Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен кӑҫал икӗ пике хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: илем конкурсӗнче Анна Будаева тата Яна Галанина ӑмӑртнӑ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 25 пикерен чи хитре хӗр яне Ӗрӗнпурти Анна Линникова тивӗҫнӗ. Чӑваш Енри Анна Будаева пӗрремӗш вице-мисс ята ҫӗнсе илнӗ.
Анна Будаева Шупашкарти электромеханика колледжӗнче программиста, веб- тата мультимеди приложенийӗсен разработчикне вӗренет. Модель пулса ӗҫлет, пушӑ вӑхӑтра веб-сайтсем хатӗрлет, баскетболла вылять. Чӑваш Енри волонтёр центрӗпе ҫыхӑну тытнӑ май хуҫасӑр чӗрчунсене пулӑшать.
Agabazar // 5859.2.0270
2022.07.28 13:00 | |
Анна Будаева Шупашкарти электромеханика колледжӗнче программăлавçăна , веб- тата мультимедиа килтерĕшĕсен майлаштарвçине вӗренет. | |
