Ӗнер Чӑваш Енри икӗ паллӑ ҫын: эстрадӑра чылайӑшӗ пӗлекен Евгений Кузнецов тата радиоертӳҫӗре тӑрӑшакан Ольга Элиме пӗр тӗвве чӑмӑртаннӑ.
«Туй, туй, туй тесе ҫӗр ҫӗмӗрсе ташларӑмӑр, сывлӑша чӗтретсе юрларӑмӑр! Паян Женя Кузнецова авлантартӑмӑр!!! Ольга Элимене качча патӑмӑр!!! Телей, юрату сунатпӑр сана, ҫӗнӗ ҫемье!!!», — тесе хыпарланӑ паллӑ сӑвӑҫ Альбина Юрату Фейсбукра. Чӑваш эстрада юрӑҫисем валли сахал мар сӑвӑ шӑрҫаланӑ автор чылай сӑнӳкерчӗк вырнаҫтарнӑ. Ҫав шутра радиора ӗҫлекенсем, эстрада юрӑҫисем те пур.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, туя ҫамрӑксем Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ кану базисенчен пӗринче ирттернӗ. Унта, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, республикӑри паллӑ ертӳҫӗсем таранах тӗрлӗ юбилейпа Ҫӗнӗ ҫул йышши мероприятисене ирттереҫҫӗ.
Паян Шупашкара «Счастливы вместе» (чӑв. Пӗрле телейлӗ) телесериалта Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ артист килӗ.
Хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн кино актерӗ тата телеертӳҫӗ Виктор Логинов Ӳнер академийӗн журналистикӑпа телевидени уйрӑмӗнче вӗренекенсемпе 15 сехетре тӗл пулӗ. Артистпа курнӑҫӑва академи йӗркеленӗ.
Виктор Логинов Екатеринбургри патшалӑхӑн театр институтӗнче театрпа кино актёрӗн ӑсталӑхне алла илнӗ. Екатеринбургри академи драма театрӗнче тата Урал ҫыравҫисен Камера театрӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫулта Мускава «Счастливы вместе» телесериалта ӳкерӗнме тухса кайнӑ. Унта вӑл Гена Букин сӑнарне калӑпланӑ. Екатеринбургра ҫав сӑнара хисеп туса палӑк та лартнӑ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Василий Николаев опера юрӑҫин пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна театр ӑсти сцена ҫине тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Василий Николаев театрта 1993 ҫултанпа ӗҫлет. Тенор. Унӑн професси шайне хакласа, вӑл нацин музыкӑпа театр ӳнер тӳпе хывнине шута илсе ӑна Пӗтӗм чӑвашсен Тамара Чумакова ячӗллӗ хӗрарӑмсен премийӗпе пӗлтӗр чысланӑ.
Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ юрӑҫа сума сунине палӑртса асӑннӑ тӑрӑхрисен ентешлӗхӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Софронов та ҫитнӗ. Вӗсем юрӑҫа сцена ҫине тухсах ӑшӑ сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ. Парне те илсе пынӑ. Николай Малов депутат артистӑн мӑшӑрне — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн директорне Елена Николаевӑна — упӑшкине хавхалантарса пырать тесе тав тунӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче Карели Республикинчи Ту паркӗнче «Тайна глубины» (чӑв. Тарӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ) пӑр скульптурисен ҫӗр айӗнчи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫей географи обществи пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Тупӑшӑва 11 команда хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӗр айӗнчи кӳлӗн штольнинче икӗ кун хушши Карелири халапсене халалланӑ пӑр кӳлеписене ӑсталанӑ.
И.Я.Яковлев ячӗлле ЧПУн доценчӗ Евгений Акимов тата кафедра заведующийӗ Александр Иванов «Между двух стихий» (чӑв. Икӗ вӑй хушшинче) ятлӑ композици хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫӗ ҫӗнтернӗ, маттурскерсене тӗп парнене – 100 пин тенкӗлӗх чека – панӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» IV кинофестивальне хутшӑнас текенсем хайсен киноӗҫӗсене тӑратма пултараҫҫӗ. Чӑвашла фильмсене те, вырӑслисене те йышӑнаҫҫӗ. Вырӑслисен чӑвашла субтитр пулмалла, чӑвашлисен — вырӑсла. Кун пирки Чӑваш Енри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ пӗлтерет.
Чӑваш киноӳнерне аталантарма пулӑшас тӗллевлӗ «Асам» кинофестивале чӳк уйӑхӗн 11-15-мӗшӗсенче ирттерӗҫ. Конкурса кӗске метрлӑ тата тулли метрлӑ фильмсене тӑратма юрать: илемлисене, документлисене, анимациллисене. Пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрлешӗвӗсене те, уйрӑм сутдисене те, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсемпе кино ӗҫне кӑмӑллакансене те пӗр пек хапӑл пулӗҫ.
Чи пултаруллӑ тесе йышӑннӑ режиссерсене, операторсене, сценари авторӗсене кӑна мар, артистсене те хавхалантарӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ автобус туянасшӑн. Э, ҫук-ха, илӗ. Туянма вӗсем унчченех ӗмӗтленнӗ. Автобус илесси пирки Патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтернӗ. Автобусӑн чи пысӑк хакӗ 3,5 миллион тенкӗрен иртмелле маррине каланӑ.
Ку хыпара курсан театрӑн тӗп режиссерӗнче ӗҫленӗ Иосиф Дмитриев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) культура учрежденийӗн ҫӗнӗ сцени ҫинче автобус ыйтӑвне шӳтлесерех пек, анчах чӑнласах хускатни аса килчӗ. Шел те, автобуса хӑй кураймӗ. Анчах театр коллективне республикӑри районсемпе республика тулашне гастрольсене тухса ҫӳреме ал айӗнче транспорт пулӗ.
Аукцион документацийӗнче автобуса 10 ҫынтан кая мар вырнаҫмаллине пӗлтернӗ. Туянмалли куна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшне палӑртнӑ.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ Тӗмен хулине гастрольпе тухса кайӗ. Чӑннипех те пултаруллӑ юрӑ-ташӑ ӑстисем унтисене пуш уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче савӑнтарӗҫ. Ансамбль кӑҫал 95 ҫулхине палӑртӗ.
Ансамбль Василий Воробьев йӗркеленӗ рабочисемпе салтаксен хорӗпе Федор Павлов ушкӑнӗнчен 1924 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Воробьевпа Павлов ертсе пыракан хор пӗрремӗш хут Мускава 1929 ҫулта тухса кайнӑ. Унтанпа ансамбль ҫӗршывӑн тӗрлӗ хулинчи кураканӑнне кӑна кӑна мар, чикӗ леш енчисен чунне те пайтах тыткӑнланӑ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Анисим Асламас ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗ, РСФСР тата Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Анисим Асламас /Васильев/ — юрӑсемпе романссен, ораторипе сонатӑсен, пысӑк калӑплӑ хайлавсен авторӗ. Вӑл Етӗрне районӗнчи Вӑрманкас Асламас ялӗнче 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2000 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Унӑн хайлавӗсем чӑваш культурин ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ.
Концерта Анисим Асламасӑн хӗрӗсем (вӗсем иккӗшӗ те Шупашкарти музыка училищинче ӗҫлеҫҫӗ) Евгения Анисимовна тата Татьяна Анисимовна та хутшӑннӑ. Концертра Асламасӑн 1985 ҫулта ҫырнӑ «В мире животных» сюити янӑранӑ.
Чӑваш арҫынни Владимир Васильев Раҫҫей 1 телеканал эфирне тухакан «Сам себе режиссер» кӑларӑма хутшӑннӑ. Вӑл ярса панӑ видеоролик ҫӗнтерме пултарнӑ. Ҫак арҫын телепрограммӑна ӳкернӗ май кӑларӑм ертӳҫипе Александр Гуревичпа калаҫнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «Сам себе режиссерӑн» черетлӗ кӑларӑмне кӑтартнӑ. Владимир Васильев ярса панӑ видеора вӑл хӑй вырӑнти пӗр юрӑҫа пушмак тӑхӑнмалли хатӗр парнелени ӳкерӗннӗ, артиста ку парне питӗ килӗшнӗ. Ҫав хатӗрпе епле усӑ курмаллине чӑваш арҫынни эфирта хӑй кӑтартнӑ. Кунпа кӑна ҫырлахман вӑл, телеертӳҫе ӑна парнелесе хӑварнӑ. Александр Гуревич: «Вӑл мана кирлӗ пулӗ, унпа усӑ курӑп», — тенӗ.
Чӑваш Ен Республика кунне уявлама хатӗрленет. Ҫак кун пирӗн пата ют ҫӗршыв усламҫисем, ҫав шутра – яппунсем те, килӗҫ. Хӑнасем форумсене, ҫавра сӗтелсене, сессисене хутшӑнӗҫ.
Республика кунӗнче Шупашкарта культура форумӗ иртӗ. Халӗ ун проектне тата интернет-сайтне хатӗрлеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, форум Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, Раҫҫей тата ют ҫӗршыв компанийӗсемпе, эксперт сообществисемпе, патшалӑх влаҫӗн органӗсемпе пленарлӑ лару иртӗ.
Ҫавӑн пекех дискусси лапамӗсем ӗҫлӗҫ, туризм, культура тытӑмӗсенчи инвестици проекчӗсен хӑтлавӗсем пулӗҫ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пусӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |