Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -22.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: теттесем

Культура Педагогӑн теттисем
Педагогӑн теттисем

Шупашкарта пурӑнакан Елена Владимирова вӗрентекен тахҫанах коллекционера ҫаврӑннӑ. Вӑл совет саманинчи чӑрӑш теттисене пухать. Чӑрӑш тӑррине вырнаҫтарнӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑртан пуҫласа тем тӗрлӗ шар таранах пур иккен унӑн килӗнче.

Вӗсене вӑл тахҫанах пуҫтарма тытӑннӑ. Ачалӑхӗ унӑн иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсене тивнӗ. Ҫӑлтӑрсене шутламалли хатӗр ӳксе вансан вӑл тӗлӗнмелле куляннине лайӑх астӑвать. Темиҫе ҫултан ӑна вӑл сайтсенчен пӗринче сутнине курнӑ та пин ҫурӑ парса туяннӑ.

Кайран педагог совет саманинчи теттесен историйӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Маларах каланине илсен, ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче кӑларнӑ. Вӑл — «Пушкин юмахӗсем» ярӑмпа тухнӑ теттесен шутӗнчен. Ун чухне теттесене вӗрсе тата алӑпа ӳкернӑ. Паян педагогӑн пуххинче — совет саманинчи 300 тетте.

 

Раҫҫейре

Вӑрмарти шкулта 8-мӗш класра вӗренекен ачасем «Манӑн вулавӑш» кружокра Ҫӗнӗ ҫул теттине шухӑшласа кӑларна та ӑсталанӑ. Вӑл — йӑвача.

Ҫак ӗҫе Волгограда пӗтӗм тӗнчери фестивале ярса панӑ. Унпа килӗшӳллӗн «Раштав тӗлӗнтермӗшӗ — хӑвӑрӑн алӑпа» ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртнӗ.

Йӑвача авторӗсенчен пӗри Надя Белова тетте ӑҫтан пулнине тӳрех ӑнланма май пуррине пӗлтерет. Ҫӗнӗ ҫул теттине чӑваш ялавӗ тӗслӗ ҫипсемпе ӑсталанӑ.

Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Офицерсен ҫуртӗнче хӑнасене ыркӑмӑллӑх чӑрӑшӗ кӗтсе илнӗ. Ӑна холра вырнаҫтарнӑ. Чӑрӑша ҫӗнтерӳҫӗсене чыслас умӗн Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесри ачасем ӑсталанӑ теттесемпе илемлетнӗ.

Чӑрӑш турачӗ ҫине чӑваш ачи хатӗрленӗ йӑвача та ҫакӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ хыҫҫӑн чӑрӑша Волгоградри Епархие панӑ.

Ҫак кунсенче Вӑрмар шкулне ырӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑвашри йӑвачана «Раштав чӑрӑшӗ» каталога кӗртнӗ. Авторне те палӑртнӑ — Вӑрмар шкулӗн ачисем.

 

Хулара

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта кӑларнӑ мечӗксем ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Теттере цинк нормӑран 1,8 хут нумайрах пулнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тӗп специалисчӗ Наталья Кузьмина пӗлтернӗ тӑрӑх, мечӗке Эльгер урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри лавккара туртса илнӗ. Ӑна Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ кӑларнӑ-мӗн.

Тӗпчев ирттермешкӗн суту-илӳ лавккинче тӗрлӗ тетте туяннӑ. Ҫав шутра — мечӗк те. Анализ тунӑ хыҫҫӑн унта сиенлӗ япала пулнине палӑртнӑ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн сутуҫа 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Теттена туса кӑларакана — 100 пин тенкӗлӗх. Завода ку ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73573
 

Хулара

Ачалӑх теттесемпе, юмахсемпе ҫыхӑннӑ. Пӗчӗк чухне «Ҫарӑк», «Йӑвача» тата ытти юмахпа паллашман ҫын пур-ши? Ҫак кӗнекесем — хаклӑ тупра.

Надежда Григорьева (Яковлева) вара ачасене ӑсталанӑ юмах сӑнарӗсемпе паллаштарать. Вӑл Шупашкарти ача пахчинче ӗҫлет. Унта юмах сӑнарӗсен хӑйне евӗр кӗтес пур. Пӗтӗмпех Надеждӑн амӑшӗ Мария Михайловна ҫыхнӑ. Кӗтес пуян: халӑх тата литература юмахӗсен сӑнарӗсем пур.

Теттесем ҫемҫе. Мария Михайловнӑн ӗҫӗсем пӗчӗкскерсене савӑнтараҫҫӗ. Ачасем уйрӑмах пӳрнене тӑхӑнтартмалли теттесемпе выляма кӑмӑллаҫҫӗ.

 

«Алран алла. Пире тата несӗлсене» ятпа ҫӳрекен ыркӑмӑллӑх акци пынӑран Чӑваш Республикин наци вулавӑшне «Чӑваш халӑх теттисен тӗнчи» ҫӗнӗ кӗнеке килсе ҫитнӗ.

Альбом авторӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ӳкерӳҫӗсен пӗлтешӗвӗн пайташӗ — Т.В. Шарикова.

Асӑннӑ альбом вулакансене «Чӑваш халӑх теттисен тӗнчи» республика куравӗнчи хӑш-пӗр экспонатсемпе паллашма сӗнет. Альбомра республикӑри халӑх ӑстисен ӗҫӗсене кӑна мар, тӗрле ҫулсенчи шкул ачисен ал ӗҫӗсене кӑтартнӑ.

Татьяна Шаркова хӑйӗн альбомне пултаруллӑх командировкисене ҫӳресе, теттесен ӑстисемпе паллашса темиҫе ҫул хушши пӗччӗкӗн-пӗччӗкӗн пуҫтарнӑ.

Ҫак кӗнеке халӑх ӑстисемшӗн, вӗренекенсемшӗш клуб тата социаллӑ ӗҫченсемшӗн питӗ усӑллӑ материал пулӗ. Республика наци вулавӑшӗ пурне те ҫак кӑсӑклӑ кӗнекепе паллашма йыхравлать.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 25

1884
142
Матвеев Тимофей Матвеевич, чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1886
140
Кӳкеҫре хут вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1908
118
Ухсай Мария Дмитриевна, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1923
103
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Ҫӗнӗ ял» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1927
99
Иванов Владимир Миронович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Тимухха Хӗветӗрӗ, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
1944
82
Митта Петр Егорович, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
1945
81
Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1972
54
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1974
52
Егоров Василий Георгиевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1998
28
Николаев Георгий Николаевич, доцент, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем