Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: экспертсем

Республикӑра
aif.ru сайтри сӑн
aif.ru сайтри сӑн

Паян ҫӗрле Чӑваш Енре ҫӑлтӑр ӳкнине нимсӗр-мӗнсӗр, ахаль куҫпа, сӑнама пулать.

Ку вӑхӑта ҫывӑрса ан юлӑр. Кун валли чи лайӑх вӑхӑт — 23 сехетрен пуҫласа ирхи 3-ччен. Экспертсем акӑ мӗн сӗнеҫҫӗ: ҫӑлтӑрсем ӳкнине сӑнама хула тулашне, ҫутӑ сахалрах ҫӗре, каймалла.

Апла ҫӑлтӑр ӳкнине сӑнама, ҫав вӑхӑтра ӗмӗтленме васкӑр. Тен, пурнҫланӗ?

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13784
 

Статистика

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен наци танлаштарӑмӗнче ҫӳлерех хӑпарнӑ. Кӑҫалхи пуш-ака уйӑхӗсенче вӑл 34-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Аса илтерер: икӗ уйӑх каялла 41-мӗш вырӑнта пулнӑ.

Экспертсем Михаил Игнатьевӑн ҫитӗнӗвӗсен шутне республикӑра Президент суйлавӗ лайӑх иртнине кӗртнӗ. Ҫынсем суйлава кайнин, Владимир Путиншӑн сасӑланин кӑтартӑвӗсем Раҫҫейринчен иртнӗ.

Экспертсене пӗлтӗр республикӑра тулаш суту-илӳ ӳсни те савӑнтарнӑ. Кун пирки Михаил Игнатьев Ялтӑра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче каланӑччӗ.

Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер патне эстакада тӑвасси те, Шупашкар аэропортне реконструкцилеме пуҫласси те Элтеперӗн сумне ӳстернӗ. Экспертсен критика та пулнӑ: вӗсен шухӑшӗпе, «Трактор савучӗсем» концерн панкрута тухсан вырӑнти влаҫ тухӑҫлӑ ӗҫлемен.

 

Статистика

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Раҫҫейри ТОП-25 мэрсен йышне кӗнӗ. Вӑл 17-мӗш йӗркерен 16-мӗшне хӑпарнӑ. Танлаштарӑма информаци коммуникацийӗсен «Рейтинг» центрӗ хатӗрленӗ.

Экспертсем Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайне уҫнине палӑртнӑ. Ӑна, сӑмах май, республика тата федераци хыснисенчи укҫа-тенкӗпе хута яраҫҫӗ. Алексей Ладыков танлаштарӑмра чи лайӑххисен йышне кӗнине Шупашкар экономика кӑтартӑвӗ тӗлӗшпе ӳсни те витӗм кӳнӗ. «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» программӑпа килӗшӳллӗн хулара 27 ҫула юсаҫҫӗ.

Хулан туризм аталанӑвне лайӑхлатакан мероприятисене те экспертсем лайӑх енчен хакланӑ. Танлаштарӑм кӑтартӑвне кадет корпусӗ хута кайни, Республика кунӗ тӗлне ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ объектсем уҫӑлни те витӗм кӳнӗ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Экспертсем вӑл мӗншӗн йӑтӑнса аннине палӑртнӑ. Кун пирки ЧР прокуратури хыпарлать.

Аса илтерер: хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ ҫурт 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче йӑтӑнса аннӑ. Кун пирки тӗнче тетелӗнче хыпар тухсан прокуратура ҫакна тӗрӗслеме шухашланӑ.

Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хутлӑ ҫурт никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне проектировани тата производство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне йӗркене пӑснине пула ишелнӗ. Ҫурта юсамашкӑн 2,8 миллион тенкӗ кирлӗ.

Тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/39531
 

Тӗнче тетелӗ

Чӑваш Республикин «Открытые данные» (чӑв. Уҫӑ кӑтартусем) порталӗ Раҫҫейре лайӑххисен шутне лекнӗ. «Инфометр» тытӑм интернет-сайтсен уҫҫӑнлӑхне хакланӑ та, пирӗн регионти лайӑххине пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн республикӑн порталӗ ҫӗршывра пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Сайтсене 87 параметрпа хакланӑ. Чӑваш Енри портал экспертсемпе тӗрлӗ информаци шыракансене 89,2 процент тивӗҫтерет. Пӗлтӗрхинчен ку кӑтарту 4,6 процент лайӑхланнӑ. Регионсенчи порталсен уҫҫӑнлӑхӗ вӑтамран 48,37 процентпа танлашать.

«Открытые данные» портала Чӑваш Енре 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Унта кӗрсе куллен кирлӗ самай информаципе паллашма пулать, ҫав шутра пӗр-пӗр предприяти-организаци адресӗнчен пуҫласа инвестици проекчӗсем таранах пӗлме май пур.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне питӗ лайӑх иртӗ. Шӑпах халӗ тахҫанах канӑҫсӑрлантарнӑ ыйтусене татса пама пултаратӑр. Ертӳлӗх сире урӑхла хаклама тытӑнӗ, шухӑшне лайӑх енне улӑштарӗ. Ӗҫре сӑмах патӑр тӑк ӑна тытӑр, уйрӑмах — килӗшӳсем тунӑ чухне.

Ҫурла, 29

1891
135
Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1916
110
Осокина Софья Павловна, пир ҫинче ӳкерекен ӳнерҫӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Чернышев Александр Александрович, опера юрӑҫи, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1963
63
Маттикасси, Хырлӑх, Чӑршӑ тата Чӗрӗп ялсене пӗрлештерсе Вомпӑкасси ялне йӗркеленӗ.
1968
58
Былинкина Лариса Геннадьевна, актриса, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
2010
16
Игнатьев Михаил Васильевич президент вырӑнне йышӑннӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын