Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Утар тытма ҫӑмӑл-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Володя 17.04.2012 07:22 | 1445 хут пӑхнӑ

Кашни ялта пыл хурчӗпе ӗҫлекен ҫын пурах. Айӑкран сӑнакан пыл тӑвакансем ҫирӗп сывлӑхлӑ тата пуян тенине пурте илтнӗ ӗнтӗ. Анчах та ку ӗҫ йывӑр та канӑҫсӑр, час-часах пархатарсӑр пулнине вара пурте ӑнкарса каймаҫҫӗ пулас. Ҫавӑнпа та ӑста утарҫӑсем вӗрентнине пӗлни пӑсмӗ тейӗпӗр.

Чи малтан эсир пурӑннӑ вырӑнта пыл хурчӗ «ӗҫлеме» май пуррине пӗлес пулать. Пыл хурчӗ 4–5 ҫухрӑм таран таврипех вӗҫет иккен: килтен пушӑ, киле тулли. Таврӑнакан хурта йывӑр пулнипе вӑл аяллӑн вӗҫет, ҫавӑнпа та ун ҫулӗ ҫинче чукун е машшин ҫулӗ пулмалла мар: ҫапӑнса вилме пултарать вӑл. Пыл хурчӗ бензин е керосин шӑршине те чӑтма пултараймасть, вӑл шӑршӑ ӑна ҫултан ҫӗтерсе ярать. Сысна вити, сахӑр е эрех савӑчӗсем те юнашар лармалла мар: хурт вӗллене наркӑмӑш йӑтма тытӑнать. Утар ларнӑ вырӑнта пысӑк пӗве пулсан та сире канлӗх кӳмест теҫҫӗ утарҫӑсем. Тата ҫакна та манма юрамасть: хурт пыла ҫуркунне пуҫласа кӗр ҫитиччен чечекрен пуҫтарать, ҫавӑнпа та утарпа юнашар ҫырла е панулми пахчисем, ҫӑка, йӑмра тата кӑчкӑ йывӑҫҫисем пулсан питӗ аван. Юнашарах хуратул уйӗ пулсан вара пушшех паха пулмалла теҫҫӗ ӑстасем.

Ҫийӗнчех каласа хӑварас пулать, умра ҫырни утарҫӑ ӗҫӗ пирки пымасть, хурта канлӗ ӗҫлеме пулӑшакан майсем кӑна. Малалла вара пыл-хурт усрас текен ҫыннӑн питӗ нумай хӑйӗн вӗренме тивет, укҫа та сахал мар тӑкаклама тивет. Кун пирки вара уйрӑм сӑмах. Тепӗр чухне...

#ҫутҫанталӑк, #утар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем