Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑн. «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) ӗнер хыпарланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑн. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Раҫҫей самолетне Турцире персе антарнӑ хыҫҫӑн хутшӑнусем сивӗнни Турцишӗн пӗртте меллӗ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ экспертсем. Пӗрремӗшӗнчен, унта туристсем сахаллӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Унччен ҫуркуннерен пуҫласа сӗм кӗркуннечченех Турцирен Раҫҫей ҫыннисем татӑлман. Иккӗмӗшӗнчен, икӗ тӑрӑх экономика енчен те питех те килӗштерсе ӗҫленӗ.
Ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех Турцине Раҫҫей ҫыннисене кӗртме пуҫласан туристсен шучӗ ӳсессе шанаҫҫӗ.
«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.
1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.
Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.
Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ. Паллах, эпир тӑрӑшмасӑр пулаймастчӗ ҫакӑ. Совет Союзӗнчи пур кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем те «Капкӑна» илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, казахсен «Ара» (Тӗкӗлтура) кӑларӑмӗсенче «Чӑвашсен «Капкӑн» журналӗ» ятпа темиҫе хутчен те ятарлӑ страницӑсем кӑлартӑмӑр. Ҫапла майпа журнал унта 3 пин экземпляр таранччен кайса тӑма пуҫларӗ. Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче те нумайӑн хапӑл тӑватчӗҫ кулӑш ӑстисене. Кӗҫех «Капкӑн» 97 пин экземплярпа тухса тӑма тытӑнчӗ.
1-мӗш телеканалпа кӑтартакан «Наедине со всеми» кӑларӑм хӑни Надежда Павлова балет ӑсти пулнӑ.
Надежда Павлова балерина — СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Пӗлтӗр вӑл 60 ҫул тултарчӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑннӑ.
Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн иккӗмӗш мӑшӑрӗ — Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Пурнӑҫри йывӑр самантсенче шӑпах вӑл ӑна ӑшӑ сӑмахпа, ҫул кӑтартнипе пулӑшнине те Надежда Павлова пытармарӗ.
Кӑларӑмра тем пирки те аса илчӗҫ: ачалӑха, пурнӑҫри йывӑр самантсене, ҫитӗнӗве, хӑйне ӑмсанакансене епле йышӑннине.
Паян тинех хыпар ҫитрӗ — «Чӑваш халӑх сайтне» электронлӑ кӑларӑм пек регистрациленӗ иккен. Унӑн номерӗ: ЭЛ № ФС 77-68592. Хӑйне ӑна нарӑсӑн 3-мӗшӗнчех регистрациленӗ тет, анчах та кун пирки паян ҫеҫ пӗлме май пулчӗ. Хальлӗхе свидетельство хучӗ пирӗн пата ҫитмен-ха (ярса пани ҫинчен пӗлтереҫҫӗ).
Шел те, пӗрремӗш чӑвашла электронлӑ кӑларӑм тесе пирӗн сайта хаклама май ҫук. Ку вырӑна пирӗнтен маларах Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат йышӑнма ӗлкӗрчӗ. Вӗсен сайтне пӗлтӗрех, раштавӑн 6-мӗшӗнчен регистрациленӗ. Ҫавах та хальлӗхе чӑвашла тухакан электронлӑ кӑларӑмсен шучӗ иккӗ кӑна тесе ҫирӗплетме май пур (урӑххисене тупаймарӑмӑр).
Чӑваш халӑх сайтне 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти информаци чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла тата эсперантолла (ку версине катертес шухӑшлӑ) тухса тӑрать. Пирӗн портал анлӑ — унта тӗрлӗ сайтсем кӗреҫҫӗ. МИХ пек регистрациленнӗ пайсен йышне Хыпарсем, Статьясем, Энциклопедиллӗ пай, Пӗлтерӳсем, Хурал кӗтесӗ, Видеосем тата Сӑнсен пуххисем кӗреҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗрҫӗсем ҫула вак кирпӗчпе саплаҫҫӗ. Ку хыпара «PROГород» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ӑна Михаил Катмичев ятлӑ ҫын систернӗ иккен. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫав этем редакцие сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ. Ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑклӑ ҫула Ҫӗнӗ Шупашкарти Чумкасси микрорайонта кирпӗчпе саплаҫҫӗ иккен.
Анчах Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче кунта ним начаррине те курмаҫҫӗ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку вӑл — вӑхӑтлӑх йышӑну. Ҫула юсама хальлӗхе ҫанталӑк юрӑхлӑ мар иккен. Кӑштахран шӑтӑк-путӑк вырӑнне вӗри асфальт сарма тытӑнӗҫ.
Хулари тӳре-шара ҫул-йӗр юсама кӑҫалхи хыснара 3,5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Федерацин ҫул-йӗр юсавӗпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ программӑна хутшӑнса 12 участока 315 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетмелле.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «И собаки лают по-чувашски» (чӑв. Йытӑсем те чӑвашла вӗреҫҫӗ) курав уҫӑлнӑ. Сатира графикипе кӗнеке иллюстрацийӗсен куравне Виталий Емельянов (1937–1982) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кулӑшла та ҫивӗч ӳкерчӗксене курассишӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60–70-мӗш ҫулӗсенче пиншер ҫын «Капкӑн» журнал ҫырӑнса илнӗ тесе палӑртнӑ музей сайтӗнчи хыпарта.
Виталий Емельянов хутпа тата кӑранташпа нихӑҫан та ҫӳремен-мӗн. Унӑн вичкӗн куҫӗ хӑйех йӑлтах асра хӑварнӑ. Унӑн сатирӑлла ӳкерчӗкӗсенчи сӑнсем йӑлтах чӑвашла тенине илтме пулать. Чуна парса ӗҫлекен художника Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Капкӑнта» та, Ӳнер пуххинче те юратнӑ. Сатирик пулин те кӑмӑлӗ ырӑ пулнӑ-мӗн.
«Асамат & Шевле» ача-пӑча журналӗн учредителӗ тата кӑларса тӑраканӗ Владислав Николаев реклама агентне шыранине пӗлтерет.
Хастар та ӳркенмен ҫак маттур «Фейсбукра» хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе кӳлӗнекене пысӑк процент тивӗҫӗ. Ача-пӑча валли кӑларса тӑракан журнал тиражӗ 6 пин иккенне палӑртнӑ. Вӑл Чӑваш Енри ача-пӑча патне ӑсанать. «Тен, такам хушма тупӑш ӗҫлесе илесшӗн», — тесе ҫырнӑ Владислав Николаев хӑйӗн страницинче.
Владислав Николаев хӑй вӑхӑтӗнче «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ, унти ача-пӑча кӑларӑмӗнче тӑрӑшрӗ. Редакцирен кайнӑ хыҫҫӑн уйрӑм пичет кӑларӑмӗ калӑплассипе ҫине тӑма пуҫларӗ. Паян вӑл «Асамат & Шевле» ача-пӑча журналне халӑх патне ҫитерет. Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ евӗрех вӑл та реклама шырать.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫемье командисен хушшинче йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Унта пуҫтарӑннисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫирӗп ҫемье — ҫӗршыв тӗрекӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ.
Эстафетӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсемпе вӗсен ҫемйисем хутшӑннӑ. Республикӑри районсемпе хуласенчен пухӑннӑ 30-а яхӑн команда тӗрлӗ дистанцире мала тухассишӗн тупӑшнӑ. Вӑрмар районӗн чысне, сӑмахран, Архиповсем хӳтӗленӗ, Шупашкар районӗнчи Никитинсем те ҫӗнтерес тӗллевпе старта тухнӑ. «Чи ҫамрӑк йӗлтӗрҫӗ» ята Шупашкар районӗнчи 9 ҫулти Дима Юрьев тивӗҫнӗ, аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче Комсомольски тӑрӑхӗнчи Анатолий Давыдова чысланӑ.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине пӗлтернӗччӗ. Анчах халӗ ку сӑмах тӳрре килменни палӑрнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, «Агросила» халь «Чувашский бройлер» обществӑна туянма палӑртмасть. «Унта право енчен йывӑр лару-тӑру», — тенӗ «Агросилӑн» nӗg директорӗ Светлана Барсукова Хусанти «БИЗНЕС Online» кӑларӑма.
Ҫав вӑхӑтрах тутарсем Владимир Ермолаевӑн «Юрма» агрохолдингне туянас процедура малалла пырать. Ҫак ӗҫе пуш уйӑхӗн ҫурринче вӗҫлесшӗн. «Агроинвестор» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар районӗнчи «Юрма» «Агросилӑна» 8 миллиард тенке кайса ларма пултарать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |