн парламентӑн спикерӗнчен те МИХсем сахалтарах асӑннисем — Чӗмпӗр облаҫӗн тата Мари Элӗн саккун кӑларакан органӗсен ертӳҫисем.
МИХсем уйрӑмах асӑнма кӑмӑллаканни — Крымри Владимир Константинов. Тутарстанӑн спикерне
Фарид Мухаметшина тата Севастопольти спикера Алексей Чалыя та МИХсем кӑмӑллаҫҫӗ. Курск облаҫӗнчи Татьяна Воронина тата Хабаровск крайӗнчи Виктор Чудов медиаиндексӗ ытла та начар.
Сӑмахӗ кунта Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ ирттернӗ «Выдающиеся люди вашего района» (чӑв. Сирӗн районӑн паллӑ ҫыннисем) интернет-конкурс ҫӗнтерӳҫи пирки пырать. Шел те, анчах пурне те илсе каяймӗ-ха хаҫат.
Хӑйсен тӑрӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ҫынсем тата вӗсем пирки парламент хаҫачӗ ирттерекен конкурсра каласа кӑтартма тивӗҫ тесе шухӑшланӑ ӗҫсене парламент кӑларӑмӗ иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗчченех пухрӗ. Кайран интернет-сасӑлав ирттерсе ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗ. Малтанхи тапхӑрта — кашни районпа уйрӑмшар.
Тӳррипе каласан, конкурс вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах та сиксе тухнӑ. Хӑшӗсем сасӑсене суя мелпе хушма тытӑннӑ. Кун пек пуласса хаҫатҫӑсем тӗлленменччӗ те. Суя сасӑллисене палӑртас тата вӗсен ҫулне пӳлес тӗллевпе хӑш-пӗр ӗҫе конкурсран та кӑларма тивнӗ. Сасӑлава та ҫав сӑлтава пулах вӑхӑт ҫитиччен вунӑ кун маларах чарма лекнӗ. Чарнӑ вӑхӑт сайтӑн администраторне суя сасӑсене пӑрахӑҫлама кирлӗ пулнӑ.
Районсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем халӗ паллӑ, вӗсем пирки хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарларӗ.
Паян, нарӑсӑн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов «Хыпар» Издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ.
Премьер-министрпа иртнӗ тӗлпулура редакцири ыйтусене ҫӗкленӗ: ҫырӑнтару, хаксем, шалу… «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Михаил Арланов «Хыпара» ытларах ялсенче вуланине, кӑларӑмсене унта ҫитермешкӗн почта хака хӑпартнине, ҫавна май редакцие укҫа сахал кӗнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ӗҫченсене укҫан хавхалантармашкӑн май сахаллине каланӑ вӑл.
Иван Моторин кӑларӑмсене ялсенче кӑна мар, хулара та ытларах ҫырӑнтарма сӗннӗ. Издательство ҫурчӗн, коммерци организацийӗ пулнӑ май, кирлӗ-кирлӗ мар расхутсене хӑйӗн оптимизацилемеллине те палӑртнӑ вӑл. Ҫавӑн пекех грант конкурсӗсене хутшӑнма каланӑ. Министр вара кӑларӑмсене салатмалли урӑх майсем тупма, ку енӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатран тӗслӗх илме сӗннӗ.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗ. Унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура граждан обществинче МИХсен рольне пысӑклатас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Калаҫу сехет ҫурӑна тӑсӑлнӑ. Леонид Волков чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл телекуравра Раҫҫейри халӑхсен йӑли-йӗркипе паллаштаракан тепӗр ярӑм тума сӗннӗ. Унтах Владимир Васильевпа Зоя Яковлева хӑйсен фильмне, Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗскере, кӑтартнӑ.
Тӗлпулу вӗҫленсен Леонид Волков общество телекуравне Чӑваш Ен хӑтлавне чӗннӗ. Лешсем хирӗҫлемен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул хаҫачӗсен регионсен хушшинчи «Пресса шкулӗ – 2016» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслава ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов хутшӑннӑ .
А. Иванов министр «Грани» издательство ҫурчӗн «Школа-пресс» проекчӗ ытти редакцисемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать тесе шухӑшланине пӗлтернӗ.
Сӑмах май каласан, шкулсем кӑларса тӑракан хаҫатсен хушшинчи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ кӑҫалхипе вуннӑмӗш хут иртнӗ. Кӑҫалхине федерацин Атӑлҫи округӗнчи 10 регионтан 200 шкул хаҫачӗ тӑратнӑ. «Шкул хаҫачӗсене кӑларса тата конкурса хутшӑнса ачасем шкул саккинченех пулас профессие алла илме хатӗрленеҫҫӗ. Ку питӗ ырӑ тӗслӗх. Вӗсем журналистика тата филологи факультечӗсен студенчӗсем пулӗҫ. Журналистика анинче пӗрремӗш утӑмсене тунӑ ӗнтӗ, — цитатӑлать Александр Иванов сӑмахӗсене «Хыпар» хаҫат.
Конкурс тӳрисен шучӗпе «Хула шкулӗнчи чи лайӑх хаҫата» Шупашкарти 61-мӗш шкулта тата Волгоградри 8-мӗш лицейре кӑлараҫҫӗ. «Ял шкулӗнчи чи лайӑх хаҫат» номинацире Тӑвай шкулӗнчи ҫамрӑк журналистсем ҫӗнтернӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсемпе «Рен ТВ» телеканал журналисчӗсем пулнӑ. Вӗсем вӑл тӑрӑхри вӑрӑм ӗмӗрлӗ ватӑсене шыраса ҫитнӗ-мӗн.
Татьяна Азарова тата Денис Поляничко корреспондентсем асӑннӑ районти Ҫичӗпӳрт ялӗнче вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсем нумай тенине илтнӗ-мӗн. Вӗсем ҫавсем пирки телесюжет ӳкерес тенӗ. Анчах, шел те, вӑрӑм ӗмӗрлисем паян ялта нумаях мар-мӗн. Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Эльвира Упракина «Советская Чувашия» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑрӑм ӗмӗрлисем маларах, чӑн та, вӑл ялта йышлӑ пурӑннӑ-ха. 80 ҫултан кӗҫӗнреххисене унта пӗр вӑхӑтра ҫамрӑксен шутне кӗртменни кӑна пулнӑ иккен. Вӑл вӑхӑтра ялта 90 ҫултан пуҫласа 105 ҫулчченхи ватӑсем пурӑннӑ.
Ҫапах та Мускав журналисчӗсене ахаль яман. Вырӑнтисем вӗсене 86 ҫулти Елена Михайловапа тата кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче 97 ҫул тултаракан Терентий Дверенинпа паллаштарнӑ.
Тележурналистсем Терентий Дверенинӑн килхушшинчен тӑпрана тӗпчеме илсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫӑлти тата колонкӑри шыва та илнӗ.
Чӑвашсен тӗп хаҫачӗн — «Хыпарӑн» — паян 110 ҫулхи юбилейӗ. Чӑваш журналистикин никӗсне хывнӑ хаҫат тухма тытӑннӑранпа шӑп та лӑп 110 ҫул ҫитнӗ.
Пӗрремӗш номер 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна Николай Никольский профессор Хусанта йӗркеленӗ. «Хаҫат тӑрӑх ырра вӗренесчӗ», — ҫакнашкал тӗллев лартнӑ вӑл ун чухне. (эпир илнӗ ҫӑлкуҫра ҫак сӑмахсене Иван Яковлевӑн тесе йӑнӑшнӑ).
Хаҫат чылай йывӑрлӑха чӑтса ирттернӗ. 1918 ҫулта ӑна хупнӑ. Каярахпа вӑл тӗрлӗ ятпа тухма пуҫланӑ: «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ». Тӗп редакторта тӑрӑшакансем те улшӑнса пынӑ. Халӗ ку тивӗҫе Михаил Арланов пурнӑҫлать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче пирвайхи ятне тавӑрнӑ. Паян та ҫак ятпах тухса тӑрать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |