Улатӑр хулинчи предприятисенчен пӗринче рабочисене ӗҫре хӳтӗлӗнмелли хатӗрсем паман. Ҫакна вырӑнти прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Надзор органӗ «Стройгарант» тулли мар яваплӑ обществӑра пулнӑ. Унта ӗҫ саккунне самай пӑсаҫҫӗ иккен. Пӗрремӗшӗнчен, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисемпе рабочисене вӑхӑтра паллаштарса инструктаж ирттермен. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсене ӗҫре хӳтӗленмелли хатӗрсем валеҫсе паман.
Саккуна пӑхӑнман директор тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ пуҫлӑха штрафланӑ.
Паян Чӑваш Енре ҫамрӑксен ҫӗнӗ организацине йӗркеленӗ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Пурӗ 15 организаци ертӳҫи пухӑннӑ унта.
Тӗлпулура енсем «Молодежь Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри ҫамрӑксем) республикӑри ҫамрӑксен юхӑмне йӗркелесси ҫинчен меморандума алӑ пуснӑ.
Ҫамрӑксен ҫӗнӗ организацийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа аталанма, вӗсене республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне хутшӑнтарма пур енлӗн пулӑшас тӗллевӗллӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарти «Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайон республика тӗп хулинчи ҫӗнӗ районсенчен пӗри. Кӑҫал унта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлчӗ. Асӑннӑ микрорайона общество транспортне те ҫӳретмелле турӗҫ. Ҫапах та унта туса пӗтерейменнисем те пур-ха. Трактор тӑвакансен проспектӗнчен ҫитес тесен ҫырма урлӑ каҫмалла. Унта хӗлле кайнӑччӗ те ҫав тӑрӑхрисем: «Асӑрханӑр, кунтан ан анӑр. Чӑнкӑ тата питӗ пӑрлак», – тесе ҫул кӑтартнӑччӗ.
Ҫуркунне ҫитсен асӑннӑ микрорайонтисем ҫул ишӗлме тытӑннипе аптӑранӑ. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне ҫырнӑ. Ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Микрорайон ҫырмаллӑ вырӑнта. Строительство организацийӗ ӗҫе васкаса пурнӑҫланӑ. Ҫапларах ӑнлантарчӗҫ яваплисем.
Асламас урамӗнчи тата Хӗвеллӗ микрорайонти ҫулсене тата тротуарсене халӗ юсама тытӑннӑ. Ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӗтермелле. Ун валли хула хыснинчен пӗр пус та уйӑрмӗҫ. Ӗҫе строительство организацийӗ хӑй шучӗпе пурнӑҫлӗ.
Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗри, тулли мар яваплӑ «АЛЗА» общество, панкрута тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Соляное» микрорайона тунӑ.
Строительство организацине Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкурта кӑларма чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ. Общества пуҫлӑхне Сергей Лаврентьева ӗҫрен хӑтарнӑ. Халӗ тӗп пуҫлӑх килти арестра ларать. Конкурс производствине 2020 сӳлхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен йышӑннӑ. Стройфирма парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Василий Зорова шаннӑ. Ҫырусене сак адреспа йышӑнать: 155800, Иваново облаҫӗ, Кинешма хули, Щорс урамӗ, 64-мӗш ҫурт, 99-мӗш хваттер.
«АЛЗА» «Соляное микрорайонта 108 пайҫӑна хваттерсӗр хӑварнӑ. Вӗсен укҫана конкурс управляющийӗнчен ыйтмалла. Кредиторсен реестрне ыйтса ҫырмалли вӑхӑт — 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗччен.
Чӑваш Енре тата тепӗр коллектор агентствине регистрациленӗ. Ҫапла вара парӑмсене шыраса илессипе ӗҫлекен организацисем пирӗн республикӑра пиллӗке ҫитнӗ.
«Киберникс» тулли мар явапла общество та саккунлӑ. Парӑма шыраса илессипе ӗҫлекен организацисен реестрне ӑна ӗнер кӗртнӗ.
Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киберникс» пирӗн республикӑри ҫавӑн пек организацисенченчен пиллӗкмӗшӗ шутланать. 2017
ҫулта ятарлӑ свидетельствӑна «Гироскоп-Ч», «Инкас Коллект» тулли мар явапла обществӑсем тивӗҫнӗ, кӑҫал — «Вектор» тата «Альянс Поволжье».
Коллекторсем саккуна пӑссан Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине (8352) 30-60-01 телефон номерӗпе пӗлтермелле.
Шупашкарти икӗ ҫула тӑвакан организацисене палӑртнӑ. «Университетски-2» микрорайонти ҫула «ТУС», «Хӗвеллӗ» микрорайонтине «Дорэкс» строительство организацийӗсем тӑвӗҫ. Контрактсен хакӗсем — 243 тата 52 миллион тенкӗшер.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Университетски-2» микрорайонти ҫула саракана палӑртмалли аукциона «ТУС» акционерсен обществи кӑна хутшӑннӑ. Контракт хакӗ унччен палӑртнинчен чакман, вӑл — 243 миллион тенкӗ.
«Хӗвеллӗ» микрорайонти ҫула тума «Дорэкс» акционерсен обществине суйланӑ. Унти ҫула «Старатель» строительство компанийӗ те сарас тенӗ. Вӑл аукционта ҫӗнтереймен. «Дорэкс»-па 52 миллион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.
Аукционсем тӗлӗшпе Барнаулти «КС-Строй» организаци кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӑл Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленине ҫӑхавланӑ. Монополипе кӗрешекенсем кӑлтӑк асӑрхаман.
Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен.
Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ.
«Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр.
Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.01.2021 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -19 - -21 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тенюшев Иван Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |