Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.