Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.
«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).
«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.
Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.
Куславкка районӗнчи тӳре-шара ӗҫ законодательствине пӑснӑ. Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тупса палӑртнӑ.
Муниципалитет пӗрлешӗвӗсене тата учрежденийӗсене пӗтернӗ май ҫынсене ӗҫрен кӑларса янӑ чухне вырӑнтисем ӗҫ саккуне тивӗҫлипе пӑхӑнман. 8 ҫынна тӳлемелли 140 пин тенке, сӑмахран, вӑхӑтра паман. Ҫынна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан документсене ҫырнӑ чух та кӑлтӑксем тупӑннӑ.
Ҫитменлӗхсене асӑрханӑ хыҫҫӑн надзор органӗ яваплисем тӗлӗшпе хутсем ҫырнӑ, административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ, 1 ҫыннӑн интересне хӳтӗлесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Ҫуркунне ҫитнӗ май Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пӑр хулӑнӑшне тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра чи хулӑн пӑр - кӳлмекре: 33-38 сантиметр. Ҫавӑн пекех юханшыв портӗнче, Шомик, Куславкка, Ильинка тӗлӗнче пӑр самай хулӑн - 33 сантиметр ытла. Анчах ҫакна астумалла: вӗсенче те ҫӳхе вырӑнсем пур.
Сӑр юханшывӗнче те ҫӳхе вырӑнсем нумай. Ҫапах Ҫӗмӗрле тӗлӗнчи хӗллехи кӗпер ӗҫлет-ха.
Ҫакна манмалла мар: пӑр хулӑнӑшӗ 10 сантиметртан сахалрах пулсан ҫеҫ аслӑ ҫынсемшӗн хӑрушӑ шутланать.
Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «МТС» компани Патӑрьел районӗнчи темиҫе ялта (Сӑкӑтра, Ҫӗнӗ Ахпӳртре, Тӑрӑнта, Куславккара, Кивӗ Ахпӳртре, Пӑлакассинче, Кӗҫӗн Патӑрьелте) пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ (ҫеккунтра — 100 Мбит) интернет ӗҫлеттерсе янӑ.
Министерство хыпарӗнче Сӑкӑт ялӗ чӑваш халӑх писателӗ, поэт тата драматург Юхма Мишши ҫуралнипе паллӑ тесе асӑнса хӑварнӑ.
Маларах МТС Муркаш тата Вӑрмар муниципалитет округӗсенче хӑйӗн сетьне ҫӗнетнӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Шупашкарти полицейскисем "Вихрь" перфоратор йӑтса утакан арҫынна асӑрханӑ та ӑна тытса чарнӑ. Вӗсем инструмент камӑн пулнипе кӑсӑкланнӑ, мӗншӗн тесен унӑн документсем пулман.
Куславккара ҫуралса ӳснӗ 28 ҫулти арҫын, судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑскер, перфоратора тӑванӗсенчен вӑхӑтлӑха илнине каланӑ. Анчах кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 1 сехет каялла вӑл ӑна Хевеш урамӗнчи хваттертен илсе тухнӑ-мӗн. Унсӑр пуҫне телефон, кроссовка, духи йӑкӑртнӑ. 40 ҫулти кил хуҫине 5 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Куславккари культура ҫуртӗнче «Эткер» пултарулӑх ушкӑнӗн «Эпир пурӑнатпар Энӗш хӗрринче» юбилей каҫӗ иртнӗ.
Асӑннӑ ушкӑн Раҫҫей Федерацийӗн халӑх пултарулӑхӗ тава тивӗҫлӗ коллективӗ шутланать.
Юбилей каҫӗ тӗлне «Эткер» ансамблӗн историйӗпе тата аталанӑвӗпе паллаштаракан сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ.
Асӑннӑ коллектива 1967 ҫулта Хурамалти клуб ҫумӗнче Ольга Ершова учительница, унӑн мӑшӑрӗ Иван Ершов хуткупӑсҫӑ тата клуб заведующийӗ Людмила Ефимова пӗр шухӑшлӑ пулнипе йӗркелесе янӑ. Паян коллектив районта иртекен чылай мероприятие хутшӑнать.
Куславккара тата Ҫӗмӗрлере ӑшӑ сечӗсене тӑвӗҫ. Кун валли 460 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Пӗтӗмпе ку ӗҫ валли 578,6 миллион тенкӗ кирлӗ. 459,2 миллион тенкине уйӑрса парӗҫ.
Ку ҫав хуласенчи нумай хваттерлӗ 54 ҫурта ӑшӑпа тивӗҫтерме май парӗ. Уйӑрнӑ укҫапа Куславккара ӑшӑ сечӗсен – 95 процентне, Ҫӗмӗрлере 80 процентне ҫӗнетме май парӗ.
Ӗҫсене 2023 ҫул пӗтиччен вӗҫлӗҫ.
Куславкка районӗнчи прокуратура вырӑнти ломбард саккуна пӑсса ӗҫленине тупса палӑртнӑ.
«ЛОМБАРД «ПОБЕДА» тулли мар яваплӑ общество тесе регистрациленнӗскере Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ ломбардсен патшалӑх реестрне кӗртмесси пирки маларах систернӗ-мӗн-ха, апла пулин те Куславккари ҫав организаци каланине итлемен, ӗҫлеме пӑрахман. Ҫынсене кӗске вӑхӑтлӑха кивҫен укҫа панӑ, уншӑн тӗрлӗ пурлӑха салука илнӗ.
Прокуратура ломбард тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ май хайхин ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд надзор органӗпе килӗшнӗ.
Чӑваш Ен хӗрӗ "Мускаври педагогика патшалӑх университечӗн пики" пулса тӑнӑ. Вӑл - Ксения Гришина.
Пике Куславккара ҫуралнӑ, кайран Комсомольскине куҫса кайнӑ. Унта вӑл музыка шкулӗнче вӗреннӗ. 2016 ҫулта Хусанти музыка шкулне вӗренме кӗнӗ.
Халӗ 22 ҫулти Ксения Мускавра пурӑнать, ҫӳлерех асӑннӑ университетсӑр пуҫне ГИТИСра та вӗренет.
Хӗр университет конкурсӗнче Чӑваш Ен илемне кӑтартма тӑрӑшнӑ. Юрланӑ чух чӑваш ташши ташланӑ, видеопрезентацире пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсемпе, наци кухнипе паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |