Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ Ҫемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин премийӗсен пӗлтӗрхи лауреачӗсене палӑртнӑ.
Союз ертӳҫи Валерий Комиссаров пӗлтернӗ тӑрӑх, премие кама парассине комисси хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Конкурса МИХсенче, информаци агентствисенче, пресс-службӑсемпе ытти медиа-тытӑмра ӗҫлекен Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗсем хутшӑннӑ.
Ҫемен Элкер премине Наци телекуравӗн аслӑ редакторне Владимир Егорова «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» автор проекчӗшӗн тата «Чӑваш Ен» ПТРКн «Чебоксары ТВ» (чӑв. Шупашкар ТВ) студийӗн шеф-редакторне Ольга Петрована «Чебоксарские адреса» кӑларӑмсен ярӑмӗшӗн чысланӑ.
Николай Никольский ячӗллӗ премие «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» редакцин штатра тӑман корреспонденчӗ Альбина Любимова-Юрату «Чуна уҫса калаҫар» рубрикӑпа ҫыракан материалсемшӗн тивӗҫнӗ.
Леонид Ильин премине Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫатӑн экономика пайӗн редакторне Ольга Павлована панӑ.
Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫачӗ Анатолий Емельянов ячӗллӗ преми лауреатне пӗлтернӗ. Редколлеги ҫӗнтерӳҫӗ тесе хальхинче Роза Волковӑна палӑртнӑ. Вӑл редакципе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн калавӗсене, сӑввисене тата юррисене район хаҫатӗнче тӑтӑшах пичетлеҫҫӗ. Роза Волкова — паллӑ ҫӗр ытла юрӑ авторӗ. Унӑн сӑввисене ытларах Юрий Кудаков юрра хывнӑ. Вӗсене Людмила Семенова, Василий Раймов, Надежда Заводскова тата ытти юрӑҫ шӑрантарать. Кӑҫал Роза Волкова 80 ҫул тултарать.
2005 ҫулта ҫирӗплетнӗ премие редакци Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ентеше, Чӑваш халӑх ҫыравҫине Анатолий Емельянова хисеплесе йышӑннӑ. Ҫыравҫӑ Вӑрнар райкомӗнче те, 1972—1973 ҫулсенче Чӑваш АССР культура министрӗнче те тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин сайчӗ ӗнер, кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче, каҫхине ӗҫлесе кайнӑ. Асӑннӑ интернет-ресурса хакерсем тапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ.
ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗсленине те эпир палӑртнӑччӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, сайта камсем тапӑнма пултарнине прокуратура комментарилемест. Ку пӑтӑрмаха специалистсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Иркутск облаҫӗнче пурӑнакан Алена Юшинӑпа унӑн Улатӑр районӗнчи пиччӗшӗ Валерий Алешев ҫур ӗмӗр иртсен пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ.
Ҫемье пӑтӑрмахӗ ҫур ӗмӗр каялла Иркутск облаҫӗнче пулса иртнӗ. ...Алешевсен ҫемйине Кӑшарнинче йӗкӗреш килет. Анчах вӗсенчен пӗри, вӑл арҫын ача пулнӑ, тӳрех вилет. Хӗрача кӑна сывӑ юлать. Йӗкӗрешсене йывӑррӑн ҫуратнӑ хӗрарӑм, Валерий Алешев амӑшӗ, те кӗҫех куҫне хупать. Хӗрарӑмӑн упӑшки вӑл вӑхӑтра вӑрман хуралҫинче ӗҫленӗ. Тин ҫеҫ ҫут тӗнчене килнӗ хӗр пӗрчӗкне ашшӗ ача ҫуртне вӑхӑтлӑха парать. Кӑштахран, вӑл ӳссен, ӑна каялла илес тенӗ. Анчах ҫулталӑкран арҫын вилет. Тӑлӑха юлнӑ виҫӗ арҫын ачана Патӑрьел районӗнчи тӑван асламӑшӗ (тен, кукамӑшӗ-ши? Телесюжетра бабушка тенӗ) хӑй хӳттине илет. Хӗрачана ача ҫуртӗнчен илсе каяс тенӗ ҫӗре пӗчӗкскере такамсем усрава илсе ӗлкӗрнӗ.
Йӑмӑкне, Аленӑна, пиччӗшӗсем тупма тем пекех ӑнтӑлнӑ. Ҫак ӗмӗтпе Валерий Алешев ҫур ӗмӗр пурӑннӑ. Телекурав урлӑ та шыранӑ, йӑмӑкне шыракан статьясене Иркутск тӑрӑхӗнчи хаҫатсенче те пичетленӗ. Валерийӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Зоя Никитина та шырама пулӑшнӑ.
Нумаях пулмасть тӑвансем тӗл пулнӑ.
Константин Ишутов блогер пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн прокуратурин сайтне хакерсем тапӑннӑ. Сайта, чӑн та, паян ирхи вунпӗр тӗлӗнче те кӗме май килмерӗ.
Раҫҫей территорийӗнче чарнӑ «Ислам патшалӑхӗ» терроризмла организацие (унӑн ӗҫӗ-хӗлне Раҫҫейре чарнӑ) кӗрекен Moroccan Islamic Union-Mail хакер ушкӑнӗ прокуратура серверне кӑрлачӑн 7-мӗш–8-мӗш каҫхине тапӑннӑ пулать. Ун чухне тӗп страницӑна пӑснӑ. Кайран сайтӑн ытти пайне те, ҫав шутра «Руководство прокуратуры» ятлине, тапӑннӑ.
«Мой город Чебоксары» интернет-порталта ҫырнӑ тӑрӑх, ШӖМӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин регионти уйрӑмӗсем сайта пӑснине тӗрӗслеҫҫӗ. Ку хыпара вӑл «РИА Новости» информагентство пӗлтерни тӑрӑх хатӗрленӗ. Ислам хакерӗсем тапӑннипе тапӑнманнине ятарлӑ службӑсем комментарилеменнине те палӑртнӑ.
«Моя империя» журнал редакторӗ Сергей Суслин Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева республика Правительствин ӗҫ-хӗлӗ пирки активлӑ ҫырни каласа кӑтартнӑ. Хаҫатҫӑ регион ертӳҫине журналта ура ҫинче ҫирӗп тӑракан предприяти-организаци ӗҫне, пултаруллӑ ҫынсемпе «республика паттӑрӗсене» хастар ҫутатнине пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Суслин 55 ҫулхи юбилейпе те саламланӑ, «республика ӑнӑҫлӑхӗшӗн» тухӑҫлӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ.
Республика ертӳҫи хаҫатҫӑна спорт темине, ҫав шутра хоккей пирки сӑмах пынӑ, анлӑлатма сӗннӗ. Элтепер шучӗпе, хоккей пӗрлӗхлӗ пулма хӑнӑхтарать, ҫӗнтерӳ патне туртӑнтарать, патриотизм туйӑмне ҫуратать. Сӑмах май, Сергей Суслин Чӑваш Енре шайбӑпа хоккей выляма пуҫлани килес ҫул 60 ҫул ҫитнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри хаҫатсем кӑҫал та «Золотой фонд прессы—2017» (чӑв. Прессӑн ылтӑн фончӗ—2017) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтерсе пахалӑх паллине тивӗҫнӗ.
Прессӑн ылтӑн фондне ҫӗршыври ертсе пыракан аслӑ шкулсен журналистика факультечӗн пайташӗсем хаклаҫҫӗ. Пахалӑх паллине виҫӗ степеньпе параҫҫӗ.
Маларах каланӑ экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗрремӗш степеньлӗ пахалӑх паллине Чӑваш Енри икӗ журнал: «Агромаш» тата «Моя Империя» — тивӗҫ. II степеньлӗ пахалӑх паллине пирӗн республикӑра тухса тӑракан ҫичӗ хаҫата пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия», «Республика», «Грани», Вӑрнар районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Пирӗн пурнӑҫ», Етӗрне районӗнчи «Ӗҫ ялавӗ». Ҫӗрпӳ районӗнчи «Цивильский вестник» III степеньлӗ журнала тивӗҫнӗ.
Нумаях пулмасть Лидия Филиппова, «Республика» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗскер, ЧР Культура министерствине куҫнине пӗлтернӗччӗ. Халӗ Патшалӑх Канашӗн хаҫатне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырать.
Ваканси пушансан хаҫат директорне палӑртас тӗллевпе раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче конкурс ирттересси пирки пӗлтернӗ. Унта Сергей Валерьевич Мясников ҫӗнтернӗ.
Вӑл патшалӑх службинче чылай ҫул ӗҫленӗ — 15 ҫул ытла. Юлашки ҫулта вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗнче информаципе аналитика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
«Советский спорт» хаҫат эксперчӗсем спортпа туслӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Списокра пирӗн республика ҫӗршыври 85 регионтан 82-мӗшне кайса ларнӑ.
Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министерстви хаҫатӑн танлаштарӑвӗпе килӗшменнине пӗлтернӗ. Сергей Шелтуков министр «Советский спорт» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе калаҫнӑ иккен, анчах журналист хаклав критерийӗсене уҫса паман пулать. Вӑл никама пӑхӑнман эксперт ячӗсене те асӑнма килӗшмен имӗш. Ун вырӑнне редакци Чӑваш Енри спорт аталанӑвӗ пирки тӳлевсӗр материал вырнаҫтарма килӗшнӗ-мӗн.
Сӑмах май, ҫак уйӑхра «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнӑччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ.
Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.07.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егорова Анна Семеновна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |