Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йӗпреҫ

Курав уҫӑлнӑ кун
Курав уҫӑлнӑ кун

2011 ҫул вӗҫленес умӗн Йӗпреҫри «Патвар» спортклубра Чӑваш сӑрӑ ӑстисен пӗрлӗх пайташӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Николай Федоровӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Ӑна Николай Васильевич ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Пирӗн республикӑри чи ватӑ сӑрӑ ӑстисенчен пӗри хальхинче курава 100 яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Асӑннӑ «тупра» — пултарулӑхра 50 ҫул ытла вӑй хунин «ҫимӗҫӗ». Федоров картинисенче ытларах тӑван тӑрӑх илемӗ, ял пурнӑҫӗ... Художникӑн ӗҫӗсемпе шкул ачисем те, аслӑрах ӑрури ҫынсем те хаваспах паллашаҫҫӗ.

 

Виталий Михайловӑн сайчӗ
Виталий Михайловӑн сайчӗ

Ака уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче педагогсен чӑвашла хатӗрленӗ сайчӗсен конкурсӗ пулчӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхин кунне халалласа Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Вӗренӳ институчӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ирттерчӗҫ. Пиллӗк кун хушшинче сасӑлава 469 ҫын регистрациленнӗ. Вӗсенчен 19-ӑшӗ сасӑлава хутшӑнас темен, 30-ӑшӗ хӑйсен сассине пӗр сайта та паман. Пӗрремӗш вырӑна 114 сасӑ пухса Краснормейскинчи 2-мӗш шкулта ӗҫлекен Виталий Михайлович Михайлов тухнӑ, иккӗмӗш вырӑнта — Йӗпреҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш номерлӗ вӑтам шкулта ӗҫлекен Ядрицова Алена Андреевна (101 сасӑ), виҫҫӗмӗш вырӑнта — Канаш хулинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 6-мӗш вӑтам шкулта тӑрӑшакан Нина Спиридоновна Ершова (65 сасӑ).

Саламлатпӑр!!!

 

Алена Ядицева
Алена Ядицева

Тин ҫеҫ темелле, чӳкӗн 22-мӗшпе 25-мӗшӗ хушшинче Мускавра «Тӑван чӗлхене, вӑл шутра вырӑс чӗлхине те, вӗрентекен учительсен пӗтӗм Раҫҫейри мастер-класс — 2010» иртнӗ. Унта Раҫҫейри 29 тӑрӑхри 35 вӗрентекен хутшӑннӑ. Вӑл кӑҫал 4-мӗш хут иртет ӗнтӗ — унта хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫне тӗрлӗ енлӗ кӑтартма тивет — тӑван ен пирки те, шкул пирки те, ӗҫ пирки те кӑсӑклӑ каласа памалла. Тӑван чӗлхене ачасен ӑсне хывакансен хӑйсен урокне видеоролик евӗр кӑтартма та тивет. Мастер-класа вӗҫлесе вӗрентекенсен хӑйсен халӑх тумне кӑтартмалла пулнӑ.

Пирӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем кашни ҫул ҫӗнтерӳҫӗ пулса килеҫҫӗ. Хальхинче те вырӑнсӑр таврӑнман — Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Ядрицова Алёна Андреевна пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ун ӗҫне меслетлӗх тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗлӗхсем тупнӑшӑн пысӑк хак панӑ. Шупашкарти 59-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Абрамова Галина Васильевна иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, «Создатель УМК» номинацире вара ӑна 1-мӗш вырӑнах панӑ.

Малалла...

 

К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине пӑхмасӑр калатпӑр» конкурс хӑй ӗҫне пӗтерчӗ. Конкурса республикӑн тӗрлӗ йышши шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем:

Александрова Наталия Викторовна, Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Зоя Витальевна, Шупашкар хулин 4-мӗш професси училищинче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Татьяна Анатольевна, Сӗнтӗрвӑрри районӗн Октябрски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Васильева Татьяна Ильинична, Канаш районӗн Катек шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Игнатьева Людмила Семеновна, Муркаш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Ласточкина Анфиса Ильинична, Комсомольски районӗн Ӗнел шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен.

Малалла...

 

Ыран, кӑнтӑрла, 13 сехетре «Чӑваш Ен» наци радиовӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ скверта, наци вулавӑшӗ умӗнче, ятарлӑ митинг иртӗ — пухӑннӑ халӑх ҫӗнӗ радиостанцине итлеме пултарӗ.

Эфира радиостанци Йӗпреҫри (УКХ 72,41 МГц) тата Ҫӗрпӳри (FM 105,0 МГц) передатчиксем урлӑ тухӗ. Пралук тӑрӑх ӑна Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере тата Канашра виҫҫӗмӗш кнопка урла итлеме пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та