Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.0 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: планетари

Республикӑра

Темиҫе ҫул каялла ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «СССР летчик-космонавчӗ А.Г.Николаев ячӗллӗ Планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пулӗ. Ҫавна май пӗтӗм парка реконструкцилӗҫ. Планетарие патшалӑх тата партнерсем пулӑшнипе тӑвӗҫ.

Чӑннипе, унччен планетарие 2018 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хушура ҫапла палӑртнӑ: 2017-2019 ҫулсем. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитет, анчах Планетари ҫук-ха, ӑна тума пуҫламан та.

Кӑҫал Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май влаҫ органӗсен порталӗнче мероприятисен планне вырнаҫтарнӑ: конкурссем, конференцисем, куравсем, фестивальсем тата ыттисем иртӗҫ. Космонавт пирки тематика фильмӗ те ӳкерӗҫ, «Николаев Андриян Григорьевич» электронлӑ коллекци хатӗрлӗҫ. Спорт мероприятийӗсем те иртӗҫ. Анчах планра Планетари пирки нимӗн те каламан. Ара, ӑна 2019 ҫул тӗлне тума палӑртнӑ вӗт.

 

Хулара
Планетари проекчӗ
Планетари проекчӗ

Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ, Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра планетари тума палӑртнине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче планетари документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр ӑнӑҫлӑ тухни паллӑ пулнӑ. 2015 ҫулта палӑртнӑ тӑрӑх, ун валли 636 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ.

Ҫак укҫаран 148 миллион тенкине республика хысни уйӑрӗ. Ытти — муниципалитет хыснинчен, инвесторсемпе спонсорсене те явӑҫтарма палӑртнӑ. Планетарие кӑҫал виҫҫӗмӗш кварталта тума тытӑнма палӑртнӑ.

Проектпа килӗшӳллӗн, планетари виҫӗ хутлӑ пулӗ. Унӑн лаптӑкӗ — 4 783,1 тӑваткал метр.

 

Республикӑра
Константин Яковлевпа Михаил Игнатьев
Константин Яковлевпа Михаил Игнатьев

Чӑваш Енӗн Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче Шупашкарта планетари тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Ҫавӑн чухне Михаил Игнатьев культура министрӗнчен Константин Яковлевран ӗҫе уйрӑм ҫынсем укҫа хывасси епле пынипе кӑсӑкланнӑ.

«Патшалӑхпа уйрӑм ҫын партнерствин принципӗ пулӗ-и?» — кӑсӑкланнӑ Элтепер. Министр: «Хальхи вӑхӑтра проект документацине хатӗрлеҫҫӗ, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче экспертиза илмелле», — тенӗ. «Манӑн конкретлӑ ыйтӑва хуравлӑр тархасшӑн. Юмах ан калӑр», — пӳлнӗ министра Элтепер. «Хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлетпӗр», — хуравланӑ хайхи республика ертӳҫине. «Тавтапуҫ бюрократ — патшалӑх министрӗн хуравӗшӗн», — тенӗ Михаил Игнатьев кӑмӑлсӑррӑн.

Тивӗҫтерекен хурав кӗтсе илеймен енне вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе темӑна малалла тӑснӑ.

 

Хулара

Паян Правительствӑра планеркӑра чиновниксем планетари хута ярасси пирки калаҫнӑ. Ӑна ҫитес ҫул тума тытӑнасшӑн. Ӑҫта пулӗ вӑл?

Ку ыйту тавра чиновниксем нумай калаҫнӑ. Ахӑртнех, вӑл Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра пулӗ. Планетарие Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта тума сӗнекенсем те пулнӑ. Анчах вӑл Шупашкартан тата Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫе.

«Кунта сӑмах ҫӗр-ҫӗр миллион пирки пырать. Комплекса кунне темиҫе экскурси ирттерессишӗн ӗҫлеттермелле мар. Шуршӑлта ку ыйтӑва татса пама йывӑртарах пулӗ», — тенӗ Элтепер Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев.

Проектпа смета документацийӗ кӑрлач варринче хатӗр пулӗ. Унтан укҫа-тенкӗ уйӑрасси пирки шухӑшлӗҫ. Планетарий нумай функциллӗ комплекс пулӗ.

 

Раҫҫейре Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтараҫҫӗ
Андриян Николаев ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтараҫҫӗ

Андриян Николаев космонавт пурӑннӑ тӑк кӑҫал 85 ҫул тултарӗччӗ. Акан 12-мӗшӗнче Космонавтика кунне халалласа ҫӗршывра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Виҫӗмкун, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Ярославль хулинче ентешӗмӗре Андриян Николаева халалласа уяв пулнӑ.

Валентина Терешкова ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗнче — Раҫҫейри ҫамрӑк планетарисенчен пӗринче — Андриян Николав ячӗллӗ ҫӑлтӑра вырнаҫтарнӑ. Уява паллӑ мӑшӑрӑн хӗрӗ Елена Терешкова хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен унта Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫитнӗ.

Ярославльти планетари умӗнчи космонавтсен аллейине пӗлтӗр йӗркеленӗ. Космоса пӗрремӗш хӗрарӑм вӗҫнӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа пирвайхи ҫӑлтӑрсем вырнӑҫтарнӑ. Вӗсем — Валентина Терешкова, Валерий Быков, Алексей Леонов ячӗллисем. Акӑ халӑ Андриян Николаев ҫӑлтӑрӗ аллейӑна пуянлатнӑ.

Леонид Черкесов Чӑваш Енре Андриян Николаевран паллӑрах ҫын ҫуккине, ӑна кашни ҫемьере хисепленине каланӑ. Ярославльпе Шупашкара чылай япала ҫывӑхлатать. Шупашкарта та Ярославльти пекех планетари тӑвӗҫ. Унта Валентина Терешкова тата ытти космонавт валли те вырӑн пулӗ.

Малалла...

 

Республикӑра moygorod-online.ru сайтри сӑн
moygorod-online.ru сайтри сӑн

Шупашкар 550 ҫул тултарнине уявламашкан тӗплӗн хатӗрленет. Ҫак юбилей тӗлне тӗп хулара планетари пулмалла. Хальлӗхе кун пирки информаци кӑна пухаҫҫӗ-ха.

Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗн представителӗ Чулхулари планетарие кайса курнӑ. Унти планетарие эксплуатацилес мелсене тӗпченӗ. Ку кӑна мар. Раҫҫейри чи ватӑ, тӗнчери чи пысӑк планетарисенчен пӗри Мускавра вырнаҫнӑ. Унӑн ӗҫченӗсем Шупашкарсене опычӗсемпе паллаштарнӑ.

Шупашкарти космоса тухакан «чӳрече» Чӑваш Ен ҫыннисене тата хӑнисене космос историйӗпе лайӑхрах паллаштарӗ. Планетари конференцисем, ӑслӑлӑхпа космос фествиалӗсем, конкурссем йӗркелемелли лапам та пулӗ.

Хальлӗхе Шупашкарти планетарие тумалли проект ӗҫесем тӗлӗшпе контракт ҫырнӑ. Планетарие 2019 ҫулта туса пӗтермелле. Вӑл Раҫҫейре чи ҫамрӑкки пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news-r.ru/news/culture/30461/
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

5 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.12.2019 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылай Сурăхшăн ку эрне ăнăçлă пулĕ. Хăвăрăн яваплăха, профессионаллăха кăтартма май килĕ. Ку интереслĕ тапхăр: Сурăхсем вĕсенчен мĕн кĕтнине туяççĕ, тĕрĕс йышăнусем тăваççĕ. Канмалли кунсенче ывăннине туятăр, пĕчченлĕхре пулас килĕ. Ытларах канма тăрăшăр, ĕçĕрсене шанчăклă партнера парăр.

Раштав, 14

1903
116
Яманакра хутла вӗрентекен шкул уҫнӑ.
1958
61
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2001
18
Медведев Алексей Фомич, чӑваш ҫыравҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш халӑх сайтӗнче цензура пулмалла-и?
Маншӑн ҫавах
Ҫук, хуть те мӗнле материала ирӗклӗн вырнаҫтармалла
Паллах, пулмалла, унсӑр ӑпӑр-тапӑр япала лартма пулать!
Пулмалла, анчах виҫеллӗ
Ку ыйтӑва редакци татса памалла
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org