«Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энерги сутакан компани) умӗнче парӑм виҫи ӳссе кайнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсене тӳрреммӗн тӳлекен Чӑваш Ен ҫыннисем пурӗ 208,4 миллион тенкӗ таран парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку виҫе 50 миллион ытларах. Каласа хӑварас пулать, тӳрреммӗн тӳлекенсен йышӗ республикӑра 384 пин абонент ытла шутланать.
Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗсем, ертӳллӗ (управляющи) компанисем тата ытти ҫавӑн йышши пӗрлӗхсем те парӑмра, вӗсен виҫи 326 миллион ытла.
«Чувашская энергосбытовая компания» акционерлӑ общество аслӑрах «ЭСК РусГидро» акционерлӑ обществӑн «ачи» шутланать. Парӑмсем ытла ӳссе кайнине пула энергетиксем парӑмҫӑсенчен хытӑрах ыйтасшӑн. Уйрӑм ҫынсенчен те, управляющи компанисенчен те парӑма илес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ.