Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти завод ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ тетте кӑларнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 16.10.2014 17:09 | 1252 хут пӑхнӑ
Хулара

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта кӑларнӑ мечӗксем ача сывлӑхӗшӗн сиенлӗ пулнине палӑртнӑ. Теттере цинк нормӑран 1,8 хут нумайрах пулнӑ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тӗп специалисчӗ Наталья Кузьмина пӗлтернӗ тӑрӑх, мечӗке Эльгер урамӗнчи 20-мӗш ҫуртри лавккара туртса илнӗ. Ӑна Шупашкарти В.И.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ кӑларнӑ-мӗн.

Тӗпчев ирттермешкӗн суту-илӳ лавккинче тӗрлӗ тетте туяннӑ. Ҫав шутра — мечӗк те. Анализ тунӑ хыҫҫӑн унта сиенлӗ япала пулнине палӑртнӑ.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн сутуҫа 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Теттена туса кӑларакана — 100 пин тенкӗлӗх. Завода ку ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ.

#теттесем, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ, #хуҫалӑх, #Шупашкар

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/73573
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем