Муркаш районӗнче пурӑнакан Иван Васильев кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. 29 ҫулти арҫын чӑнах та маттур – схемӑсемпе чертежсемсӗрех ял хуҫалӑх техникине пуҫтарать. Пӗтӗм шухӑшӗ – пуҫра.
Иван Васильевӑн хуҫалӑхӗнче техника пайтах: вӑл ҫӗрулми кӑлармалли хатӗрсем, боронсем, культиваторсем пуҫтарнӑ. Тӗлӗнмелле те, пӗр пек модельсем тӗл пулмаҫҫӗ унӑн, пурте тӗрлӗрен.
Унӑн ашшӗ – инженер, кӳршӗри хуҫалӑхра ӗҫлет. Ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ вӗрентекенӗ те ҫавӑнтах тӑрӑшать. Вӗсене кура Иван та ҫак ӗҫпе аппаланма тытӑннӑ.
Пултаруллӑ ҫамрӑксене ҫулсеренех стипенди параҫҫӗ. Кӑҫал та ҫаплах пулӗ. Документсене хальхинче ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ.
14 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи пултаруллӑ ҫамрӑксемпе студентсен ыттисенчен вӗренӳри, тӗпчеври, ӑслӑлӑхри, пултарулӑхри, ӗҫри, спортри, ытти сферӑри ҫитӗнӳсемпе уйрӑлса тӑмалла.
Студентсемпе аспирантсен, производство вӗрентӗвӗн преподавателӗсемпе мастерӗсен, ҫамрӑксен общество организацийӗн лидерӗсен, ҫамрӑксем енӗпе ӗҫлекен специалистсен хутсене Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрне (Шупашкар, Максим Горький урамӗ, 5-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем (8352) 43-78-90, 45-13-88) ҫитермелле. Хушма пӗлӳ илекен организацисенче вӗренекенсемпе педагогсем, ача-пӑча организацийӗсен ертӳҫисем, коррекци учрежденийӗсенче вӗренекенсемпе унта ӗҫлекен педагогсен, тӑлӑхсен ҫурчӗсенче пурӑнакансен, хушма пӗлӳ паракан организацисенче ӗҫлекенсен «Эткер» центра (Шупашкар, Афанасьев урамӗ, 13-мӗш ҫурт, телефон номерӗсем: (8352) 58-08-33, 58-56-20) ҫитермелле.
Ытти сферӑра тӑрӑшакансен хучӗсене профиль министерствӑсенче йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енри маттур шкул ачисем уйӑхсерен Чӑваш Ен Элтеперӗн стипендине илсе тӑрӗҫ.
Ҫак стипендие илес тесе конкурса республикӑри 4 хулари, 19 районти 161 ача хутшӑннӑ. Анчах вӗсенчен 25-шне ҫеҫ суйласа илнӗ.
Телейлисен йышне кӗнӗ ҫав 25 ача уйӑхсерен 400 тенкӗ илсе тӑрӗ. Ку нумаях мар паллах, ҫапах шкул ачишӗн самаях пулӑшу. Ҫулталӑкне ача 4800 тенкӗ пухайӗ.
Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ распоряжение пӗтемӗшле пӗлӳ паракан организацире ӑс пухакан 20 ача тата культура, ӳнер тытӑмӗсенче хушма пӗлӳ илекен 5 шӑпӑрлан ячӗ кӗнӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, наукӑра тата искусствӑра ӗҫлекен 15 ҫынна ҫулталӑк хушши уйӑхсерен 3 пин тенкӗпе танлашакан стипенди парасси ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Тӗпрен илсен, ку стипендие вӗсем пысӑк искусство произведенийӗсем хайланӑшӑн, ӑслӑлӑхпа литература тӗпчевӗсем ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Списокра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем Татьяна Альпидовская, Татьяна Корнилова, Маргарита Финогентова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем Юрий Викторов, Георгий Матвеев, Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн хор артистки Ольга Дикина, тӗп дирижерӗ Юрий Романько, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Александра Зайцева, Николай Сергеев, Чӑваш патшалӑх симфони капеллин артисчӗ Николай Смирнов, Ҫамрӑксен театрӗн артистки Полина Чамжаева, Пукане театрӗн артистки Юлия Мельник, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗсем Любовь Любовцева, Елена Минеева тата Алексей Терентьев.
Кӑҫал Корейӑри Пхенчханра иртнӗ Олимп вӑййисене Чӑваш Ен спортсменӗсем Татьяна Акимовӑпа Лана Прусакова хутшӑннӑ. Вӗсене тата тренерсене куншӑн преми пама йышӑннӑ.
Спортменкӑсем 50-шар пин тенке тивӗҫӗҫ. Вӗсен тренерӗсене Анатолий Акимовпа Никита Васильева вара 25-шер пин тенкӗ парӗҫ. Кунсӑр пуҫне Татьянӑпа Лана кӑҫалхи акан 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗччен уйӑхсерен 8 пин тенкӗ стипенди илӗҫ.
Аса илтерер: Олимп вӑййисенче Татьяна Акимова биатлонра тупӑшнӑ, Лана Прусакова вара слоуп-стайлра вӑй виҫнӗ.
Чӑваш спортсменки Татьяна Акимова Хохфильценра иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ҫавна май Чӑваш Ен Правительстви ӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
Пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменкӑна 75 пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Унӑн тренерне Анатолий Акимова 375 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ.
Хохфильнценра биатлон енӗпе ӑмӑрту нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫӗнсе илнӗ. Пирӗн Татьяна унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче тупӑшса хутӑш эстафетӑра пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ун чухне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кунсӑр пуҫне ЧР Правительстви йышӑннипе Татьяна Акимовӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10 пин тенкӗ стипенди пама йышӑннӑ. Вӑл ӑна ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗ.
ЧР Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине пултаруллӑ, пуҫаруллӑ, маттур ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ҫулсерен ӑна Чӑваш Енри 1000 яш-хӗре параҫҫӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче ҫамрӑксем документсем пухса леҫсе панӑ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ЧР Элтеперӗн стипендине камсем тивӗҫнине палӑртнӑ. Ҫак кунсенче Михаил Васильевич хушӑва алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Хушупа килӗшӳллӗн 1000 яш-хӗр ҫулталӑк тӑршшӗпе уйӑхне 1830 тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Ҫак тӗллевпе республика хыснинчен 22 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2004–2016 ҫулсенче стипендие 13 пине яхӑн ҫын тивӗҫнӗ.
Кӑҫал стипенди илекенсен йышӗнче 70 проценчӗ — вӗренекен ҫамрӑксем. 12,5 проценчӗ — общество пӗрлӗхӗсен хастарӗсем, 18,5 проценчӗ — промышленноҫ, ял хуҫалӑх, вӗренӳ, культура тата ытти тытӑмра тӑрӑшакан специалистсем.
Чӑваш Енре Олимп тата Паралимп вӑййисене хутшӑнма пултаракан кандидатсене уйӑхсерен стипенди тӳлеме тытӑннӑ. Хушӑва кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Документпа килӗшӳллӗн стипендие кӑҫалхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлӗҫ. Раҫҫей командин тӗп йышне кӗнисем, 15 спортсмен, уйӑхсерен 30-шер пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ. Резерв йышне кӗнӗ 10 спортсмена 15-шер пин тенкӗ тӳлӗҫ. Паралимп вӑййисен кандидачӗсене те ҫавӑн чухлех стипенди параҫҫӗ.
Тӗп йыша Олимп вӑййисен пӑхӑр призерӗсем Ирина Калентьева маунтинбайкистка тата Татьяна Архипова марафонистка, тӗрлӗ ҫулсенче Олимпиадӑна хутшӑннӑ Елена Наговицына тата Наталья Гольц кӗнӗ. Лондонра иртнӗ Паралимп вӑййисен виҫӗ хут чемпионки Елена Свиридова та (хӗр чухнехи хушамачӗ - Иванова) уйӑхсерен 30 пин тенкӗ илсе тӑрӗ.
Аса илтерер: Олимп тата Паралимп вӑййисем 2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Жанейро хулинче иртӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать.
Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ.
Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |