Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет, Планетари вара халӗ те ҫук

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Софья Савнеш 22.01.2019 18:24 | 622 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Темиҫе ҫул каялла ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «СССР летчик-космонавчӗ А.Г.Николаев ячӗллӗ Планетари тӑвасси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пулӗ. Ҫавна май пӗтӗм парка реконструкцилӗҫ. Планетарие патшалӑх тата партнерсем пулӑшнипе тӑвӗҫ.

Чӑннипе, унччен планетарие 2018 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хушура ҫапла палӑртнӑ: 2017-2019 ҫулсем. Палӑртнӑ вӑхӑт ҫитет, анчах Планетари ҫук-ха, ӑна тума пуҫламан та.

Кӑҫал Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫавна май влаҫ органӗсен порталӗнче мероприятисен планне вырнаҫтарнӑ: конкурссем, конференцисем, куравсем, фестивальсем тата ыттисем иртӗҫ. Космонавт пирки тематика фильмӗ те ӳкерӗҫ, «Николаев Андриян Григорьевич» электронлӑ коллекци хатӗрлӗҫ. Спорт мероприятийӗсем те иртӗҫ. Анчах планра Планетари пирки нимӗн те каламан. Ара, ӑна 2019 ҫул тӗлне тума палӑртнӑ вӗт.

#Шупашкар, #парксем, #планетари, #космонавтсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Хулари йӑмра
2018, 08, 09
Чӑвашла пӗлтермен парк тӑваттӑ паллӑна тивӗҫнӗ
2018, 08, 27
Ларма юраман кӳлепесем вырнаҫтарнӑ
2018, 08, 28
Шупашкарти Кадет паркне ватма пуҫланӑ
2018, 09, 07
«Амазония» паркри амазонкӑсене вӑхӑтлӑха илӗҫ
2018, 10, 31

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org