Шупашкарти ГЭСа туса пӗтермелли проекта черетлӗ экологи экспертизи валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ проектра маларах Патшлӑхӑн экологи экспертизи асӑрхаттарнисене шута хунӑ. Проекта хатӗрлеме хутшӑннӑ 30 ытла проектпа ӑслӑлӑх тата проектпа тӗпчев орагнизацийӗсем ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Унччен асӑрхаттарнисене вӗсем пурте ӑша хывнӑ теҫҫӗ.
Ҫапах та уйрӑмах хӳтӗлемелли патшалӑх территорийӗсемпе тата выльӑх ҫӑвисемпе ҫыхӑннӑ асӑрхаттарусене пӗтерме май килмен. Энергетиксемпе проектҫӑсем хальхи саккун ун пек пысӑк инфраструктура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме май памасть тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн Стройминӗ шыв управҫисене проектлассин тата тӑвассин хӑйне евӗрлӗхӗпе ҫыхӑннӑ саккун проекчӗ хатӗрлет-мӗн-ха.
«Хальхи вӑхӑтра проект документацине туса пӗтерессипе йӗркеллӗ технологи ӗҫӗ пырать. Ку кӑткӑс проект 39 региона пырса тивет. Эпир асӑннӑ проект тӳрремӗнех пырса тивекен виҫӗ регион интересне мала кӑларса кӑна мар, патшалӑх интересне тӗпе хурасшӑн», — тенӗ иккен «РусГидро» акционерсен обществин техника политики тата аталану енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Расим Хазиахметов.
Альтернативлӑ меслет те пур иккен. Ку вӑл — Чулхула облаҫӗнче пӗчӗк хӑватлӑ гидроузел тӑвасси. Ҫакӑ Шупашкар ГЭСне 68 метр таран хӑпартнипе танлашма пултарать иккен. Анчах проектҫӑсемпе энергетиксем пӗчӗк хӑватлӑ плотина пӗтӗм ыйтӑва татса парайманнине тата вӑл та пулин вӑхӑтлӑха кӑна усӑ кӳрессине палӑртаҫҫӗ иккен. 30–40 ҫултан шыв ӑшӑхланма тытӑнать имӗш. Ун чух каллех е тепӗр плотина тума, е Шупашкар ГЭСӗн проекчӗ патне таврӑнма тивет иккен.