Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Культура
Юмах вӗҫленсен...
Юмах вӗҫленсен...

Шупашкар районӗнчи культурӑпа кану центрӗн «Эйфория-Иллюзия» халӑх театрӗ (ертӳҫи — Екатерина Федорова) ӗнер «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» республика хаҫачӗн журналисчӗ Алина Изман юмахсене тӗпе хурса ҫырнӑ «Ну очень запутанная история» (Пӑтравлӑ истори) хайлав тӑрӑх спектакль лартнӑ.

3 ҫултан пуҫласа 12-чченхи ачасем валли калӑпланӑ юмахри тӗп сӑнарсем — Вовкӑпа унӑн йӑмӑкӗ Лиза. Вӗсем хальхи вӑхӑтри хӑш-пӗр ача пекех: кӗнеке вулама кӑмӑлламаҫҫӗ, компьютерпа мультфильм тесен сехечӗ-сехечӗпе монитор е экран умӗнче ларма хатӗр.

Премьерӑпа саламланӑ май ӑшӑ сӑмах каласа автора, режиссера тата вылякансене Шупашкар район администрацийӗн культура, туризм тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова, Республикӑри халёх пултарулӑх центрӗн театр енӗпе ӗслекен методисчӗ Владимир Григорьев ырӑ суннӑ.

 

Сумлӑ сӑмах Раҫҫейре

Хӗрарӑмсене килте пусмӑрлани, вӗсене хӗнени пирки маларах та калаҫатчӗҫ. Юлашки ҫур ҫулта ку тема тата ҫивӗчленчӗ темелле: РФ Пуҫиле кодексне апла та улшӑну кӗртмелле терӗҫ, капла та. Саккуна ҫыракансем ҫапӑҫакан этеме малтанласа штрафласан та ҫитет тесшӗн те пулчӗҫ.

Малтанласа штрафласан та тени, ман шутпа, питех те айванла пуҫару. Ҫӗршыври е пирӗн республикӑри вӑтам ҫемьене илсен, ӑна пуян тееймӗн. Нумайӑшӗ пӗр ӗҫ укҫинчен теприччен саплаштаркаласа-ҫитеркелесе пырать. Паян чылайӑшӗ ипотекӑпа пурӑннӑран укҫан сумлӑ пайӗ унта тухса каять. Ҫапӑҫакан ҫемьери арҫынна штрафлаҫҫӗ тейӗпӗр. «Кӗмӗл» килтен (ачасене илсе парас пылак ҫимӗҫрен, шкулти е пахчинчи тӑкак валли тесе уйӑрас укҫаран, тепӗр уйӑх ӗҫ укҫиччен ҫӑнӑх-кӗрпе туянса хурассинчен) кайнине хӗрарӑм аван ӑнланать. Ҫакна шута илсе те вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтериччен ҫиччӗ виҫсе пӑхӗ.

Халӗ вара статистикӑна илсе кӑтартар. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫапларах цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: «Раҫҫейре кашни сехетре пӗр хӗрарӑм упӑшки е пӗрле пурӑнакан арҫын хӗненӗрен вилет.

Малалла...

 

Раҫҫейре

Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.

Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.

Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.

 

Республикӑра

«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ.

Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ.

Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ.

 

Республикӑра Дмитрий Моисеева саламланӑ самант
Дмитрий Моисеева саламланӑ самант

Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑракан «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Хӑнасемпе тӳре-шара Пуканесен театрне пухӑнчӗҫ.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» ӗҫченӗсене тарта вулаканӗсене саламламашкӑн чылай сумлӑ хӑна килчӗ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайӗн пуҫлӑхӗ Евгения Кудряшова хаҫат редакторне ведомствӑн Хисеп грамотипе чысларӗ. Елена Лукина коррректора тата Алина Изман корреспондента вара министрӑн Тав хутне парса хавхалантарчӗ. Ирина Алексеева корреспондент Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн Тав хутне тивӗҫрӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Арланов Ирина Кошкина корреспондента Издательство ҫурчӗн Тав хучӗпе чысларӗ.

Историе илес тӗк, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче «Ҫамрӑк хресчен» ятпа тухма тытӑннӑ. Ун чухне унӑн тиражӗ 1500 экземпляр пулнӑ. Пӗрремӗш редакторӗ — Мӗтри Исаев (Авраль). Унтан хаҫат тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист».

Малалла...

 

Культура

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» уява чӗнет. Унта чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ валли уйрӑм хаҫат пирвайхи хут 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче тухнине аса илтерӗҫ. «Пурӑна киле ячӗ пӗрре мар улшӑннӑ: «Ҫамрӑк колхозник», «Ҫамрӑк большевик», «Ҫамрӑк коммунист», «Молодой коммунист». 1996 ҫултанпа вӑл «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ятпа пичетленет», — ӑнлантараҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Ҫапла вара чӑваш ҫамрӑкӗсем валли ятарлӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа 90 ҫул ҫитет пулать.

Ҫак юбилее «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» вулакансемпе пӗрле паллӑ тӑвасшӑн.

Уяв раштавӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче (вӑл Шупашкарти Президент бульварӗнчи 15-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) иртӗ. Вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Уява чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Чи лайӑххи — уява тӳлевсӗрех кӗртни. Хаҫат ҫырӑнакансене парне пама, лотерея выляттарма шантараҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Дима Моисеев
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ Дима Моисеев

Мускавра ҫӗршыв тата регион шайӗнче тухса тӑракан, ҫырӑнакансен шутне ӳстернӗ хаҫатсемпе журналсен редакцийӗсене чысланӑ.

2015 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурри валли ҫырӑнакансен йышне пысӑклатнӑшӑн почта ҫыхӑнӑвӗн 10 управленине, ҫӗршыв шайӗнче тухса тӑракан 10 тата регионсенчи тепӗр 10 кӑларӑм редакцийӗсене Дипломпа чысларӗҫ. 2014 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫуллӑх кампанийӗпе танлаштарсан вӗсем кӑна ку хутӗнче хаҫат-журнал тиражне ӳстерме пултарнӑ-мӗн.

Регионсенчи ҫырӑнтару акцине ӑнӑҫлӑ ирттернӗ 10 кӑларӑм йышӗнче виҫҫӗшӗ — «Хыпар» Издательство ҫурчӗн икӗ хаҫачӗпе пӗр журналӗ. Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хресчен сасси» хаҫачӗсем тата «Тӑван Атӑл» журнал тиражӗсем сыхланса юлнӑ кӑна мар, ӳснӗ те-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/salamlatpar
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

3 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.01.2021 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тахçанах кĕтнĕ тупăш пулмĕ. Пĕр вăхăт мĕн пуррипе çырлахма тивĕ. Эрне варринче сывлăхпа çыхăннă кирек мĕнле диагностика процедури те вырăнлă пулĕ. Туссем валли вăхăт ытларах уйăрăр.

Кӑрлач, 21

1924
97
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри вилнӗ.
1975
46
Волков Леонид Валерьевич, экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ӑслӑлӑх тата общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org