Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Культура

Хулара

Шупашкар хулинче Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме тытӑннӑ. Тӳрех аса илтерер: хулари кафе-ресторансенче корпоративсемпе уявсем ирттерме чарчӗҫ. Ку ыйтӑва кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Апла пулин те Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, хулана пӗрех илемлетӗҫ.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукри хӑйӗн страницинче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара капӑрлатма тытӑннӑ. Хулара чӗрӗ тата искусствӑлла елкӑсене вырнаҫтарма тытӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, чӗрӗ елка, чукун ҫул вокзалӗ умӗнче пулӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 15 метр.

Уява хатӗрленсе хулари парксемпе микрорайонсене те хитрелетӗҫ.

 

Культура

Ҫӗрпӳ хулинче культура эткерлӗхне юсаҫҫӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова пулнӑ. Министр хулари ача-пӑча ӳнер шкулне те ҫитнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫурчӗ XIX ӗмӗрӗн 2-мӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ шутланать. Ҫурта тулаш енчен юсанӑ, ҫивиттине сарнӑ. Акт залне, пӳлӗмсене, урайсене, ӑшӑ пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, котельнӑя юсанӑ, алӑксене улӑштарнӑ.

Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗн ҫурчӗ – XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчи культура эткерлӗхӗ. Ӑна та юсаҫҫӗ.

 

Персона
Иосиф Дмитриев
Иосиф Дмитриев

Кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриев-Трера асӑнса «Улах каҫӗ» ирттерме палӑртнӑ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ режиссерӑн юратнӑ юррисене, вӑл лартнӑ спектакльсене аса илӗҫ.

Иосиф Дмитриев пӗрремӗш Улаха шӑпах пилӗк ҫул каялла, 2015-мӗш ҫулхи чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Первый современный национальный перфоманс «Ӳнер улахӗ» – «Вечерний Трер» ятпа Иосиф Александрович хӑй йӗркеленӗ.

Улаха театрпа хальхи эстрада ӳнерҫисене, сӑрӑ-ӳкерӳ-дизайн ӑстисене, сӑвӑҫсемпе журналистсене, ал ӑстисене чӗнеҫҫӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ.

Аса илтерер: пултаруллӑ режиссер пурнӑҫран йывӑр чире пула шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла уйрӑлчӗ.

 

Персона
chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuv-krarm.3dn.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.

 

Культура

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Музыка ӳнерӗн уявне Итали композиторӗн Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперипе уҫӗҫ. Вӑл ӗҫе «Культура.рф» порталти «Культурный стриминг» платформӑра тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Онлайн-трансляци валли ҫӗршыври уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ 40 пулӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне Чӑваш оперӑпа балет театрӗн 2 мероприятийӗ лекнӗ. Тата хӑш спектакле е концерта кӑтартассине театр каярах хыпарлама шантарнӑ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев.

Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать.

Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ.

Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне  упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.

 

Культура
Вячеслав Ерохин архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата официаллӑ хуравпа усӑ курса хатӗрленӗ коллаж
Вячеслав Ерохин архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе тата официаллӑ хуравпа усӑ курса хатӗрленӗ коллаж

Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханать. «Арӑмӗпе хӑйӗн шӑммисене тӑван республикӑна куҫарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ вӑл», – тесе вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри «Хыпар» хаҫата та ҫырса янӑччӗ.

Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ.

Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ.

 

Культура

Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.

Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вутчуль» калавсемпе повеҫсен кӗнеки 1000 экземплярпа пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланине пӗлтереҫҫӗ.

Ҫӗнӗ кӑларӑма паллӑ чӑваш ҫыравҫисен: Валентин Бурнаевскин, Сергей Ялавинӑн, Виктор Рсайӑн, Трубина Мархвин, Александр Артемьевӑн, Анатолий Хмытӑн тата ыттисен — ӗҫӗсем кӗнӗ. Калавсемпе повеҫсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрти пурнӑҫне сӑнланӑ. Граждан вӑрҫи те, индустриализаципе коллективизаци те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи те, Афган тата Чечен вӑрҫисем, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем.

Кӗнекене Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, художникӗ – Дмитрий Литаврин.

 

Страницӑсем: 1 ... 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, [184], 185, 186, 187, 188, 189, 190, 191, 192, 193, 194, ... 468
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть