
«Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» йӗркелекен «Поэзи баттлӗ» паян 6-мӗш хут иртнӗ. Кун пирки хаҫат халӑх тетелӗнчи ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
Кӑҫал конкурса «Хыпар» хаҫат никӗслевҫи Николай Никольский ҫуралнӑранпа 148 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса 14 ҫын хутшӑннӑ: аслисем те, ачасем те.
Ҫивӗч кӗрешӳре ҫӗнтерӳҫӗ ятне Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Наталия Ильметова тивӗҫнӗ.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн каналӗнче «Паллӑ ҫынна — 10 ыйту» ярӑмпа блиц-интервью вырнаҫтарассине унчченех йӑлана кӗртсе янӑччӗ. Ку йӑлана вӑл МАХри «Хыпар - Вести Чувашия» каналта та тытса пырать. Хальхинче Типшӗм Сашук юрӑҫа 10 кӗске ыйту панӑ. Эпир сире вӗсенчен хӑшӗ-пӗрин хуравӗпе паллаштарасшӑн.
Типшӗм Сашука паянхи кун «ним те ыратманни, ачасем чирлеменни» савӑнтарать, унӑн чунӗ вара «тӗнчери лару-тӑрушӑн, ачасен пуласлӑхӗшӗн, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи юлташӑмсемшӗн» ыратать.
«Сӑвӑ ҫырмасан ыйхӑ килет-и?» ыйтӑва Типшӗм Сашук ҫапларах хуравланӑ: «Килет. Сӑвӑ вӑл кӗтмен хӑна пек вӗт, шаккамасӑр кӗрет».
Телей вара «ҫамрӑклӑхра мар. Чунра лӑпкӑ та канлӗ пулнӑ чухне, халӗ» тесе шухӑшлать.
Чап, мул чирӗ ересрен хӑрамасть, мӗншӗн тесен Типшӗм Сашук шухӑшланӑ тӑрӑх, «вӑл чирпе чирлес ҫулсенчен иртнӗ» ӗнтӗ.

Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра ӗнер, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартнӑ. Унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ хӗрарӑмне эрех ӗҫсе пурӑнать тесе ӳпкелесе калаҫнӑ, амӑшӗ эрех ӗҫсе пурӑннӑран унӑн виҫӗ ачи нушаланать тесе пӑшӑрханнӑ.
Нумай ачаллӑ хӗрарӑм, Надежда Колосьева, ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл хӑй нуша курса пурӑнать. Унпа пӗрле пурӑнакан арҫын усал иккен, ӑна хӗнет имӗш, ачисене килтен те хӑваласа кӑларса ярать-мӗн. Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, арҫын икӗ ҫулхи ывӑлне хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ патне илсе кайнӑ. Вӗсем вара 200 километрта пурӑнаҫҫӗ. Нумай ача амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ниҫта кайма ҫукран вӑл усал арҫынна чӑтса пурӑнать.
Пӗрле пурӑнакан арҫын тата вӗсен кӳршисем пачах урӑхла ӗнентереҫҫӗ. Вӗсем Надеждӑна эрех ӗҫет тесе калаҫҫӗ иккен.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев радиора ӗҫлекенсене професси уявӗпе республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче саламланӑ.
«Чӑваш Ен кӑҫал радиохыпарлавӑн ҫӗр ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Шӑпах пӗр ӗмӗр каялла, 1926 ҫулта, Шупашкарта пӗрремӗш хут чӑвашла радиокӑларӑм эфира тухнӑ. Унтанпа отрасль калама ҫук пысӑк ҫул утса тухнӑ – ҫирӗм точкӑллӑ пӗрремӗш радиоузелран пуҫласа хальхи вӑхӑтри цифра хыпарлавӗ таран», — тенӗ унта.
Олег Николаев Чӑваш радиовӗн кун-ҫулне пуҫарса яракансене тата ӑна пуянлатса пынӑ ҫынсене ӑшшӑн аса илнине палӑртса хӑварнӑ. Шӑпах вӗсем республикӑра пурӑнакансене ентешсен ӗҫри паттӑрлӑхӗ тата Андриян Николаевӑн легендарлӑ уҫлӑхри вӗҫевӗ ҫинчен каласа панӑ. «Сирӗн пархатарлӑ ӗҫӗре пула пирӗн чӑваш литературипе музыкин классикӗсен сассисен хаксӑр «ылтӑн фончӗ» пур», — тенӗ Элтепер.
Хуласемпе ялсенче тата республика тулашӗнче пурӑнакан ҫӗршер пин итлекен валли «Чӑваш Ен – Раҫҫей радиовӗ», «Чӑваш Ен наци радиовӗ» тата «Тӑван радио» йӑлана кӗнӗ пекех эфира икӗ чӗлхепе тухнине те асӑнса хӑварнӑ.

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта музыка ертӳҫи пулса тӑрӑшакан Екатерина Ворошилова телепроект кастингне хутшӑннӑ.
Екатерина Владимировна «Раҫҫей 1» каналпа кӑтартакан «Ну-ка, все вместе!» кӑларӑма хутшӑнас тенӗ.
Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, малтан унта заявка памалла пулнӑ, паян унӑн Хусанта иртнӗ кастинга хутшӑнма тивнӗ.
Телекӑларӑма Николай Басков ертсе пырать, жюри ертӳҫи — Сергей Лазарев.
Шупашкар пикин иккӗмӗш тапхӑр витӗр тухма май килмен пулин те вӑл пӗртте пӑшӑрханса ӳкмен. «Ку маншӑн паха опыт пулчӗ. Ун пек проекта хутшӑнас тесен мӗн шута илмеллине малашне пӗлӗп», — хавхаланса таврӑннӑ пике.
Екатерина Владимировна куҫӗ начар курсан та алӑ ӗҫӗпе те аппаланса чунне уҫать.

Красноармейскинче «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисемшӗн ӑмӑрту иртнӗ. Старта ҫӑмӑл атлетсем тухнӑ.
МАХри «Хыпар-Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл атлетсен эстафетине кӑҫал Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ.
Ӑмӑртӑва садике ҫӳрекенсен, шкул ачисен, предприяти-организацире ӗҫлекенсен, ветерансен пӗрлештернӗ 23 команди хутшӑннӑ.
Спортсменсене Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Дмитрий Моисеев, «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакторӗ Валентина Багадерова ӑнӑҫу суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, дипломсемпе, медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе хавхалантарнӑ.

Раҫҫейӗн биатлонистсен союзӗпе «МАТЧ» спорт каналӗ Чӑваш Ене килнӗ. Курма мар, тӗрӗслевпе килсе ҫитнӗ.
Шупашкарти Олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, делегаци Лапсарти биатлон комплексне тӗрӗсленӗ.
Асӑннӑ комплекса нушаланса туни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ те хыпарласа тӑнӑччӗ. Дмитрий Губерниев телеертӳҫӗ те биатлона тӳрӗ эфирта комментариленӗ чух республика ертӳҫисене ку ыйту пирки темиҫе хутчен те аса илтернӗччӗ.
Делегаци пайташӗсем объекта техника енчен хакланӑ, пӑшалтан пемелли хатӗрсене пӑхса ҫӳренӗ, инфраструктурӑна пахаланӑ.
Комплекс йӑлтах тивӗҫтерсен кӑҫал кӗркунне, авӑн уйӑхӗнче, унта ҫуллахи биатлон енӗпе Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑрту ирттересшӗн.

Андрей Малаховӑн телекӑларӑмне чӑваш фермерне йыхравланӑ.
Ҫӗршыври паллаӑ телеертӳҫӗ Андрей Малахов ертсе пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмне ентешӗмӗре чӗннӗ. Ҫав ҫын Элӗк муниципаллӑ округӗнчи Кирилл Степанов фермер.
Шоуна «Россия 1» (чӑв. Раҫҫей 1) каналпа кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш каччи телешоун черетлӗ кӑларӑмӑн хӑни пулӗ. Вӑл ӳкерӗннӗ передачӑна ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче эфира кӑларӗҫ.
Ялта ӳснӗ Кирилл ачаранпах ял хуҫӑлӑхӗпе кӑсӑкланнӑ. Малтан мускус кӑвакал ӗрчетсе пӑхнӑ, кайран хуҫалӑха пысӑклатса пынӑ. Степановсен картишӗнче паян 100 ытла ӑратлӑ выльӑхпа кайӑк-кӗшӗк, ҫав шутра павлинпа страус та пур. Унсӑр пуҫне пахчаҫимӗҫ тата тӗрлӗ чечек ӳстереҫҫӗ.
«Юрлама эпӗ пӗлместӗп, анчах Андрей валли парне хатӗрлерӗм. Мӗнле парне хатӗрленине сирӗн курмаллах», — тесе ҫырнӑ Кирилл хӑйӗн блогӗнче.

«Хыпар» издательство ҫурчӗ «Чӑвашлӑх – чунра» конкурс ирттернӗ, вӑл ӗнер вӗҫленнӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи уйӑхлӑхӗ пынӑ май йӗркерелес тенӗ. Конкурса хутшӑнакан ӗҫсемпе издательство ҫурчӗ «Контактра» соцсетьре хӑйӗн ушкӑнӗнче йӗркеленӗ.
Онлайн сасӑлав ҫӗнтерӳҫисем:
1. Наталия Муллина (Елчӗк округӗнчи Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи).
2. Тимур Катков (Шупашкарти 65-мӗш шкул вӗренекенӗ).
Эльвира Николаева (Кӳкеҫ шкулӗн кӗҫӗн классене вӗрентекенӗ).
3. Вероника Макарова (Комсомольски округӗнчи" Радуга" 3-мӗш ача сачӗн логопед вӗрентекенӗ).
Евгения Никифорова (Шупашкарти медколледжӑн 1 курс студенчӗ).
Жюри палӑртнӑ ҫӗнтерӳҫӗсем:
1. Злата Яблокова (Шупашкарти 6-мӗш шкул вӗренекенӗ).
2. Селиме Фадеева (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Хуракасси шкулӗн вӗренекенӗ)
Матвей Платонов (Шупашкарти 78-мӗш ача садне ҫӳрекен).
3. Елисей Клементьев (Красноармейски округӗнчи Упи шкулӗн вӗренекенӗ).
Алина Иванова (Йӗпреҫ округӗнчи Пучинкери «Колосок» ача сачӗн воспитателӗ).
Надежда Петухова (Елчӗк округӗн. Лаш Таяпа культура ҫурчӗн культйӗркелӳҫи).

«Хыпар» издательство ҫурчӗн дизайнерне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Тӳрех палӑртса хӑварар: унта темиҫе верстальщик ӗҫлет. Хисеп грамотине тивӗҫни — Лидия Шумова.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Лидия Николаевна ӗҫ вырӑнне ылмаштармасӑр чылай ҫул пӗр вырӑнта тимлет.
Лидия Шумовӑна пысӑк шайри грамотӑпа чысласси ҫинчен калакан Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. 45-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Тӗрлӗ шайри ят-сума тивӗҫнисем вӑл документра тата пур.
Сӑмах май каласан, Лидия Шумова темиҫе ҫул каялла Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
