Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: энергетика

Экономика

«Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энерги сутакан компани) умӗнче парӑм виҫи ӳссе кайнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсене тӳрреммӗн тӳлекен Чӑваш Ен ҫыннисем пурӗ 208,4 миллион тенкӗ таран парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку виҫе 50 миллион ытларах. Каласа хӑварас пулать, тӳрреммӗн тӳлекенсен йышӗ республикӑра 384 пин абонент ытла шутланать.

Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗсем, ертӳллӗ (управляющи) компанисем тата ытти ҫавӑн йышши пӗрлӗхсем те парӑмра, вӗсен виҫи 326 миллион ытла.

«Чувашская энергосбытовая компания» акционерлӑ общество аслӑрах «ЭСК РусГидро» акционерлӑ обществӑн «ачи» шутланать. Парӑмсем ытла ӳссе кайнине пула энергетиксем парӑмҫӑсенчен хытӑрах ыйтасшӑн. Уйрӑм ҫынсенчен те, управляющи компанисенчен те парӑма илес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://energo-news.ru/archives/140273
 

Экономика Шупашкар ГЭСӗ
Шупашкар ГЭСӗ

Чӑваш Ен Шупашкар ГЭСне хӑпартасшӑн. Ку ыйту тавра чылай тавлашрӗҫ. Халӗ черетлӗ проект хатӗр. Ӑна экологсене тӗпчемешкӗн парасшӑн.

Проектра станци тавралӑха сӑтӑр кӳрессипе ҫыхӑннӑ самантсене татса панӑ-мӗн. Халӗ проектировани уйрӑмлӑхӗ пирки тата шыв управӗн строительствипе ҫыхӑннӑ ыйтусен саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.

ЧР Хула строительствин министрӗ Олег Марков ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шыв управне 68 метр таран хӑпартсан чылай ыйту татӑлать: карапсем ҫӳресси, экологи ыйтӑвӗ. Шыв шайӗ хӑпарсан е типӗ ҫанталӑк тӑрсан та халӑх шар курмӗ-мӗн. Халӑха электроэнергипе тивӗҫтермелли тепӗр ҫӑлкуҫ та пулать иккен.

2013 ҫулта ирттернӗ пухура вара Мари Эл ҫыннисем шыв управне хӑпартассине хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика тӗлӗшӗнчен ку тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетмен, экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси те паллӑ мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kp.ru/online/news/1856013/
 

Раҫҫейре Шупашкар ГЭСӗ
Шупашкар ГЭСӗ

Шупашкарти ГЭСа туса пӗтермелли проекта черетлӗ экологи экспертизи валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ проектра маларах Патшлӑхӑн экологи экспертизи асӑрхаттарнисене шута хунӑ. Проекта хатӗрлеме хутшӑннӑ 30 ытла проектпа ӑслӑлӑх тата проектпа тӗпчев орагнизацийӗсем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Унччен асӑрхаттарнисене вӗсем пурте ӑша хывнӑ теҫҫӗ.

Ҫапах та уйрӑмах хӳтӗлемелли патшалӑх территорийӗсемпе тата выльӑх ҫӑвисемпе ҫыхӑннӑ асӑрхаттарусене пӗтерме май килмен. Энергетиксемпе проектҫӑсем хальхи саккун ун пек пысӑк инфраструктура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме май памасть тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн Стройминӗ шыв управҫисене проектлассин тата тӑвассин хӑйне евӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ хатӗрлет-мӗн-ха.

«Хальхи вӑхӑтра проект документацине туса пӗтерессипе йӗркеллӗ технологи ӗҫӗ пырать. Ку кӑткӑс проект 39 региона пырса тивет. Эпир асӑннӑ проект тӳрремӗнех пырса тивекен виҫӗ регион интересне мала кӑларса кӑна мар, патшалӑх интересне тӗпе хурасшӑн», — тенӗ иккен «РусГидро» акционерсен обществин техника политики тата аталану енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Расим Хазиахметов.

Малалла...

 

Республикӑра

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ муниципалитетӑн балансӗ ҫинчи электрохуҫалӑх объекчӗсене конкурссӑрах вырӑнти пӗр электрохуҫалӑха панӑ. Ҫапла хӑтланни Чӑвашэнергон филиалне тивӗҫтерменнине кура вӑл монополипе кӗрешекенсем патне ҫӑхавпа ҫитнӗ.

Евитленине асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ та ахальтенех пӑшӑрханманнине палӑртнӑ. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ объектсене тара парасси пирки килӗшӗве алӑ пусиччен конкурс ирттернине кура тек саккуна пӑсман, ҫавна май асӑрхаттару хучӗ ҫырса тӑма тивмен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvashia.fas.gov.ru/news/13661
 

Чулхула облаҫӗнчи Урен районӗнче ҫӗнӗ АЭС туса лартасшӑн. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Урен районӗн земство пухӑвӗн депутачӗсем ку ыйтӑва татса панӑ — атомлӑ электростанцине вырнаҫтарма килӗшнӗ. Ку пӗрремӗш тапхӑр кӑна-ха. Малалла область пуҫлӑхӗсем «Росатом» ПК-па килӗшӳ пусма хатӗрленеҫҫӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн энергетика тӗлӗшӗпе тӗп аталанӑвӗн планӗ тӑрӑх Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулччен икӗ объект хӑпартмалла — пӗри АЭС, тепри — пӑспа газ электроцентралӗ. Унӑн хӑвачӗ 900 МВт. АЭС хӑвачӗ — 2400 МВт, вӑл икӗ блокран тӑрӗ. Малашне, вӑхӑт ыйтсан, ӑна ӳстерме те пулӗ. Электростанцине 2016 ҫул тӗлне туса лартма палӑртаҫҫӗ, 2020 ҫул тӗлне вара хута ярасшӑн.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.12.2019 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 15

1905
114
Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1973
46
Салампек Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org