Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: утар

Пӑтӑрмахсем

Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Вӑрнар районӗнчи Утар ялӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Хайхискер хӑй пурӑнакан ҫуртран инҫе мар, Вӑрман урамӗнче, выртнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Утарта пурӑннӑ 38 ҫулти хӗрарӑм шӑнса вилме пултарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет, хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула вилнине уҫӑмлатать.

Палӑртмалла: пушӑн 3-мӗшӗнче ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55675
 

Раҫҫейре

Нумаях пулмасть Калуга облаҫӗнче «Этнотӗнчери вӗлле хурчӗсен тӗнчи» курав тата «Хальхи вӑхӑтра вӗлле хурчӗсем ӗрчетесси тата тӗл пулакан йывӑрлӑхсене татасси» тӗнчери ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ. Унта Итали, Украина, Иордани, Казахстан, Израиль ҫӗршывӗсенчен тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ӑсчахсем, утарҫӑсем пуҫтарӑннӑ. «Конференцие Чӑваш Республикинчен 4 ҫын хутшӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтернӗ Патӑрьел районӗнчи Н. Пирожков зоотехник-утарҫӑ вырӑнти район хаҫатне.

Италинчен килнӗ ученӑй-утарҫӑ, сӑмахран, пыл ҫӗнӗлле илес енӗпе мӗнле ӗҫлемеллине каласа панӑ иккен. Вӗлле хурчӗ тытакансене кирлӗ оборудованисемпе, насоссемпе, кӑрчама хатӗрлекен аппаратпа тата ытти нумай япаласемпе паллаштарнӑ. Казахстанра, ав, утарҫӑсене патшалӑх процентсӑр кредит парать, утарсем йӗркелеме вырӑнсем уйӑрса пулӑшать-мӗн. Вӗлле хурчӗсене сиплеме епле препаратсемпе усӑ курние те паллаштарнӑ.

 

АКА
17

Утар тытма ҫӑмӑл-и?
■ Володя | 17.04.2012 07:22 |

Кашни ялта пыл хурчӗпе ӗҫлекен ҫын пурах. Айӑкран сӑнакан пыл тӑвакансем ҫирӗп сывлӑхлӑ тата пуян тенине пурте илтнӗ ӗнтӗ. Анчах та ку ӗҫ йывӑр та канӑҫсӑр, час-часах пархатарсӑр пулнине вара пурте ӑнкарса каймаҫҫӗ пулас. Ҫавӑнпа та ӑста утарҫӑсем вӗрентнине пӗлни пӑсмӗ тейӗпӗр.

Чи малтан эсир пурӑннӑ вырӑнта пыл хурчӗ «ӗҫлеме» май пуррине пӗлес пулать. Пыл хурчӗ 4–5 ҫухрӑм таран таврипех вӗҫет иккен: килтен пушӑ, киле тулли. Таврӑнакан хурта йывӑр пулнипе вӑл аяллӑн вӗҫет, ҫавӑнпа та ун ҫулӗ ҫинче чукун е машшин ҫулӗ пулмалла мар: ҫапӑнса вилме пултарать вӑл. Пыл хурчӗ бензин е керосин шӑршине те чӑтма пултараймасть, вӑл шӑршӑ ӑна ҫултан ҫӗтерсе ярать. Сысна вити, сахӑр е эрех савӑчӗсем те юнашар лармалла мар: хурт вӗллене наркӑмӑш йӑтма тытӑнать. Утар ларнӑ вырӑнта пысӑк пӗве пулсан та сире канлӗх кӳмест теҫҫӗ утарҫӑсем. Тата ҫакна та манма юрамасть: хурт пыла ҫуркунне пуҫласа кӗр ҫитиччен чечекрен пуҫтарать, ҫавӑнпа та утарпа юнашар ҫырла е панулми пахчисем, ҫӑка, йӑмра тата кӑчкӑ йывӑҫҫисем пулсан питӗ аван. Юнашарах хуратул уйӗ пулсан вара пушшех паха пулмалла теҫҫӗ ӑстасем.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӑва та тепӗр май ҫавӑрма пултаратӑр. Анчах таврари ҫынсене ку питех килӗшмест: ӗҫтешӗрсене ан васкатӑр. Эрне варринче тахҫанах тума палӑртнӑ ӗҫе тума май килӗ. Канмалли кунсене ирӗклӗ ирттерме планлӑр.

Чӳк, 29

1848
178
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1903
123
Тихӑн Петӗркки, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2008
18
Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ