Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш наци телекуравӗ 3 ҫул тултарнӑ. Ҫак тапхӑрта республика ҫыннисем патне тележурналистсем тӗрлӗ кӑларӑм илсе ҫитернӗ.
Телекурав пурнӑҫа терлӗ енлӗн ҫутатма тӑрӑшать: экономика, социаллӑ ыйту, спорт, культура… Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче телекурав анлӑрах сарӑлма тытӑннӑ. Халӗ Наци телекуравне Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Куславккара, Ҫӗрпӳре, Кӳкеҫре, Тӗрлемесре, Сӑнав поселокӗнче курма пултараҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра телекурава Улатӑра, Ҫӗмӗрлене, Етӗрнене, Вӑрнара, Йӗпреҫе илсе ҫитересшӗн. Халӗ вара Наци телекуравне пурте тӗнче тетелӗнче курма пултараҫҫӗ.
Шупашкарпа Канаш хушшинче ҫӗнӗ йышши электропуйӑс ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ вакун питӗ хӑтлӑ. Хытӑ ларкӑч вырӑнне — ҫемҫе кресло. Телевизор тата wi-fi та пур.
Билет хакӗсем вара ҫавсемех юлнӑ. Ҫулсерен Чӑваш Енре хулаҫум пуйӑсӗсемпе 75 пин ҫын усӑ курать.
Вакунри ҫӗнӗ интерьера тунӑ чухне дизайнерсем пассажирсен кӑмӑлӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшнӑ. 30 ҫулти вакун халӗ ҫӗнӗ пекех курӑнать: урайӗнче — кавир, чӳрече ҫинче — карӑ.
Халӗ вакунри кашни пассажир тӗнче тетелне тӳлевсӗр кӗме пултарать. Анчах ҫӗнӗлӗхе те хӑнӑхмалла-мӗн. Зинаида Клеверова пассажир ав хура аттипе таса вакуна кӗме шикленнӗ. Ара, варалас килмест-ҫке-ха. Ҫавӑнпа чылайӑшӗ кивӗ вакунрах каять.
Дача сезонӗ вӗҫленсен тепӗр вакуна вӗҫертӗҫ. Ҫапла ҫӗнни ҫеҫ тӑрса юлӗ. Билет хакӗ ӳсмӗ. Халӗ Шупашкартан Канаша ҫитмешкӗн 264 тенкӗ-мӗн. Пуйӑс унта 2,5 сехетре ҫитет.
Паянтан Шупашкарти Ленин район администрацине Николай Прокопьев ертсе пыма тытӑнӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ.
Николай Прокопьев ӗҫ биографине Канашри савутсенчен пӗринче 1968 ҫулта штамповщкран тытӑннӑ. Механик та пулса ӗҫленӗ, Чулхулари чукун ҫулӑн Хусанти уйрӑмӗнче электромеханикра тӑрӑшнӑ. 1987 ҫулта ӑна Шупашкарти станцин вокзал пуҫлӑхне шаннӑ. 2004 ҫулчченех ҫавӑнта тӑрӑшнӑ вӑл. Кайран Прокопьев «Савва-техника» тулли мар яваплӑ обществӑн филиалӗн управляющийӗ пулса тӑнӑ. 2004–2008 ҫулсенче «Орион» тулли мар яваплӑ обществӑра пай пуҫлӑхӗнче, пуҫлӑхра тӑрӑшнӑ. 2008 ҫулта ӑна шӑпа Шупашкар хулин Ленин район администрацине илсе ҫитернӗ. Унта вӑл унта пуҫлӑх ҫумӗнче тимленӗ
Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ унччен ҫав должноҫре ӗҫленӗ Владимир Филиппова транспорт тата ҫул-йӗр министрне лартнӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Юпан 7-11-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи Элиста хулине гастроле кайнӑ. Артистсем ачасене тата аслисене спектакльсем кӑтартӗҫ: «Один дома», «Собаки», «Суя пурнӑҫ», «Тӑм тивнӗ чечексем».
Юпан 7-мӗшӗнче Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗнче гастрольсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чӑвашсене калмӑксем наци йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорне Елене Николаевӑна наци тӗрриллӗ шурӑ алшӑлли парнеленӗ. Ку тасалӑх тата ӑс палли-мӗн. Пирӗн артистсем вара вӗсене наци пуканисене парнеленӗ. Куракансемшӗн Иосиф Дмитриев хатӗрленӗ «Лгунья» постановка чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗ вара Чӑваш Енре юпан 20–24-мӗшӗсенче пулӗ, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта спектакльсем кӑтартӗ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Авто-Мото-Донор» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнӗ. Акци тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнисене пулӑшасси.
Шупашкарта донор пункчӗ юпа уйӑхӗн 6–10-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта — юпан 7-мӗшӗнче, Канашра юпан 8-мӗшӗнче юн илӗҫ. Шупашкарта донорсен Республикӑри юн илекен станцие ҫитмелле (Пирогов урамӗ, 9-мӗш ҫурт). Ҫӗнӗ Шупашкарсен Пионерсен урамӗнчи 20-мӗш ҫурта пымалла. Канаш ҫыннисен васкавлӑ медпулӑшу станцине (Чӑваш Ен: 30 ҫул урамӗ, 13-мӗш ҫурт) каймалла.
Юн паракансен ҫумра паспорт пулмалла. Ҫын юн пама пултарассине медиксем вырӑнта палӑртӗҫ.
Плазмӑна ҫур ҫул упрӗҫ. Кун хыҫҫӑн каллех юн илекен станцине пырса анализсем памалла. Ку юн хӑрушсӑр пулнине ҫирӗплетме кирлӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн ҫеҫ сипленмелли учрежденисене илсе кайма юрать-мӗн.
Юн паракансене апатланмашкӑн укҫа параҫҫӗ. Тата вӗсен ӗҫрен икӗ кун канма ирӗк пур.
Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче «Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерӗҫ. Йӗркелекенсем: Тӗмен облаҫӗн правительстви, Тӗмен облаҫӗн национальноҫ енӗпе ӗҫлекен комитет, Музыка, театр тата хореографи институчӗ, «Тӑван» чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, «Росстань» Ҫӗпӗр культура эткерлӗхӗ» ТМЯП. Малтанхи кун конференци Тӗменри Музыка, театр тата хореографи институтӗнче, иккӗмӗш кунӗ — Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче.
Филолог-ӑсчахсемсӗр пуҫне конференцине шкул ачисемпе студентсене те йыхравлаҫҫӗ. Сӑмах май шкул ачисен ятарлӑ секци ӗҫлӗ, вӗсем чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркине тӗпчӗҫ.
Конференцин тӗп ӑслӑлӑх енӗсем: «Чӑвашсем: кун-ҫул, йывӑрлӑхсем, малашлӑх»; «Чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине тӗпчес ӗҫ»; «Культура ҫыхӑнӑвӗсен хальхи тӑрӑмӗ тата пуласлӑхӗ: культурӑсен диалогӗ»; «Тӑван чӗлхепе литературине вӗренмелли инновациллӗ меслетсем»; «Тӑван чӗлхене вӗренессин хальхи ыйтӑвӗсем»; «Тӑван енӗн историйӗ, ӳнерӗ тата культури»; «Чӑвашсен культура эткерлӗхне упрасси: ҫитӗнӳсем, ыйтусем, тӗллевсем»; «Этнопедагогика: ачана халӑх культурипе ӳстересси»; «Раҫҫейри тата Урал-Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен фольклор тата этнографи эткерлӗхне упрасси»; «Хӑйсен тӗпчевӗсене чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине халалланӑ Н.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-служби республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ячӗпе ҫак уйӑхра виҫӗ Тав ҫырӑвӗ килни пирки хыпарлать. Вӗсенчен пӗринче Раҫҫейри шыв каналӗсен VII конференцине хатӗрлесе ирттерме пулӑшнӑшӑн ырӑпа асӑннӑ иккен. Ҫырура Элтепере, республика Правительствине тата Строймина ӑшӑпа палӑртнӑ. Тав тӑваканни — Шывпа тивӗҫтерекенсен тата канализацие тытса тӑракансен Раҫҫейри ассоциацийӗ.
Канашри транспортпа энергетика техникумӗн ӗҫченӗсем тата асӑннӑ хулари Йӗпреҫ шосси урамри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем 1300 метр тӑршшӗ тротуар туса панӑшӑн савӑннӑ.
Ямал-Ненецк автономи округӗнчи унти Муравленко хулинчи чӑвашсен «Пӗрлӗх» наципе культура автономийӗ асӑннӑ тӑрӑхпа экономика енчен килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑшӑн тав тунӑ. «Эпир сирӗнпе муханатпӑр!» — тенӗ хӑпартланнӑ ентешӗмӗрсем.
Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Канаш хулинчи депутатсен пухӑвне суйланнӑ ҫынна тӗпчевҫӗсем ултавҫӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӑх тарҫине тӗпчевҫӗсем муниципалитет килӗшӗвне пурнӑҫланӑ чух 600 пин тенкӗлӗх улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Канаш хула администрацийӗ асӑннӑ ҫын ертсе пыракан предприятипе хулари Павлов урамне юсама 1,3 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ. Тепӗр уйӑхра асӑннӑ компани администрацие ӗҫе вӗҫлени пирки суя хутсем тӑратнӑ. Анчах ӗҫе хайхи 700 пин тенкӗрен кӑшт ытларах суммӑлӑх кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Администрацинче ӗҫлекенсем ҫынна ытла та шанаканскерсем пулинех — ӗҫшӗн укҫана йӑпӑр-япӑр куҫарса та панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |