Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫарӑклӑ

Пӑтӑрмахсем
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗ ҫывӑхӗнче полицейски виллине тупнӑ. Пӑтӑрмах пирки малтанласа тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗлтернӗ, каярах ку хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ҫирӗплетсе панӑ.

Лейтенант ӗҫ хыҫҫӑн пистолета ӗҫре парса хӑвӑрман иккен. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна шырама тытӑннӑ. Ӗҫри сӗтел ҫинче вӑл хут ҫырса хӑварнӑ, унта вӑл тӑван тӑрӑхӗнче пулассине пӗлтернӗ иккен. Полицейски виллине, чӑн та, ҫавӑнта тупнӑ.

Пӑтӑрмах сӑлтавне халӗ йӗрке хуралҫисем тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru/3145
 

Республикӑра
Владимир Николаев
Владимир Николаев

Раҫҫей Федерацийӗн тӗп прокурорӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ муниципалитетри надзор органне ертсе пыма Владимир Николаева шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.

Владимир Геннадьевич Николаев 1977 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1993-1998 ҫулсенче Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтеричченех вӑл, 1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Канашри районсем хушшинчи прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑ. Каярах Владимир Николаев унта следовательте ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн транпсорт прокурорӗн ҫумӗ, Тӑвай районӗн прокурорӗ те пулнӑ. 2012 ҫултанпа Комсомольски район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑна Шӑмӑршӑна куҫарнӑ.

 

Сывлӑх

Кӑҫал Вӑрнар районӗнче виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫурт тӑвас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Авӑн уйӑхӗнче вара Упнерпа Ишлей ялӗсенче тума аукцион ирттерсе строительсене палӑртнӑ.

90 ытла ҫын пурӑнакан Ишлей ялӗнче ФАП стенисене хӑпартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Тухтӑр ҫурчӗ тавралли ялсенче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене те тивӗҫтерӗ. Ҫуртра фельдшер пулса Любовь Григорьева тӑрӑшать. Унчченхи ҫуртра кӑмака та хутма тивет, шыв йӑтмалла. Ҫӗннинче мӗнпур ырлӑх шалта пулӗ. ФАПа хӑпартма 2 миллион тенкӗ ытла кирлӗ. Укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ.

Ҫӗнӗ ҫулччен мӗнпур виҫӗ фельдешерпа акушер пунктне туса пӗтермелле.

Сӑнсем (22)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем