Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хӗрсем

Культура
mx900.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ
mx900.livejournal.com сӑнӳкерчӗкӗ

«Раҫҫей чӑваш пики» конкурс кӑҫал та иртет. Ӑна раштавӑн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Унччен вара ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗн тата республикӑри районсен шайӗнче мала тухнӑ чӑваш пикисем финала хатӗрленеҫҫӗ.

Кӑшӑлвирус чирӗ сарӑлнине пула кӑҫалхи ӑмӑрту видео-онлайн мелӗпе иртет. Хӗрсем заявка тата 4 тӗрлӗ номинацире видео хатӗрлемелле. Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинаципе ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма Чӑваш наци конгресӗн «Контактра» ушкӑнӗнчи страницӑра раштав уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче сасӑлани тӑрӑх пӗтӗмлетӗҫ. Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тӳресем видеосене ӑысӑк экран ҫинче пӑхса хаклӗҫ.

Сӑмах май каласан, «Чӑваш пики» конкурса 2006 ҫулта ирттерме пуҫланӑ.

 

Спорт

Спорт кӗрешӗвӗн ӑстисем: Чӑваш Енри Евгения Захарченкӑпа Мария Кузнецова — тӗнче шайӗнчи ӑмӑртӑва тухса кайнӑ. Вӗсем 23 ҫулчченхи ҫамрӑксем хушшинче иртекен юниорсен чемпионатне хутшӑнӗҫ. Унта ҫул тытиччен хӗрсем тренировкӑсене Мускав облаҫӗнчи «Озеро круглое» (чӑв. Ҫавра кӳлӗ) базӑра ирттернӗ. Паян хӗрсем Румынин тӗп хулине, Бухареста, самолетпа вӗҫсе кайнӑ.

Чӑваш Енӗн Физкультурӑпа спорт министертсивн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗнче шайӗнчи ӑмӑрту Румынин тӗп хулинче чӳк уйӑхӗн 12-18-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫейрен унта 10 хӗр хутшӑнать. Ҫав сумлӑ йыша Чӑваш Енри икӗ пике кӗнӗ: Евгения Захарченко тата Мария Кузнецова. Евгения 72 килограмчченхи виҫере кӗрешӗ, Мария – 65 килограмчченхинче.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта 64 тенкӗлӗх пурлӑха пула тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун чухлӗ тенкӗлӗх вӑрланӑшанах пуҫиле майпа айӑпламаҫҫӗ-ха. Административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.

Ҫак уйӑхӑн 17-мӗшӗнче вӑл Шупашкарти Ҫӗнӗкӑнтӑр раойнӗнчи лавккасенчен пӗринчен икӗ булка тата салат илсе тухас тенӗ. Тӳлемесӗрех. Ҫакна лавкка хуралҫисем сиснӗ. Пурлӑхӗ 64 тенкӗлӗх кӑна пулин те суту-илӳ точкинчи пурлӑхшӑн яваплӑскерсем полицейскисенех пӗлтерме йышӑннӑ. Лешсем 64 тенкӗлӗх тавара вӑрлакана тытса чарма персе ҫитнӗ.

64 тенкӗлӗх тавара пӗчӗк ача е выҫӑ студент куҫ хывнӑ пуль текенсем йӑнӑшаҫҫӗ. Ирпе апатланма шутласа лавккаран вӑрлама тӑни – 24 ҫулти ӳсӗр хӗр.

Вӑрлакана йӗрке хуралҫисем шалти ӗҫсен пайне илсе каяс тесе машинӑна лартма тӑнӑ. Лешӗн каяс килмен те вӑл малтан пӗр полицейские алӑран ҫыртса лартнӑ, кайран теприне.

Вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн ӑна административлӑ майпа айӑпласа пӗр пин тенкӗлӗх явап тыттармалла тунӑ. Пуҫиле ӗҫне вара влаҫри ҫынсене хирӗҫ тӑнӑшӑн пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Патак шушкӑ мар
Патак шушкӑ мар

Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах юлашки вӑхӑтра йӗрке хуралҫисене тӳнккени пирки вӗҫӗмех пӗлтереҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун пек тӗслӗх Шупашкар районӗнче пулнӑ-мӗн.

Асӑннӑ районти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пуш уйӑхӗн пӗр каҫхине Алькешри кафесенчен пӗринче сиксе тухнӑ. 21 ҫулхи пике унта хӑйӗн паллаканӗсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Тем сӑлтава пула хайхин пӗлӗшӗсемпе кафене пынӑ тепӗр ҫынсен хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Сӑмахпах лӑпланман лешсем — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Харкашакансем пирки кафе ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫапӑҫакансене тытса кайма тӑрсан пике полицейскисемпе ҫапӑҫма пуҫланӑ. Икӗ йӗрке хуралҫине те вӑл «тӑхӑнтартса янӑ».

Йӗрке хуралҫисемпе ҫапӑҫакан ӳсӗр пике тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Виҫӗмкун ун тӗлӗшпе суд пулса иртнӗ. Хӗр айӑпа пӗтӗмпех йышӑннине тата ун пирки лайӑх характеристика (ҫапла-ҫапла) пулнине кура суд ӑна 20 пин тенкӗ штраф панипе ҫырлахас тенӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ытлашши хăвăра шанмалла мар, сирĕн валли хатĕрлемен капкăна çăмăллăнах лекме пултаратăр. Эрнен иккĕмĕш çурринче çынсене чуна уçма ан васкăр – вĕсем шанчăклах пулманни сире те иккĕлентерет.

Кӑрлач, 27

1891
130
Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1900
121
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1906
115
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1925
96
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1939
82
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Маншӑн ҫавах
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org