Ӗнер 20 сехет те 40 минутра Канашра нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен 2 ҫулти ача ӳкнӗ. Шел те, вӑл вилмеллех суранланнӑ.
Ку инкек Ленин проспектӗнчи ҫуртра пулнӑ. Ача 8-мӗш хутран ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2 ҫулти ача пӳлӗмре пӗччен юлнӑ, вӑл чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та аялалла персе аннӑ. Ӑна реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Канашра пурӑнакан пӗр ҫын «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унччен ҫак ача карниз тӑрӑх утнине асӑрханӑ. Икӗ эрне маларах вӑл чӳречерен кушака пенӗ. Хайхи ача унччен те ӳкнӗ-мӗн. Ӑна утиял карса ҫынсем тытнӑ.
Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.
Чӑваш Енре химипе тата обществознанипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытни паллӑ.
Химипе 805 ҫын экзамен тытнӑ. Вӗсенчен 113-шӗ ППЭне «иккӗлӗх» ҫырнӑ. 137 ҫын 81 балран ытларах пухнӑ. 16 ҫын вара ыйтусене пурне те тӗрӗс хуравласа 100 балл илейнӗ.
Обществознанипе 2366 ҫын пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 289-шӗ чи сахал балл та пухайман, 457-шӗ экзамена «пиллӗклӗх» ҫырнӑ. 7 ҫын ку предметпа 100 балл пухнӑ. Вӗсем Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Канашри 7-мӗш шкултан, Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкултан, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназирен, Шупашкарти 4-мӗш лицейран тата 5-мӗш гимназирен.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта пирӗн республикӑра пневмонипе 6 556 ҫын чирленӗ. Пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрипе танлаштарсан ҫакӑ 2,1 хут ӳснӗ, ытти ҫулсенчи вӑтам кӑтартуринчен 2,5 хут нумайланнӑ. Ҫак цифрӑсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ.
Вирус пуҫарнӑ пневмонипе 1 351 ҫын чирленӗ. Бактери пневмонийӗ 1 902 пациента ҫакланнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче пневмонипе пӗлтӗрхи ҫав уйӑхринчен 5,7 хут ытларах чирленӗ. Кӑшӑлвируса пула пуҫланнӑ пневмонипе чирлекенсем Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенче, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрнар, Комсомольски, Елчӗк, Вӑрмар, Канаш, Тӑвай районӗсенче уйрӑмах нумай шута илнӗ.
Паян ирхи 7 сехетре Канашра васкавлӑ медпулӑшу машини аварие лекнӗ хӗрарӑм патне кайма тухнӑ. Анчах вырӑна ҫитеймен – хӑй те аварие ҫакланнӑ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини УАЗпа ҫапӑннӑ. УАЗ ҫаврӑнса ӳкнӗ, вӑл тӳрех хыпса илнӗ. Тухтӑрсен машини те самаях сиенленнӗ.
Канаш хулинче пулнӑ аварие те, районта ҫул ҫинче сиксе тухнӑ аварие те васкавлӑ медпулӑшу бригадисем янӑ. Инкекре суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ. УАЗ водительне вара вырӑнтах пулӑшнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу машининче пулнӑ тухтӑра пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн Канашран Хусана, Хусантан Канаша электричка ҫӳреме пуҫлӗ. Асӑннӑ маршрута кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ чарусем вӑхӑтӗнче хупнӑччӗ. Халӗ лару-тӑру йӗркеленсе пырать тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫавна май пӗр регионтан тепӗр региона ирӗклӗнех (Раҫҫей тӑрӑх ҫула тухма унччен те чарман-ха, анчах тепӗр ҫӗре ҫитсен икӗ эрне карантинта лартатчӗҫ) ҫӳреме ирӗк параҫҫӗ.
«Хусан-Канаш-Хусан» маршрутпа электричкӑсем ҫӳреме пуҫласси пирки «Содружество» пассажир компанийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
6351-мӗш номерлӗ пуйӑс Хусантан 4 сехет 7 минутра хускалӗ, Канаша 6 сехет те 63 минутра ҫитӗ. Канашран вӑл 17 сехет те 57 минутра тапранӗ, Хусана 21 сехетре ҫитсе чарӑнӗ.
Канашран Мускава каякан «М-12» тӳлевлӗ автоҫула хӑҫан тӑвасси паллӑ. Раҫҫей Правительстви ӑна 2024 ҫулта хута яма палӑртать. Наци пуянлӑхӗн фондӗнчен проект валли кӑҫалах 150 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫакӑн пирки Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин «Европа – Хӗвеланӑҫ Китай» автоҫула тӑвас ыйтупа Татарстанри Елабуга хулинче иртнӗ канашлура каланӑ.
Мишустин Хусана Мускавпа ҫыхӑнтаракан автоҫул пӗтӗмӗшле наци планӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнине каланӑ. Вӑл ҫула туни экономикӑна ҫирӗплетме тата кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнме кирлӗ.
«Укҫана уйӑрма Финанс, Транспорт тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене хушӑпӑр», — тенӗ Мишустин. Проекта пурӗ 650 миллиард тенкӗ уйӑрасшӑн.
Тӳлевлӗ ҫул Улатимӗр, Муром, Арзамас, Сергач, ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Канаш тата Тутарстанри Шали урлӑ иртмелле.
Чӑваш Енре пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш хулинче автовокзал ҫывӑхӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл хулари маршрут пулман, «Мускав - Канаш» маршрутпа ҫӳренӗ.
Автобус мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑнни паллӑ мар, сӑлтавне халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Тен, транспортра ҫитменлӗхсем пулнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче автобусра ҫынсем пулман.
Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ.
Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет.
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Канашри пӗр кафене палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе прокурор тесе паллаштарнӑ. Вӑл 4 ҫын валли апат саккас панӑ, 9 сехет валли илсе килме ыйтнӑ.
Кафе ертӳҫи саккаса илсе ҫитерме хӑйӗн ӗҫченне шаннӑ. Ҫул ҫинче ун патне ҫав арҫын шӑнкӑравланӑ, темиҫе телефон счечӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 17 пин тенкӗ хунӑ.
Саккаспа вырӑна ҫитсен йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: прокурорсенчен нихӑшӗ те апат саккас туман. Ҫав ултавҫа шырама пуҫланӑ.
Ку ӗҫе Краснодар крайӗнчи 44 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ун ҫумӗнче темиҫе телефон, банк карттисем пулнӑ. Ҫак арҫын ытти ҫавнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |