Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.0 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Полицейски Кӑркӑстана кайнӑшӑн явап тытӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.06.2026 10:48 | 38 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем полицейски ӗҫченӗ Кӑркӑстана кайса килнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна 200 пин тенкӗ штраф панӑ.

Ют ҫӗршыва тухса кайнӑ ҫын халӗ йӗрке хуралӗнче ӗҫлемест-ха. Апла пулин те унӑн ют ҫӗршыва кайма чару пулнӑ. Мӗншӗн тесен вӑл патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ҫыхӑнна саккуна пӑснӑ.

Ҫав арҫын 2017-2024 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗнче тӑрӑшнӑ, патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗ шутланакан даннӑйсене пӗлсе тӑнӑ. Ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн унӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен Раҫҫейрен урӑх ҫӗршыва кайма юраман.

Экс-полицейски чӳк уйӑхӗччен тӑхтаса тӑрас темен, пуш уйӑхӗнче Кӑркӑстана тухса вӗҫтернӗ. Ҫавӑншӑн ӑна суд 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ вӑя кӗнӗ.

#пӑтӑрмахсем, #Кӑркӑстан, #йӗрке хуралӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем